Раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче  Шупашкарти 39-мĕш шкулта тăван ен культурипе хула шайĕнче олимпиада иртрĕ. Олимпиадăна хулари 7-11-мĕш класс вĕренекенĕсем пуçтарăнчĕç. Пирĕн гимназире вĕренекен  Памиков Д. призер ятне тивĕçрĕ (вĕрентекенĕ Ванюшкина З. А.). 
Саламлатпăр! 

Раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарти 48-мĕш тата 54-мĕш шкулсенче чăваш чĕлхипе тата литературипе  хула шайĕнче олимпиада иртрĕ. Олимпиадăна хулари 7-11-мĕш класс вĕренекенĕсем пуçтарăнчĕç. Пирĕн гимназире вĕренекенсем çитĕнÿсемпе таврăнчĕç:
* Григорьева Аринăпа Андреева Виктория çĕнтерÿçĕсен ятне тивĕçрĕç (вĕрентекенĕсем Ванюшкина З. А., Иванова Л. А.).
* Егорова Наталья, Якимов Станислав (вĕрентекенĕ Вакку М. И.), Ванеев Леонид, Миронова Карина (вĕрентекенĕ Ванюшкина З. А.), Анисимова Елена (вĕрентекенĕ Иванова Л. А.) призерсен шутне кĕчĕç. Саламлатпăр! 

Республикăри шкулсем пĕтĕм Раççейре иртекен акцийе хутшăнчĕç. Кашни вĕренÿ учрежденийĕнче ятарлă информатика урокĕсем иртрĕç. Ачасене компьютер валли программăсем çырма вĕрентрĕç.
Ку вăййа ятарласа ăс-тăна аталантарма шутласа кăларнă. Шкул ачисем компьютер программисемпе ĕçлеме хăнăхаççĕ. Лев Батьков 1-мĕш гимназире вĕренкен кун пек вăйăсем çивĕчлĕхпе тавçăрулăха аталантарни çинчен калать.
– Йывăрлăхсем пур, – тет вăл, – çавах та вĕсене çĕнтерме пулать. Вăхăтра программăна тĕрĕслесе малалла куçмалла çеç.
– Ку хăйне евĕлĕ çĕнĕлĕх, – тет шкул директорĕн вӗренӳпе воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Татьяна Владимировна Кирий. – Ачасем  тренажера вăйă вырăнне хурса, кăсăкланса ĕçлеççĕ. Вĕсем кристалл çутатнине, хĕçпе корона тухнине кураççĕ, мул шыраççĕ. Вĕренекенсен вăйă азарчĕ çуралать.
Пирĕн çĕршывра ку акци виççĕмĕш хут иртет. Ытти çулпа танлаштарсан кăçалхи хăнăхтарусене урăхла йĕркеленĕ, кĕçĕн классем валли çăмăллатнă, аслисем валли вара кăткăслатнă. Шкул ачисем программăсем çырса та хăйсен вăйне тĕрĕслеме пултараççĕ.
– Ку акци чи малтан пĕтĕм тĕнчере аталанакан информаци технологийĕсене пурне те ăнланмалла тума, вĕренекенсене хамăр çĕршыври технологисене аталантармалли çинчен пĕлтерме кирлĕ, – тет Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăлла коммуникацисен министерствинче ĕçлекен Информаци технологийĕсен центрĕн пуçлăхĕ Михаил Анисимов. – Акци ачасене пулас профессие суйлама та пулăшать.
Акцие йĕркелекенсем каланă тăрăх: вăййа хутшăнакан шкул ачисен йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Кăçал унта Раççĕйĕпе пурĕ 10 миллиона яхăн вĕренекен хутшăнмалла. Компьютер валли программа хатĕрлекенсен тĕнчине пурте çитме пултараççĕ. Кун валли «часкода.рф» сайтра регистрациленмелле анчах.

image221270230

Шупашкарти 1-мĕш гимназире хула шайĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика семинарĕ иртрĕ. Семинар  «Класс тулашĕнчи ĕçсем ‒ ачасене чăваш халăх культурине юратма хăнăхтармалли мелсем» темăпа иртрĕ. Асăннă семинара  Шупашкарти чăваш чĕлхипе  литература вĕренекенĕсен  «21-мĕш ĕмĕр» ассоциаци пĕрлешĕвĕн «Вĕренÿри çĕнĕлĕхшĕн» пултарулăх лабараторийĕ (Ертÿçи Н.Г. Леонтьева) йӗркеленӗ.

Семинара Шупашкарти пĕтĕмĕшле пӗлӳ паракан 1-мӗш гимназин директорĕ Л.И. Аллабергенова уçрĕ. Çавăн пекех семинара килнĕ вĕрентекенсене саламласа 1-мĕш гимназири директорăн вӗренӳпе воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Л.А. Воробьева, мониторингпа  вĕренӳ аталанӑвĕн центрĕн методисчĕ 

Н.Ю. Гордеева тухса калаçрĕç.

Семинар программи питĕ кăсăклă та тулли пулчĕ. Вăл темиçе пайа пайланчĕ. Кашни пайра «Вĕренÿри çĕнĕлĕхшĕн» пултарулăх лабараторийĕнче тăрăшса ĕçлекенсем хăйсен шкулĕсенче хула шайĕнче ирттернĕ класс тулашĕнчи ĕçсемпе паллаштарчĕç:

1)      «4-мĕш гимназире  хула шайĕнче ирттернĕ класс тулашĕнчи мероприятисем», Егорова О. П., 4-мĕш гимназири вĕрентекен;

2)      «Чăваш чĕлхипе вырăс шкулĕсенче информаципе хутшăну технологийĕсемпе усă курса  класс тулашĕнчи ĕçсем ирттересси», Иванова Т.В., Данилова Е.Д., Куракова В.В., Семенова Г.Д., 49-мĕш шкулти вĕрентекенсем;

3)      «Ан  юлăр кун-çул уттинчен…», Трифонова В.А., Дегтярёва И.В., Михайлова Л.А., Федорова Т.Н., 54-мĕш шкулти вĕрентекенсем;

4)      «Компьютерпа усă курса ирттермелли вăйăсем», Ананьева З. Е., 2-мĕш гимназири вĕрентекен;

5)      «Тăван ен культурине, ăс-хакăлне ăша  хывма пулăшакан класс тулашĕнчи ĕçсем», Большова С.В., Ильина Т.В., Мокрова В.С., Кабуркина И.С., Трофимова И.Г., 55-мĕш шкулти вĕрентекенсем;

6)      «Чăваш пулнишĕн мухтанатпăр, чăваш чĕлхине юрататпăр!», Леонтьева Н.Г., Вакку М.И., Иванова Л.А., Ванюшкина З.А., Прохорова Н.В., Федорова Л. М., 2-мĕш гимназири вĕрентекенсем;

7)      «Проблемы сохранения и популяризации детского музыкального фольклора на современном этапе», Тяхмусова С. В., 43-мĕш шкулти вĕрентекен, «Чăваш юрри-кĕввин илемĕ» пултарулăх лаççин ертÿçи.

Çавăн пекех семинарăн кашни пайĕнче килнĕ хăнасем ачасен пултарулăхĕпе паллашрĕç:

-          1-мĕш гимназири 6-мĕш класс ачисем Лидия Сарине çырнă «Вăрманти уяв» юмаха лартса пачĕç;

-          8-мĕш класра вĕренекен Аня Порфирьева «Ĕмĕтлен» юрра шăрантарчĕ;

-          6-мĕш класра вĕренекен Вика Леонтьева «Атăл атте çĕршывĕ» сăвăпа паллаштарчĕ;

-          10-мĕш класра вĕренекен Настя Андреева «Мухтав юрри» юрласа савăнтарчĕ;

-          54-мĕш шкулта вĕренекен ачасем «Тÿнкки-тÿнкки» ташша ташларĕç.

Килнĕ хăнасем ачасене хавхалантарса тăвăллăн алă çупрĕç. Ачасен кашни пулталулăх номерне сумлă экспертсем хакларĕç: Раççей тата Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, режиссер 

Н.Т. Панина, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, режиссер В.Н. Григорьев, "Сарпике" халăх ансамблĕн балетмейстерĕ А.А. Лукина, «Асамат&Шевле» журналăн тĕп редакторĕ, çыравçă-журналист В.Д. Николаев, «Чăваш юрри-кĕввин илемĕ» пултарулăх лаççин ертÿçи С. В. Тяхмусова.

Вĕсем ачасен пултарулăхне анчах мар, семинара килнĕ вĕрентекенсем валли йĕркеленĕ «Хавал пулсан»интерактивлă конкурса та хакларĕç. Ку конкурсăн ĕçĕсемпе ыйтăвĕсене семинарăн кашни пайĕнче каласа пычĕç. Хулари тĕрлĕ шкулсенче ĕçлекен чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем тĕрлĕ ĕçсем пурнăçларĕç: сăвă йĕркисем хайларĕç, чăвашла кăткăс сăмахсене куçарчĕç, тупмалли юмахсен тупсăмне тупрĕç, чăваш чĕлхине вĕренме чĕнекен реклама шутласа тупрĕç, «семинар» сăмахпа акросăвă çырчĕç. Шкул ачисен вырăнĕнче те пулчĕç: юлташĕсене, вĕрентекенĕсене, ашшĕ-амăшне Çĕнĕ çул ячĕпе саламларĕç. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх 47-мĕш шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекен А. Г. Петрова çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ, 40-мĕш шкулта ĕçлекен Г. А. Гавриловăпа 10-мĕш шкулта ĕçлекен М. И. Архипова 2-мĕш вырăнсем йышăнчĕç, 7-мĕш шкулта ĕçлекен Т. И. Антонова 3-мĕш вырăна тивĕçлĕ пулчĕ. Çак вĕрентекенсене семинар вĕçĕнче дипломсемпе чыслани вара вĕсемшĕн пачах кĕтмен парне пулчĕ.

Семинара хутшăнакансем мероприяти ăнăçлă иртнине палăртрĕç. Вĕсем пурте кашни ĕçех питĕ хастар хутшăнчĕç, панă ыйтусене хавхаланса хуравларĕç, хăйсем те ыйтусем пачĕç, чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри проблемăллă лару-тăрăва сÿтсе яврĕç, пĕр-пĕрне кирлĕ сенÿсем пачĕç. Мониторингпа  вĕренӳ аталанӑвĕн центрĕн методисчĕ Н. Ю. Гордеева семинар усăллă иртнине палăртрĕ.

Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ. Паян пирĕн гимназире Чăваш патшалăх филармонийĕн «Çавал» фольклорпа эстрада ансамблĕ пулчĕ. Вăл куракансене чаплă та илемлĕ концертпа савăнтарчĕ. Ушкăн солисчĕсем чăваш, тутар, вырăс халăх юррисене илемлĕн шăрантарчĕç. Ансамблĕн ташăçисем те питĕ  килĕшÿллĕ ташларĕç. Ачасем те вĕрентекенсем те артистсене хавхалантарса тăвăллăн алă çупрĕç. Концерт вĕçленсен пĕтĕм зал ура çине тăрса «Таватапуç», - тесе виçĕ хут каларĕ.

Ансамбль пирĕн шкула килессе татах та чăтăмсăррăн кĕтетпĕр.

chuv 1122016