1904 etnofest

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарти 1-мĕш гимназире Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен туслăхне халалланă «Туслăхпа тăванлăх ‒ пирĕн пуянлăх» этнофестиваль-конкурс иртрĕ. Фестиваль И. Я. Яковлев çулталăкне халалласа хулари шкул ачисем хушшинче пулчĕ. Çак конкурсра вĕренекенсем пĕр-пĕрне тĕрлĕ халăх чĕлхипе, йăли-йĕркипе, культурипе паллаштарчĕç.

49-мĕш шкулта вĕренекен Аня Громова Украина çинчен каласа пачĕ, украин чĕлхипе юрă юрласа савăнтарчĕ, 41-мĕш шкулта вĕренекен Алсу Блинова тутар халăхĕпе паллаштарчĕ, тутар ташшипе тĕлĕнтерчĕ, 54-мĕш шкулта вĕренекен Кузнецова Диана Инди çĕршывĕ çинчен каласа пачĕ, çак халăхăн ташшине ташласа пачĕ, 1-мĕш гимназире  вĕренекен Мамиконян Степан Армени çинчен пĕлтерчĕ, эрмен чĕлхипе илемлĕ сăвă вуласа пачĕ. 55-мĕш шкулта вĕренекен Хикоят Каримова Таджикистан çинчен каласа кăтартрĕ таджик чĕлхипе сăвă вуласа тĕлĕнтерчĕ. Шупашкарти 1-мĕш шкулта вĕренекен Софья Сниткина вара пĕччен килмен, хăйпе пĕрле вĕренекен ачасемпе пĕрле вăл питĕ илемлĕ якут ташши ташласа пачĕ. Саха-Якути çинчен те вĕсемпе пĕрлех каласа кăтартрĕ. Конкурса ертсе пыракан Анита Павловăпа Виктория Леонтьева вырăс тата чăваш халăхĕсен уйрăмлăхĕсене танлаштарчĕç, юрри-ташшине кăтартрĕç.

Фестиваль-конкурса хутшăнакансем куракансене тĕрлĕ халăх тумтирĕпе паллаштарчĕç, наци апачĕпе хăналарĕç, ăна мĕнле пĕçермеллине ăнлантарчĕç. Туслăх çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç. Ыйтусем çине хуравласа харпăр хăй ăсĕпе тĕлĕнтерчĕç.

Фестиваль-конкурс пурне те килĕшрĕ. Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн членĕ, пресс-служба ертÿçи Зоя Аркадьевна Яковлева конкурса пĕтĕмлетсе çапла каларĕ: «Çакăн пек конкурссем ачасене халăхсен уйрăмлăхне пăхмасăр пĕр-пĕрне хисеплесе, ăнланса, килĕштерсе, туслă пурăнмаллине туйса илме май параççĕ». Чăваш эстрада артисчĕ Валентина Телей ачасене яланах туслă пулма, пĕр-пĕрне ăнланса пулăшма, хисеплеме сунчĕ. Шăпах вĕсем конкурса хутшăнакансене хаклакансем пулчĕç.

Фестиваль-конкурс пĕтĕмлетĕвĕ:

  • Шупашкарти 1-мĕш шкулта вĕренекен Сниткина Софья 1-мĕш вырăн йышăнчĕ;
  • Шупашкарти 1-мĕш гимназире вĕренекен Мамиконян Степан 2-мĕш вырăн йышăнчĕ;
  • Шупашкарти 49-мĕш шкулта вĕренекен Аня Громова 3-мĕш вырăн йышăнчĕ;
  • 54-мĕш шкулта вĕренекен Кузнецова Диана 3-мĕш вырăн йышăнчĕ.

1904 etnofest2

1904 etnofest3