Печать

15032017

Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче пирĕн гимназири 5-6 классенче вĕренекенсен ушкăнĕ хула шайĕнче ирттернĕ «Çамрăк куçаруçă» конкурсра хутшăнчĕ. Ку вăййа Шупашкарти чăваш чĕлхипе  литература вĕренекенĕсен  ассоциаци пĕрлешĕвĕн «Вĕренÿри çĕнĕлĕхшĕн» ушкăнĕ тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш гимназире ĕçлекен чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем йĕркеленĕ. Тĕрлĕ шкулсенче вĕренекенсем пĕр-пĕринпе тупăшса çăмăл мар, кăсăклă ĕçсем пурнăçланă. Командăсем «Ваттисен сăмахĕсемпе фразеологизмсем», «Пукане», «Аудировани» тата «Сăвă» станцисенче пулса курнă.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх пирĕн гимназире вĕренекенсен ушкăнĕн пĕлĕвĕ çÿллĕ шайра пулни палăрчĕ. Тĕрлĕ ĕçсене хăвăрт та тĕрĕс пурнăçлама тăрăшрĕç çамрăк тăлмачăсем. Анчах та хăшпĕр ĕçсене пурнăçланă чÿх тарăн шухăшлама та тиврĕ гимназистсен. Çакнашкал конкурссенче хутшăнни чăваш лексикипе грамматикине лайăхрах пĕлессине çеç мар, ачасен пултарулăхне те аталантарма пулăшать.

Вăйă ачасене питĕ килĕшнĕ. Пирĕн гимназире вĕренекенсен ушкăнĕ 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Маттурсем!

Конкурса хутшăнакансем: Иванов Рома, Максимова Диана тата Леонтьева Вика.