fedlm 20032017

2017-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче Шупашкарти 1-мĕш гимназире чăваш чĕлхипе литература  вĕрентекенĕн  Любовь Михайловна Федорова поэтăн 65 çул тултарнине халалланă пултарулăх каçĕ иртрĕ.

Асăннă каçра чăваш çыравçисемпе сăвăçисем, артистсемпе юрăçăсем, вĕрентекенсемпе ачасем тата Любовь Михайловнăн тăванĕсем хутшăнчĕç.

Пултарулăх каçне Литература музейĕн наука ĕçченĕ Галина Георгиевна Еливанова уçрĕ. Вăл хăнасене Любовь Федоровăн пÿрнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех Любовь Федорова вĕрентекен çеç мар, Раççей Федерацийĕн Писательсен союзĕн членĕ пулнине те палăртса хăварчĕ.

Любовь Фёдорова сăввисемпе хайланă юрăсем янрарĕç, тĕпчевçĕсем пултарулăх ыйтăвĕсене сӳтсе яврĕç. Валери Туркай чăваш халăх поэчĕ сăвăçа профессилле çыравçăсен союзĕн ячĕпе саламларĕ.

Çавăн пекех Любовь Федоровăна Светлана Асамат Лидия Сарине, Нина Пăрчăкан сăвăçсем саламларĕç. Чăваш халăх артисчĕ Иван Христофоров, Чăваш халăх çыравçи Анатолий Кипеч юрласа пачĕç. Юрий Кудаков композитор юбилярăн «Кайрăм аслă вăрмана» сăввипе хывнă юрра итлеттерчĕ.

Любовь Фёдорована саламлакансем хушшинче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем уйрăмах йышлă пулчĕç. Çыравçăна ĕçре усă курма юрăхлă кĕнекесем кăларнăшăн тав турĕç. Шупашкарти 1-мĕш гимназире пĕрле вăй хуракан ĕçтешĕсем те сцена çине тухса юрласа савăнтарчĕç поэта. Хăнасене «Шуçăм» юрăпа ташă халăх ансамблěн  илемлĕ юрри-кĕвви те тыткăна илчĕ.

http://chgtrk.ru/?c=view&id=15342

15032017

Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче пирĕн гимназири 5-6 классенче вĕренекенсен ушкăнĕ хула шайĕнче ирттернĕ «Çамрăк куçаруçă» конкурсра хутшăнчĕ. Ку вăййа Шупашкарти чăваш чĕлхипе  литература вĕренекенĕсен  ассоциаци пĕрлешĕвĕн «Вĕренÿри çĕнĕлĕхшĕн» ушкăнĕ тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш гимназире ĕçлекен чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем йĕркеленĕ. Тĕрлĕ шкулсенче вĕренекенсем пĕр-пĕринпе тупăшса çăмăл мар, кăсăклă ĕçсем пурнăçланă. Командăсем «Ваттисен сăмахĕсемпе фразеологизмсем», «Пукане», «Аудировани» тата «Сăвă» станцисенче пулса курнă.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх пирĕн гимназире вĕренекенсен ушкăнĕн пĕлĕвĕ çÿллĕ шайра пулни палăрчĕ. Тĕрлĕ ĕçсене хăвăрт та тĕрĕс пурнăçлама тăрăшрĕç çамрăк тăлмачăсем. Анчах та хăшпĕр ĕçсене пурнăçланă чÿх тарăн шухăшлама та тиврĕ гимназистсен. Çакнашкал конкурссенче хутшăнни чăваш лексикипе грамматикине лайăхрах пĕлессине çеç мар, ачасен пултарулăхне те аталантарма пулăшать.

Вăйă ачасене питĕ килĕшнĕ. Пирĕн гимназире вĕренекенсен ушкăнĕ 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Маттурсем!

Конкурса хутшăнакансем: Иванов Рома, Максимова Диана тата Леонтьева Вика.

 

03032017Пуш уйăхĕн иккĕмĕшĕнче улттăмĕш класс ачисем Регионсем хушшинче иртекен „Çĕр улми - 2017“ ятлă куравра пулса курчĕç. Курава Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ. Вăл 6 „Е“ класра вĕренекенсемпе калаçма кăмăл турĕ. Михаил Васильевич ачасемпе çĕр улми, шкулти апат çинчен калаçрĕ. Гимназистсем иккĕмĕш çăкăр çинчен сахал мар пĕлнипе савăнчĕ.

Курав ачасемшĕн усăллă пулчĕ. Тĕпчевçĕсем паян тĕрлĕ чир-чĕре парăнман çĕр улми сорчĕсене кăларассипе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Пухса кĕртнĕ çимĕçе кирлĕ пек упрасси те халĕ чылай çĕр ĕçченне шухăшлаттарать. Куравра ачасем çĕр улминчен хатĕрленĕ апат-çимĕçе тутанса пăхма та пултарчĕç.

IMG 20170302

11032017

Пирĕн гимназире пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Наука кунне халалланă шкул ачисен «Ăслăлăхри пĕрремĕш утăмсем» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Конференцире «Чăваш чĕлхипе литература» секцире мала тухнă çĕнтерӳçĕсем:

  • I вырăн – Федорова Т., 6 класс, (ертÿçи – Иванова Л. А.);
  • I вырăн – Николаев Е., Леонтьева В., 6 класс (ертÿçисем – Николаева Е. В., Леонтьева Н. Г.);
  • II вырăн – Егорова Н., 7 класс (ертÿçи – Вакку М. И.);
  • II вырăн – Базилевская М., 5-мĕш класс (ертÿçи – Прохорова Н. В.);
  • III вырăн – Алексеева С., 5-мĕш класс (ертÿçи – Прохорова Н. В.).

Саламлатпăр! Малалла та çитĕнÿсем тума сунатпăр.

«Пĕр чĕлхе – пĕр ăс, икĕ чĕлхе – икĕ ăс», – тенĕ ваттисем. «…Чăвашла ан ман, вырăсла пĕл, ун çумне тата пĕр-ик чĕлхе хуш. Вара хăвăнне, кÿршĕнне, ютăнне хаклама вĕренĕн», – тенĕ М. Р. Федотов чĕлхеçĕ. Пирĕн гимназире вĕренекенсем çакна ăнланаççĕ. Чăваш чĕлхине те, вырăс чĕлхине те, акăлчан чĕлхине те юратсах вĕренеççĕ.
IMG 20170213 090322Нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче 7"Б" класс вĕренекенĕсем И. Н. Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университечĕн профессорĕпе, ют чĕлхе кафедрин ертÿçипе Иванов Владимир Александровичпа тĕл пулчĕç. Ку тĕл пулăва кунта ĕçлекен чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем Вакку М. И. тата Прохорова Н. В. йĕркелерĕç. Владимир Александрович пирĕн гимназин хисеплĕ те кĕтнĕ хăни. Вăл кунта тăтăшах килсе çÿреме кăмăллать. Асăннă тĕлпулура вăл ачасене патриотла воспитани парас ыйтупа калаçрĕ. Хамăр тăван шкултан, хуларан, çĕршывран хакли нимĕн те çуккине тĕрлĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетсе каласа хăварчĕ. Çавăн пекех чăваш чĕлхине тата ют чĕлхесене вĕренме ачасене сĕнсе хăварчĕ. Тĕл пулу тăватă чĕлхепе иртрĕ: вырăсла, чăвашла, нимĕçле, акăлчанла. Çиччĕмĕш класс ачисене тĕл пулу питĕ килĕшрĕ.