Чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕ. Ырă кăмăллă аннесем, ăшпиллĕ асаннесемпе кукамайсем, сире Аннесен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн тухакан çĕр çинчи чи ырă, ăшă, çепĕç сăмахсемпе саламлатпăр. Сăн-питĕрте яланах хĕвел шевли вылятăр, чунăрта савăк кăмăл хуçалантăр. Уйăх пек çутă кун-çул, çурхи хĕвел пек ырă кăмăл, чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, тапса тăракан çăлкуç пек иксĕлми телей сунатпăр мĕн пур кăмăлтан.

                 Савăнса кĕтсе илетпĕр

                   Аннесен уяв кунне,

                   Пирĕнтен илсемĕр тетпĕр

                   Парнине те саламне.

                   Вĕсене халь чыс тăватпăр,

                   Парнелетпĕр чечексем,

                   Ыр сунса сăмах калатпăр:

                   – Сывă пулччăр аннесем!

Чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕ. Паян пирĕн гимназири 5-6 классенче вĕренекенсен ушкăнĕ хула шайĕнче ирттернĕ «Маттур ачасем» квест-вăйăра хутшăнчĕ. Ку вăййа Шупашкарти чăваш чĕлхипе  литература вĕренекенĕсен  ассоциаци пĕрлешĕвĕн «Вĕренÿри çĕнĕлĕхшĕн» ушкăнĕ тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 4-мĕш гимназире ĕçлекен чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем йĕркеленĕ. Тĕрлĕ шкулсенче вĕренекенсем пĕр-пĕринпе тупăшса çăмăл мар, кăсăклă ĕçсем пурнăçланă. Квест-вăйă «Килти ĕç» пайран пуçланнă. Кунта шкулсем хăйсен ушкăнĕсемпе паллаштарнă: команда ятне, девизне каланă, кашни ача хăй мĕн ятлине, мĕнпе кăсăкланнине, мĕн юратнине пĕлтернĕ. Çавăн пекех командăсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Пĕрисем ташласа, теприсем юрласа, виççĕмĕшĕсем сăвă каласа панă. Пирĕн гимназире вĕренекен Саша Егоров хуткупăспа илемлĕ чăваш кĕвви каланă, Вика Леонтьева «Атăл атте çĕр-шывĕ» сăвăпа паллаштарнă. Çавăн пекех командăсем «Ваттисен сăмахĕсен, тупмалли юмахсен тĕнчи» станцире пулнă, «Пултаруллă ачасем» станцире чăвашла сăвăсем каланă, «Чăваш çăлтăрĕсем» станцире Чăваш Республикин паллă çыннисене, «Вăрманта çырлара...» станцире чăваш вăрманĕсенчи йывăç-курăксене, кайăксене, чĕр-чунсене аса илнĕ, «Пулăра» станцире «пулă тытса» тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланă, «Ман тăван хулам» станцире юратнă хула çинчен панă ыйтусем çине хуравланă.

Вăйă ачасене питĕ килĕшнĕ. Пирĕн гимназире вĕренекенсен ушкăнĕ 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Маттурсем!

Конкурса хутшăнакансем: Смирнова Оля, Иванова Юля, Иванов Рома, Егоров Саша тата Леонтьева Вика.

Чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕ. И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн Историпе филологи факультечĕнче "Тĕрлĕ культура условийĕнчи наци чĕлхисемпе литературисем" Раççей шайĕнчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Пирĕн гимназире ĕçлекен Любовь Михайловна Фёдоровăпа Наталия Васильевна Прохорова вĕрентекенсем те хăйсен ĕçĕсемпе "Тăван чĕлхепе литературăна ФГОС-а вăя кĕртнĕ тапхăрта вĕрентесси" ятлă секцинче ĕçлерĕç. Çак конференцие педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕн Валентина Ивановна Игнатьевăн  юбилейне халаланă.  Валентина Ивановна вырăс шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентмелли меслет кăтартăвĕсен авторĕ, шкул ачисем валли нумай вĕренÿ кĕнеки пичетлесе кăларать, çав вăхăтрах Чăваш патшалăх педагогика университечĕн Историпе филологи факультечĕнче "Чăваш чĕлхипе литература" уйрăмĕнче ăс пухакан студентсене вĕрентет. Валентина Ивановнăна эпир те, Шупашкарти 1-мĕш гимназире чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем, саламлатпăр. Ăна ырлăх-сывлăх, пархатарлă ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.

Тĕплĕрех