chuv lastochka2017

Паян Раççейри пĕтĕм чăваш шкулĕсенче «Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» вăйă конкурс иртрĕ. Йăлана кĕнĕ ăмăртăва гимназири 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.
Чĕлхе пĕлĕвĕ чылай шкул ачишĕн кичем те тунсăх йĕрке пек туйăнать. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – вĕренекенсен чылай йышне чăваш чĕлхипе интереслентересси, «кичем те йывăр»  ăслăлăх умĕнхи йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентесси, ачасене чĕлхе ăслăлăхĕн илемне, чĕлхе техĕмне туйса илме хăнăхтарасси. Вăйă конкурсăн ыйтăвĕсемпе ĕçĕсем пĕтĕмĕшле кăсăклă, вĕсене «ăслă»  ачасем çеç мар, чылай шкул ачи шĕкĕлчеме пултарать. 
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене ачасем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Чăваш халăх поэчӗ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа кăрлач уйăхĕн 22-мӗшӗнче 110 çул çитрĕ. Çак паллă пулăма халалласа чăваш тĕнчинче тĕрлĕ тĕл пулусемпе куравсем, литература каçĕсемпе çавра сĕтелсем иртеççĕ.Çавăн пекех кăрлачăн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче Петĕр Хусанкайăн çавра çулне халалланă «Манăн çăлтăр тÿпере…» çавра сĕтел иртрĕ. Поэтăмăра аса илме, унăн пултарулăхне хак пама пĕр сĕтел хушшинче паллă чăваш тĕпчевçисем, çыравçисем, культура ĕçченĕсем, тăван литературăпа интересленекенсем пухăнчĕç. Çавра сĕтел хушшинче пирĕн гимназире чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, сăвăçă Любовь Михайловна Федорова та пулчĕ.

phoca thumb l dsc 0598

2016 çула Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртнăччĕ. Çавна май пирĕн республикăра шкул ачисем валли çак темăпа тĕрлĕ конкурссем, викторинăсем ирттерчĕç.
Раштав уйăхĕн 1-20-мĕшĕсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ Ĕç çыннин çулталăкĕ вĕçленнине халалласа 9-11 классенче вĕренекен шкул ачисем тата техникум-колледжсем, И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕсем валли "Ĕç çынна илем кÿрет» сочиненисен конкурсне йĕркелерĕ. Конкурса пурĕ республикăран 96 сочинени тăратнă.
Пирĕн гимназире вĕренекен Жаров Дима çак конкурсра 3-мĕш вырăн йышăнчĕ (вĕрентекенĕ Иванова Л.А.). Саламлатпăр, малалла та ăнăçÿсем тума сунатпăр!

«Чĕрĕ уроксем» проектпа килĕшÿллĕн кăрлач уйăхĕн 18-мĕшенче 7 Е класра вĕренекенсем Чăваш наци музейĕнче пулчĕç. Унта экскурсовод ачасене Чăваш Енре иртнĕ ĕмĕрсенче пулса иртнĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Тутар-монголсем хӑйсен пӗтӗм ҫарне пухса пирӗн мӑн асаттесем ҫине тапăнни, Хусана Хаяр Иван патша парăнтарни, Шупашкар хули пулса кайни çинчен, Чăваш çĕрĕнчи купсасемпе хресченсем мĕнле пурăнни çинчен каласа пачĕ. Ачасем Пугачев пăлхавĕ вăхăтĕнче усă курнă хĕçпăшала вырнаçтарнă витринăсен умĕнче ытларах тытăнса тăчĕç. Халиччен нихçан курман ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсем, савăт-сапа, тумтир, хĕçпăшал, ĕлĕкхи укçа та тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ вĕсене. Çав вăхăтрах чăваш халăхĕн илемлĕ кĕввисемпе те паллашрĕç ачасем. Вĕренекенсем чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен те тимлĕ итлерĕç. Экскурси ачасене питĕ килĕшрĕ, вĕсем Чăваш наци музейне тата ытти залсене килсе курма кăмăл турĕç.

7e 18012017

nev chuv

Çĕнĕ çул тата Раштав ячĕпе, туссем! 2017-мĕш çул пурнăçа иксĕлми телей, хĕрÿ юратупа ăнăçу илсе килтĕр! Пуриншĕн те асамлă, ырă та савăк асаилÿсемпе пуян пултăр! Кашни кун çутă йăл кулăпа савăнăç парнелетĕр! Эпир Сире пурне те уяв ячĕпе саламлатпăр, çывăх çынсен юратăвне, чун ăшшине туйса тепĕр çула та çирĕп сывлăхпа ирттерме сунатпăр!

Акă ҫитрĕ Ҫĕнĕ ҫул,
Пирĕншĕн телей вăл – кур!
Ку уявра савăн, кул,
Савăнма сăлтавĕ пур.
Хĕл Мучипе Юр пике
Илсе килчĕҫ парнесем:
Сывлăх, телей, юрату,
Çĕр çинчи ыр туйăмсем!
Аннесемпе аттесем,
Аппасемпе пиччесем,
Ачасем, учительсем,
Лайăх иртччĕр уявсем!
Уяв ячĕпе сире,
Саламлатпăр чĕререн
Ырлăх, сывлăх та телей,
Халь сунатпăр пурне те!