Печать

fedlm 20032017

2017-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче Шупашкарти 1-мĕш гимназире чăваш чĕлхипе литература  вĕрентекенĕн  Любовь Михайловна Федорова поэтăн 65 çул тултарнине халалланă пултарулăх каçĕ иртрĕ.

Асăннă каçра чăваш çыравçисемпе сăвăçисем, артистсемпе юрăçăсем, вĕрентекенсемпе ачасем тата Любовь Михайловнăн тăванĕсем хутшăнчĕç.

Пултарулăх каçне Литература музейĕн наука ĕçченĕ Галина Георгиевна Еливанова уçрĕ. Вăл хăнасене Любовь Федоровăн пÿрнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех Любовь Федорова вĕрентекен çеç мар, Раççей Федерацийĕн Писательсен союзĕн членĕ пулнине те палăртса хăварчĕ.

Любовь Фёдорова сăввисемпе хайланă юрăсем янрарĕç, тĕпчевçĕсем пултарулăх ыйтăвĕсене сӳтсе яврĕç. Валери Туркай чăваш халăх поэчĕ сăвăçа профессилле çыравçăсен союзĕн ячĕпе саламларĕ.

Çавăн пекех Любовь Федоровăна Светлана Асамат Лидия Сарине, Нина Пăрчăкан сăвăçсем саламларĕç. Чăваш халăх артисчĕ Иван Христофоров, Чăваш халăх çыравçи Анатолий Кипеч юрласа пачĕç. Юрий Кудаков композитор юбилярăн «Кайрăм аслă вăрмана» сăввипе хывнă юрра итлеттерчĕ.

Любовь Фёдорована саламлакансем хушшинче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем уйрăмах йышлă пулчĕç. Çыравçăна ĕçре усă курма юрăхлă кĕнекесем кăларнăшăн тав турĕç. Шупашкарти 1-мĕш гимназире пĕрле вăй хуракан ĕçтешĕсем те сцена çине тухса юрласа савăнтарчĕç поэта. Хăнасене «Шуçăм» юрăпа ташă халăх ансамблěн  илемлĕ юрри-кĕвви те тыткăна илчĕ.

http://chgtrk.ru/?c=view&id=15342