chuv 14042017

Ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 6-мĕш шкулта  «Çăлтăрчăк»  вăйă конкурсĕ хула шайĕнче иртрĕ.  Ку конкурса чăваш чĕлхипе тăван ен культурине чун-чĕререн юратса вĕренекен, ăслă та анлă тавра курăмлă, сăвă калама ăста, юрлама тата ташлама юратакан чи пултаруллă ачасем  хутшăнаççĕ.Вĕсем хушшинче пирĕн шкулти ачасем те пулчĕç, хăйсен çитĕнĕвĕпе пурне те савăнтарчĕç. 
«Çăлтăрчăк» вăйă конкурса хутшăнакансем пилĕк станци витĕр тухрĕç :

  • «Чĕлхе - халăх мулĕ» (чăваш чĕлхи вăрттăнлăхĕсем);
  • «Çут çанталăка сыхласа çын хăйне сыхлать» (Раççей Федерацийĕнче иртекен Экологи çулталăкне халалланă станци);
  • «Тăван кил ăшши - атте - анне ăшши» (Чăваш Республикинче иртекен Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă станци);
  • «Илемлĕх тĕнчи» (Чăваш литературин классикĕсен хайлавĕсене чăвашла вуласси);
  • «Пирĕн пултарулăх» (Ачасен юрлас-ташлас, сăвă хайлас пултарулăхне тĕрĕслени).

Конкурсра  6-мĕш класра вĕренекен Виктория Леонтьева (Вĕрентекенĕ: Леонтьева Н. Г.) призер ятне тивĕçрĕ.
Маттур! Малашне те пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр!

«Бичурин тата паянхи самана» музейпа «Паха тĕрĕ» фирма Чăваш наци конгресĕ пулăшса пынипе çулсерен иртекен регионсен хушшинчи «Асамлă тĕрĕ тĕнчи – 2017» конкурса ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче пĕтĕмлетрĕç. Кăçалхи çул Чаваш республикинче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнипе жюри пайташĕсем конкурсăн темине «арçын тата хĕрарăм çи пуçĕ» тесе йышăнчĕç. Конкурса йĕркелеме кăçал «Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ» обществăлла организаци те пулăшрĕ .
Пирĕн гимназире вĕренекенсем çак конкурсра çулсерен хутшăнаççĕ.
"Сăвă хайласси" номинацире:

  • Юлия Иванова 2-мĕш вырăн йышăннă (вĕрентекенĕ: Вакку М. И.);
  • Наталья Егорова  2-мĕш вырăн йышăннă (вĕрентекенĕ: Вакку М. И.).

"Ÿкерчĕк" номинацире:

  • Дарья Сурикова 2-мĕш вырăн йышăннă (вĕрентекенĕ: Ванюшкина З. А.).

Саламлатпăр! Малалла та çитĕнÿсем тума сунатпăр!

1234

Шупашкарти педагогика ĕçченĕсен "XXI-мĕш ĕмĕр" ассоциацийĕн "Вĕрентÿри çĕнĕ технологисем" ушкăнне кĕрекен  чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем пуш уйăхĕн вĕçĕнче професси конкурсне хутшăнчĕç. Конкурса йĕркелесе ертсе пырассине 54-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕсем хăйсем çине илчĕç.

 "Чĕлхе уççи ‒ сăмах тĕшши" конкурсра "вăй виçме"  хулари гимназисенче тата вăтам шкулсен че ĕçлекен 15 вĕрентекен кăмăл турĕ. Конкурс тăхăр тапхăртан пулчĕ. Кунта тĕрлĕ шкулсенче ĕçлекен чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем пĕр-пĕринпе тупăшса çăмăл мар, кăсăклă ĕçсем пурнăçларĕç: литературăпа чĕлхе ыйтăвĕсене, ваттисен сăмахĕсемпе тупмалли юмахсене, фразеологизмсемпе тĕрлĕ логикăна аталантаракан ыйтусене шĕкĕлчерĕç.  

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе чи пултаруллисене, маттуррисене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Вĕсен шутĕнче ‒ Елена Матвеевна Яндрова (41-мĕш шкул) çĕнтерÿçĕ,  Оксана Петровна Егорова (4-мĕш гимнази), Татьяна Валериановна Ильина (55-мĕш шкул), Зоя Ефимовна Ананьева (2-мĕш гимнази) призёрсем. Пирĕн гимназире ĕçлекен Лариса Алексеевна Иванова, Марина Ивановна Вакку тата Нина Геннадьевна Леонтьева призерсенчен 1-2 балл сахалрах пухса конкурс лауреачĕсем пулса тăчĕç.   

Хулари 3-мĕш лицейре нумай çул ĕçлекен А. В. Ласточкина педагог, жюри членĕ пулнă май,  ĕçтешĕсене чунтан саламларĕ. Ассоциацин "Верентÿри çĕнĕ технологисем" ушкăнне  кĕрекен  чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем хула шайĕнче  уйрăмах тăрăшса ĕçленине асăнса хăварчĕ.  "Ачасем, аслисем валли конкурссем тăтăшах ирттерни эсир яланах шыравра пулнине кăтартса парать", ‒ терĕ вăл.

Конкурс вĕçленсен "Вĕрентÿри çĕнĕ технологисем" лаборатори ертÿçи, пирĕн гимназире ĕçлекен Нина Геннадьевна Леонтьева, çитес вăхăтра тумалли ĕçсен планĕпе паллаштарчĕ.

Ака уйăхĕнче çулсерен пирĕн республикăра чăваш чĕлхи уйăхлăхĕ иртет. Ăна кашни шкултах тĕрлĕ енлĕ, пуян, интереслĕ ирттерме тăрăшаççĕ. Çак уйăхлăхпа тата "Чĕрĕ уроксем» проектпа килĕшÿллĕн 7 "Е" класра вĕренекенсем К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче пулчĕç. Унта экскурсовод ачасене Чăваш Республикин паллă çыравçисемпе сăвăçисем çинчен каласа пачĕ, музейри экспонатсемпе паллаштарчĕ. Вĕренекенсем чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен тимлĕ итлерĕç. Экскурсовод калаçса пĕтерсен ачасене виçĕ ушкăна пайланма сĕнчĕ. Ачасем "Хĕр ачасем", "Альфа-хĕвел", "Чăваш уписем" ятлă ушкăнсене пайланчĕç. Кашни ушкăн чăваш литературин тĕнчине çулçÿреве тухрĕ. Ачасем квест ыйтăвĕсене экскурсовод каласа панă информаципе усă курса тата кăтартнă экпонатсем патне таврăнса хуравларĕç. Ыйтусене хуравланă хыççăн ачасен Петĕр Хусанкай каланă "Эпир пулнă, пур, пулатпăр!" йĕркесем тупăнчĕç. Квестра "Хĕр ачасем" ушкăн çĕнтерчĕ. "Чăваш литературин тĕнчине çÿлçÿреве..." квест ачасене питĕ килĕшрĕ.

7e kest042017

6e 032017

Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче эпир, 6-мĕш «Е» класра вĕренекенĕсем, хамăрăн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕпе К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче пулса куртăмăр. Эксурсовод музейри экспоначĕсемпе паллаштарчĕ, чăвашсен паллă писатĕлĕсемпе поэчĕсем çинчен каласа пачĕ. Уйрăмах пире И.Я. Яковлев тата Чĕмпĕр чăваш шкулĕ çинчен каласа пани тыткăнларĕ. Кунта чăваш алфавитне, пĕрремĕш чăваш букварьне, чăвашла вуламалли пĕрремĕш кĕнекине, И.Яковлевпа И.Н. Ульянов пĕр-пĕрин патне çÿретнĕ çырусене курма пулать. Музейра пире питĕ килĕшрĕ.