1234

Шупашкарти педагогика ĕçченĕсен "XXI-мĕш ĕмĕр" ассоциацийĕн "Вĕрентÿри çĕнĕ технологисем" ушкăнне кĕрекен  чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем пуш уйăхĕн вĕçĕнче професси конкурсне хутшăнчĕç. Конкурса йĕркелесе ертсе пырассине 54-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕсем хăйсем çине илчĕç.

 "Чĕлхе уççи ‒ сăмах тĕшши" конкурсра "вăй виçме"  хулари гимназисенче тата вăтам шкулсен че ĕçлекен 15 вĕрентекен кăмăл турĕ. Конкурс тăхăр тапхăртан пулчĕ. Кунта тĕрлĕ шкулсенче ĕçлекен чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем пĕр-пĕринпе тупăшса çăмăл мар, кăсăклă ĕçсем пурнăçларĕç: литературăпа чĕлхе ыйтăвĕсене, ваттисен сăмахĕсемпе тупмалли юмахсене, фразеологизмсемпе тĕрлĕ логикăна аталантаракан ыйтусене шĕкĕлчерĕç.  

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе чи пултаруллисене, маттуррисене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Вĕсен шутĕнче ‒ Елена Матвеевна Яндрова (41-мĕш шкул) çĕнтерÿçĕ,  Оксана Петровна Егорова (4-мĕш гимнази), Татьяна Валериановна Ильина (55-мĕш шкул), Зоя Ефимовна Ананьева (2-мĕш гимнази) призёрсем. Пирĕн гимназире ĕçлекен Лариса Алексеевна Иванова, Марина Ивановна Вакку тата Нина Геннадьевна Леонтьева призерсенчен 1-2 балл сахалрах пухса конкурс лауреачĕсем пулса тăчĕç.   

Хулари 3-мĕш лицейре нумай çул ĕçлекен А. В. Ласточкина педагог, жюри членĕ пулнă май,  ĕçтешĕсене чунтан саламларĕ. Ассоциацин "Верентÿри çĕнĕ технологисем" ушкăнне  кĕрекен  чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем хула шайĕнче  уйрăмах тăрăшса ĕçленине асăнса хăварчĕ.  "Ачасем, аслисем валли конкурссем тăтăшах ирттерни эсир яланах шыравра пулнине кăтартса парать", ‒ терĕ вăл.

Конкурс вĕçленсен "Вĕрентÿри çĕнĕ технологисем" лаборатори ертÿçи, пирĕн гимназире ĕçлекен Нина Геннадьевна Леонтьева, çитес вăхăтра тумалли ĕçсен планĕпе паллаштарчĕ.