Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 55-мĕш шкулта хула шайĕнчи «Шкул пики ‒ 2017» конкурс иртрĕ. Конкурса Шупашкарти педагогика ĕçченĕсен "XXI-мĕш ĕмĕр" ассоциацийĕн "Вĕрентÿри çĕнĕ технологисем" пултарулăх лабораторийĕ йĕркелерĕ.

20aprelyavmbou3Конкурс тĕллевĕсем те пĕлтерĕшлĕ: çитĕнекен ăрăва тăван культурăна, унăн йăли-йĕркине туйма, хаклама вĕрентесси, чăваш чĕлхипе литературинче çитĕнÿсем тăвакан çамрăксене палăртасси, вĕсен пултарулăхне аталантарма пулăшасси.

Ăмăртăва 5-7-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Малтанах вĕсем «Паллашар» пайра хăйсем çинчен каласа пачĕç. Ун хыççăн «Пирĕн пултарулăх», «Апачĕ тутлă пултăр», «Тавçăруллă пике», «Ĕçченпи», «Ӳнерпи», «Кǎмǎл-сипет» пайсенче тупăшрĕç.

Пикесем чылай конкурс, тĕрĕслев витĕр тухса хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн кăтартрĕç. Чăваш халăх юррине юрласа, ташшине ташласа, тăван халăх йăли-йĕркипе çыхăннă ыйтусене тĕрĕс те туллин хуравласа, ал-ĕç пурнăçласа та тупăшрĕç, Мăнкун çăмартисене тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа илемлетрĕç. Чăваш  апат-çимĕçне мĕнле хатĕрлемеллине каласа кăтартрĕç. Хĕр ачасем кăмăл-сипет ыйтăвĕсем çине те хуравларĕç. Пĕри тепринчен хастартарах та тăрăшуллăрах пулчĕ.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе пирĕн гимназире вĕренекен Вика Леонтьева 3-мĕш вырăна тухрĕ,  «Тавçăруллă пике номинацире çĕнтерчĕ. Маттур, саламлатпăр!