Чавашла

 

РАÇÇЕЙРИ ВОЛОНТЕР ÇУЛТАЛĂКНЕ ТАТА ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧИ ИВАН ЯКОВЛЕВ ÇУЛТАЛĂКНЕ ХАЛАЛЛАНĂ ЧĂВАШ ЧĔЛХИПЕ ЛИТЕРАТУРИ ВУНĂКУНЛĂХĔ

Раççейре 2018-мĕш çула волонтер çулталăкӗ, Чăваш Республикинче И. Я. Яковлев çÿлталăкĕ тесе палăртнă.Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 28-мĕшĕччен Шупашкарти 1-мĕш гимназире чăваш чĕлхи вунăкунлăхĕ иртрĕ.  Планпа килĕшÿллĕн  чăваш чĕлхи вунăкунлăхĕнче тĕрлĕ мероприятисем иртĕç. Гимназире вĕренекенсемпе вĕрентекенсем кашни ĕçе тĕплĕн хатĕрленчĕç.

Шкулти библиотекăра И.Я.Яковлева халалласа  выставка йĕркелерĕç. Выставкăра вĕренекенсем чăваш халăхĕн мухтавлă çыннин, И.Я.Яковлевăн пултаруллăхĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма пултарчĕç.

dek chuv2018 1

АКА УЙĂХĔН 19-МĔШĔ – ХАЛĂХСЕН ТУСЛĂХĔН КУНĔ

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарти 1-мĕш гимназире Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен туслăхне халалланă «Туслăхпа тăванлăх ‒ пирĕн пуянлăх» этнофестиваль-конкурс иртрĕ. Фестиваль И. Я. Яковлев çулталăкне халалласа хулари шкул ачисем хушшинче пулчĕ. Тӗрлӗ шкултан пуҫтарӑннӑ ачасем хайсен пултарулӑхӗпе, пӗлӗвӗпе ӑмӑртма сцена ҫине тухрӗҫ. Чӑваш, вырӑс, тутар, якут, инди, эрмен, таджик, украин тумӗпе тухнӑскерсем, презентацисемпе, наци апачӗсемпе, юрри-ташшипе, сӑввипе паллаштарчӗҫ. Уйрӑм станцири кӑсӑклӑ ыйтусене хуравласси те вӗсемшӗн йывӑрлӑх пулмарӗ.

Конкурсантсем чӑннипех те тӑрӑшса хатӗрленни палӑрчӗ. Чӑваш эстрадин юрӑҫи Валентина Телей, жюри йышӗнче пулнӑ май, ачасене хавхалантарса пычӗ. Вӑл шӑратнӑ «Уголок России» юрра пӗтӗм зал тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗ. 1-мӗш гимнази, 1, 41, 49, 55, 54-мӗш вӑтам шкулсен чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем мероприятие ҫӳллӗ шайра ирттерес тесе нумай вӑй хуни каламасӑрах паллӑ.

Чӑваш Наци Конгресӗн пресс службин ертӳҫи Зоя Аркадьевна Яковлева уява хутшӑннисене пурне те ӑшшӑн саламларӗ, тав турӗ, Хисеп хучӗсемпе чысларӗ. Малашне те иксӗлми хастарлӑх сунчӗ. Пирӗн вӑй туслӑхпа пӗрлӗхре пулнине палӑртрӗ.

Леонтьева Н. Г. - чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ

dek chuv2018 2

АКА УЙĂХĔН 20-МĔШĔ – ТЕАТР КУНĔ

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 5-6 классем хушшинче «Театр ‒ культура тĕкĕрĕ» станцисем тăрăх вăйă иртрĕ. «Шевле» (5-мĕш «Е» класс), «Актёр туссем» (5-мĕш «Г» класс), «Асамат кĕперĕ» (5-мĕш «Д» класс), «Нарспи» (5-мĕш «В» класс+6-мĕш «Ж» класс), «Маска» (5-мĕш «А» класс), «Туслăх» (5-мĕш «Б» класс), «Асамат БЭМС» (6-мĕш «Ж» класс) ушкăнсем хушшинче хĕрÿллĕ ăмăрту пулчĕ. Ушкăнсем 6 стаци витĕр тухрĕç: «Чăваш драма театрĕ» станцире ачасем Чӑваш академи драма театрӗн актриси Вера Кузьмина çинчен ыйтусем çине хуравларĕç, «Вырăс драма театрĕ» станцинче вĕсем Корней Чуковский çырнă «Айболит» сăвва илемлĕ вуласа пачĕç, «Оперăпа балет театрĕ» станцинче ушкăнсем чăвашла тата вырăсла юрлама пĕлнине кăтартрĕç. «Сатирăпа кулăш театрĕ» станцинче сатирăпа кулăш артисчĕсем пулчĕç, кулăшла рольсене выляса кăтартрĕç. «Çамрăксен театрĕ» станцире «Сармантейĕн сар чăххи» юмаха лартрĕç. «Пуканесен театрĕ» станцире театр репертуарне чухларĕç. Вăйă пурне те килĕшрĕ. «Нарспи» ушкăн 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, «Асамат кĕперĕ» тата «Актёр туссем» ушкăнсем 2-мĕш вырăн йышăнчĕç. «Асамат БЭМС» тата «Шевле» ушкăнсем 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. Маттурсем! Саламлатпăр!

Вакку М. И. - чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ

 dek chuv2018 3

АКА УЙĂХĔН 23-МĔШĔ – ЮРĂ-ТАШĂ КУНĔ

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче гимназие юратнă чăваш эстрада юрăçисем: Алексей Московский тата Типшĕм Сашук чăваш эстрада юрăçисем «Çурхи салам» концертпа килчĕç. Концерт питĕ чаплă иртрĕ. Ачасем те вĕрентекенсем те артистсене хавхалантарса тăвăллăн алă çупрĕç. Вĕсемпе пĕрле юрларĕç, ташларĕç. Концерт вĕçленсен асăнмалăх сăнÿкерчĕк тума та манмарĕç.

Вакку М. И. - чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ

dek chuv2018 4

АКА УЙĂХĔН 24-МĔШĔ – ПОЭЗИ КУНĔ

Гимназире «Вăрçă ахрăмĕ çĕнтерÿ сасси» ятлă сăвă вулакансен тата çамрăк сăвăçсен конкурсĕсем иртрĕç. Конкурссенче 5-10 класс ачисем хутшăнчĕç.

 Сăвă вулакансен пĕтĕмлетĕвĕ çапла пулчĕ.

«Чăвашла сăвă вуласси» номинаци:

1 вырăн  - Милютин Максим - 8 «Е» класс (Вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);

2 вырăн - Германова Злата - 8 «А» класс (Вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.);

3 вырăн - Якимова Екатерина - 5 «А» класс (Вĕрентекенĕ Вакку М.И.).

«Вырăсла сăвă вуласси» номинаци:

1 вырăн  - Каринкина София, Анисимова Мария - 5 «Е» класс (Вĕрентекенĕ Иванова Л.А.);

2 вырăн - Ливанова Мария - 5 «В» класс (Вĕрентекенĕ Вакку М.И.);

3 вырăн - Макарова Дарья, Мороз Юлия - 7 «Е» класс (Вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.).

Ванюшкина З.А. - чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ

Çак кунах Чăваш Республикинче тата унăн тулашĕнче «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2018» акци иртрӗ. Пирĕн гимназире ĕçлекен чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем ҁак акцие хастар хутшӑнчӗҁ. Вӗсем хӑйсен пӗлӗвне, чӑвашла йӑнӑшсӑр ҁырассине, чарӑну паллисене тĕрĕс лартассине тӗрӗслерӗç.

dek chuv2018 5

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче гимназире И.Я.Яковлев хайлавĕсем тǎрăх хатĕрленĕ ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Чăваш чĕлхи вунăкунлăхĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем уроксенче, класс тулашĕнчи  сехетсенче аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев çинчен тĕплĕнрех чарăнса тăчĕç. Гимназире вĕренекенсем аслă вĕрентекенĕмĕр çырнă юмахсемпе паллашрĕç, унти сӑнарсене  ÿкерчĕҫ. Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче çак ÿкерчĕксен конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Конкурса 50 ытла ĕç тăратнă. Ытларах ачасем «Автан», «Лаша шырани», «Чакак», «Тилӗпе тӑрна», «Уçăлма тухнă шăши» калавсем тăрăх ÿкерчĕксем тунă. Пĕтĕмлетÿ тума гимназире нумай çул ĕçлекен ИЗО тата черчении вĕрентекенĕ Анатолий Николаевич Головинский пулăшрĕ.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ:

5 классем хушшинче:

1-мĕш вырăн:  

1) Васильева Я., 5 «Д» класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.); 

2) Беляева Е., 5 «Г» класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.);                 

3) Забродина Д., 5 «Г» класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.);                 

4) Никифорова В., 5 «А» класс (вĕрентекенĕ  Вакку М.И.).  
2-мĕш вырăн:  

1) Семенова И., 5 «Г» класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.);                  

2) Уваров К., 5 «А» класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.).
3-мĕш вырăн:    

1) Басыров С., 5 «Г» класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.);                  

2) Хамбикова А., 5 «Г» класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.);                   

3) Иванов А., 5 «Д» класс (вĕрентекенĕ Ванюшкина З.А.);                

4) Сидоров Н., 5 «Г» класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.);                  

5) Титарчук А. , 5 «Е» класс (вĕрентекенĕ Иванова Л.А.).

6 классем хушшинче:

1-мĕш вырăн: Орлова К., 6 «В» класс (вĕрентекенĕ Ванюшкина З.А.); 
2 -мĕш вырăн: Манянина Ю., 6 «Е» класс (вĕрентекенĕ Вакку М.И.).                          

7 классем хушшинче: 
1-мĕш вырăн: Маркелова Я., 7 «В» класс (вĕрентекенĕ Федорова Л.М.);
2-мĕш вырăн: Геращенко К., 7 «В» класс (вĕрентекенĕ Федорова Л.М.);
3-мĕш вырăн: Степанова С., 7 «Ж» класс (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.).                                  

9 классем хушшинче:
1-мĕш вырăн: Малышева С., 9 «Д» класс (вĕрентекенĕ Вакку М.И.);
2-мĕш вырăн: Сурикова Д., 9 «В» класс (вĕрентекенĕ Ванюшкина З.А.).

Иванова Л.А. - чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ

dek chuv2018 6

Регионсен хушшинчи ача-пӑча пултарулӑхĕн «Асамлă тĕрĕ тĕнчи - 2018» конкурсра çĕнтернисен чыславĕ Шупашкарти Наци библиотекинче иртрĕ. Тăххăрмĕш çул ăна «Паха тĕрĕ» фирма тата «Бичурин тата паянхи самана» музей йĕркелесе пыраççĕ. Вĕсене çак пархатарлă ĕçре пулăшса пыракансем – Чăваш наци конгресĕ тата «Чăваш Енри хĕрарăмсен» пĕрлешĕвĕ. Юлашки çулсенче Чӑваш наци конгресĕ пулӑшнипе ку конкурса Чӑваш Республикин нумай районĕсенчен кăна мар, Раççей регионĕсенчи чăваш ачисем те хутшăнаççĕ. Конкурс çĕнтерÿçисене Хисеп Хучĕсемпе, дипломсемпе чысларĕç. Регионсем хушшинче ирттернĕ «Асамлă тĕрĕ тĕнчи – 2018" конкурсра çĕнтернисен чыславĕнче пирĕн гимназире вĕренекен Волков Никитăпа (1-мĕш вырăн) Сидорова Екатерина (3-мĕш вырăн) хăйсен вĕрентекенĕпе Вакку Марина Ивановнăпа хутшăнчĕç. Тĕплĕрех: http://tavanen.ru/завтра-выставка-фабрики-паха-тере-о/

Леонтьева Н. Г. - чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ

dek chuv2018 7

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче гимназире чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче вĕрентекенсем «Пуринчен малтан эпě сире чěнсе калатăп…» историпе краеведени сехечĕсем  ирттерчĕç. Ку сехете вĕсем чăваш халăхне çутта кăларнă Аслă Вĕрентекенĕмĕре, Иван Яковлевич Яковлева халалларĕç. Ачасене унăн пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕç. Çавăн пекех Вĕрентекенĕмĕрĕн Чăваш халăхне панă халалĕпе паллаштарчĕç.

И. Я. Яковлев халалĕ – ÿсекен ăрăва каланă пехил. Пехил вăл – чăваш çынни хăй вилес умĕн пурлăхне, еткерлĕхне тăванĕсене халалласа хăварни, ытлăх-çитлĕх пурăнма, тĕрĕс-тĕкел ĕмĕтленме, сывлăхлă пулма пиллени. Анчах та И. Я. Яковлев хăйĕн ывăл-хĕрне мар, пĕтĕм чăваш халăхне халал парса хăварнă. Халăхпа халăх, çынпа çын тан пулмалла, вĕсен пĕр-пĕринпе хирĕçмесĕр пурăнмалла, пĕри теприн умĕнче хăйне асла е мĕскĕне хумалла мар, мĕншĕн тесен вĕсем пурте çынсем. Çавăнпа та çынсен пурин те сăпайлă пулмалла тата пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнмалла. Çак шухăшсене эпир Яковлев чăваш халăхне панă халалĕнче куратпăр. Чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлевăн  халалĕнчи шухӑшсем кашни ача чунне, чĕрине пырса тивессе шанас килет.

Паян Шупашкарта Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш чĕлхи кунĕ тата тăванхалăха ҫутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнăранпа 170 ҫул ҫитнĕ ятпа торжествăлла мероприяти иртнĕ. Уява чылай хăна пуҫтарăннă.

Мероприятинче ҫакăн пекех Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Николай Угаслов, Чăваш Республикинчи халăхсен Ассамблейĕн Председателĕ Лев Кураков пулнă.

Леонтьева Н. Г. - чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ

 dek chuv2018 8

АКА УЙĂХĔН 26-МĔШĔ – НАУКА КУНĔ

Чӑваш чӗлхи урокĕсенче ачасем тĕрлĕ проектсем тăваççĕ. Çакăн пек проект ĕçĕсене усă курса гимназире вӗренекенсем хушшинче «2018-мĕш çулхи юбилярсем» стена хаҫачӗсен конкурсӗ иртрӗ. Ку мероприятие И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул, Чӗмпӗрти чӑваш шкул уҫни 150 ҫул, чӑвашсен паллӑ поэчӗ Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академии драма театрӗ никӗсленнӗренпе 100 ҫул, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх Ҫамрӑксен театрӗ никӗсленнӗренпе 85 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ачасем кӑсӑкланса та хавхаланса ӗҫлерӗҫ. Хӑйӗн ӗҫҫсенче конкурс темине анлӑ уҫса пама тӑрӑшрӗҫ.

Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ:

1-мĕш вырӑн: 1) «Пӗрремӗш шкул», Петрова Д., Кожанова С., 7 «Г» класс (вĕрентекенĕ Иванова Л.А.); 2) «Вера Кузьмина», 8 «В» класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.); 3) «Митта Ваçлейĕ», 8 «Б» класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.).

2-мĕш вырӑн: 1) Иван Яковлев - чăваш просветителĕ», 8 «А» класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.); 2) «Театр актёрӗсем», 6 «Д» класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.).

3-мĕш вырăн: 1) «Ҫамрӑксен театрӗ», 6 «Д» класс, (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.); 2) «И.Я.Яковлев ӗҫӗ-хӗлӗ», Киреева М., Табакова Э., Кашаева С., 7 «Г» класс (вĕрентекенĕ Иванова Л.А.); 3) «Яковлев ӑрӑвӗ», Ракипова К., Крылова Т., 6 «В» класс (вĕрентекенĕ Ванюшкина З.А.).

Прохорова Н.В. - чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче пирĕн гимназире вĕренекенсем регионсем хушшинче иртнĕ «Акпарс вулавĕсем» ачасен тĕпчев ĕçĕсен конференцийĕнче хутшăннă. Ку конференцие Мари Эл Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви хушнипе йĕркеленĕ. Козьмодемьянск, Йошкар-Ола, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен, Мари Эл тата Чăваш Республикисен районĕсенчен килнĕ ачасем хăйсен тĕпчев тата творчество ĕçĕсемпе паллаштарнă. Пирĕн гимназире 6-мĕш класра вĕренекен Львова Софья хăйĕн тĕпчев ĕçĕпе 1-мĕш вырăн йышăннă (вĕрентекенĕ Вакку М. И.). Саламлатпăр! Малалла та çитĕнÿсем тума сунатпăр!

Леонтьева Н. Г. - чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ

dek chuv2018 9

АКА УЙĂХĔН 27-МĔШĔ ‒ ЛИТЕРАТУРА КУНĔ

 Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче çамрăк сăвăçсен конкурсĕ иртрĕ. Ачасем сăвă хайласа ăмăртрĕç. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ:

6-мĕш классем хушшинче:

1 вырăн  Кириллова Ева - 6 «Б» класс (Вĕрентекенĕ Федорова Л.М.);

2 вырăн - Рогулев Денис - 6 «В» класс (Вĕрентекенĕ Ванюшкина З.А.);

3 вырăн - Григорьева Мария - 6 «Ж» класс (Вĕрентекенĕ Вакку М.И.).

7-мĕш классем хушшинче:

1 вырăн  Госькова Ульяна - 7 «Г» класс (Вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);

2 вырăн - Кулькова Александра - 7 «В» класс (Вĕрентекенĕ Федорова Л.М.);

8-мĕш классем хушшинче:

1 вырăн - Фирсова Варвара, Долинская Анастасия - 8 «Г» класс (Вĕрентекенĕ Федорова Л.М.);

2 вырăн - Федорова Юлия - 8 «Г» класс (Вĕрентекенĕ Федорова Л.М.).

10-мĕш классем хушшинче:

1 вырăн - Козлова Софья - 10 «Б» класс (Вĕрентекенĕ Ванюшкина З.А.).

Федорова Л.М. - чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ

dek chuv2018 10

АКА УЙĂХĔН 28-МĔШĔ ‒ ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН

ПАТШАЛĂХ СИМВОЛĔСЕН КУНĔ

Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче гимнази вĕрентекенĕсем уроксенче тата класс сехечĕсенче ачасемпе «Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен пĕлтерĕшĕ» темăпа  калаçу йĕркелерĕç. Çавăн пекех çак кун «Чăваш Республикин гербĕ, гимнĕ тата ялавĕ» истори урокĕсем иртрĕç.

Тĕнчери кашни çĕршывăн хăйĕн гербĕ, ялавĕ, гимнĕ. Патшалăх символĕсем пирки Раççей Конституцийĕнче те каланă. Вĕсене паллă тумалли куна палăртнă. 1992 çулта ЧР Аслă Канашĕн культура ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕ конкурс йĕркелесе унта сĕннĕ вун-вун вариантран Э.Юрьевăн ĕçĕсене ‒ ялавпа герба ‒ тата И.Тукташ сăввипе Г.Лебедев кĕвĕленĕ «Тăван çĕршыв» юрра суйласа илсе патшалăх символĕсем туса хунă. 1997 çулта вĕсене саккунпах çирĕплетнĕ.

Республика гербĕн, гимнĕн, ялавĕн хăйĕн пĕлтерĕшĕ. Вĕсем чăваш халăх историйĕн, несĕлĕсен йăли-йĕркин, малашлăха ăнтăлакан çутă ĕмĕтсен палли. Чăваш Енĕн ялавĕ, гербĕ, гимнĕ - пĕр тăрăхра пурăнакан çынсене пĕтĕçтерекен символсем. Вĕсенче ĕмĕрсене çыхăнтарса тăракан чăваш наци колоричĕ туллин палăрать. Чăваш Республикин ялавĕ тесен кашнин умĕнчех çутă сарăпа йĕпкĕн хĕрлĕ тĕслĕ вĕлтĕртетекен пысăках мар "тăваткал" сăнарланать. Çак тĕссене суйласа илни ахальтен мар. Сарă хĕвел, çĕр çинчи пур чĕрĕ чуна та, ÿсен-тăрана та пурнăç парнелекен тĕс. Геральдика тĕлĕшĕнчен тишкерсен вăл пуянлăха, тĕрĕслĕхе, ĕненĕве, вăй-хала пĕлтерет. Йĕпкĕн хĕрлĕ тĕс ‒ чăваш халăх эрешĕнче чи анлă сарăлнă тĕссенчен пĕри, вăй-хăвата, хастарлăха сăнарлать. Ялаври сарă пай хĕвел айĕнчи анлăша, йĕпкĕн хĕрли вара чăваш çĕрне ăнлантарать. Варринче авалхи чăвашсен эмблемисенчен, «Пурнăç йывăççинчен» тата «Виçĕ хĕвелтен» тăракан композици вырнаçнă. Унти 8 кĕтеслĕ çăлтăр хитрелĕхе пĕлтерет.

Леонтьева Н. Г. - чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ

1904 etnofest

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарти 1-мĕш гимназире Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен туслăхне халалланă «Туслăхпа тăванлăх ‒ пирĕн пуянлăх» этнофестиваль-конкурс иртрĕ. Фестиваль И. Я. Яковлев çулталăкне халалласа хулари шкул ачисем хушшинче пулчĕ. Çак конкурсра вĕренекенсем пĕр-пĕрне тĕрлĕ халăх чĕлхипе, йăли-йĕркипе, культурипе паллаштарчĕç.

49-мĕш шкулта вĕренекен Аня Громова Украина çинчен каласа пачĕ, украин чĕлхипе юрă юрласа савăнтарчĕ, 41-мĕш шкулта вĕренекен Алсу Блинова тутар халăхĕпе паллаштарчĕ, тутар ташшипе тĕлĕнтерчĕ, 54-мĕш шкулта вĕренекен Кузнецова Диана Инди çĕршывĕ çинчен каласа пачĕ, çак халăхăн ташшине ташласа пачĕ, 1-мĕш гимназире  вĕренекен Мамиконян Степан Армени çинчен пĕлтерчĕ, эрмен чĕлхипе илемлĕ сăвă вуласа пачĕ. 55-мĕш шкулта вĕренекен Хикоят Каримова Таджикистан çинчен каласа кăтартрĕ таджик чĕлхипе сăвă вуласа тĕлĕнтерчĕ. Шупашкарти 1-мĕш шкулта вĕренекен Софья Сниткина вара пĕччен килмен, хăйпе пĕрле вĕренекен ачасемпе пĕрле вăл питĕ илемлĕ якут ташши ташласа пачĕ. Саха-Якути çинчен те вĕсемпе пĕрлех каласа кăтартрĕ. Конкурса ертсе пыракан Анита Павловăпа Виктория Леонтьева вырăс тата чăваш халăхĕсен уйрăмлăхĕсене танлаштарчĕç, юрри-ташшине кăтартрĕç.

Фестиваль-конкурса хутшăнакансем куракансене тĕрлĕ халăх тумтирĕпе паллаштарчĕç, наци апачĕпе хăналарĕç, ăна мĕнле пĕçермеллине ăнлантарчĕç. Туслăх çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç. Ыйтусем çине хуравласа харпăр хăй ăсĕпе тĕлĕнтерчĕç.

Фестиваль-конкурс пурне те килĕшрĕ. Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн членĕ, пресс-служба ертÿçи Зоя Аркадьевна Яковлева конкурса пĕтĕмлетсе çапла каларĕ: «Çакăн пек конкурссем ачасене халăхсен уйрăмлăхне пăхмасăр пĕр-пĕрне хисеплесе, ăнланса, килĕштерсе, туслă пурăнмаллине туйса илме май параççĕ». Чăваш эстрада артисчĕ Валентина Телей ачасене яланах туслă пулма, пĕр-пĕрне ăнланса пулăшма, хисеплеме сунчĕ. Шăпах вĕсем конкурса хутшăнакансене хаклакансем пулчĕç.

Фестиваль-конкурс пĕтĕмлетĕвĕ:

  • Шупашкарти 1-мĕш шкулта вĕренекен Сниткина Софья 1-мĕш вырăн йышăнчĕ;
  • Шупашкарти 1-мĕш гимназире вĕренекен Мамиконян Степан 2-мĕш вырăн йышăнчĕ;
  • Шупашкарти 49-мĕш шкулта вĕренекен Аня Громова 3-мĕш вырăн йышăнчĕ;
  • 54-мĕш шкулта вĕренекен Кузнецова Диана 3-мĕш вырăн йышăнчĕ.

1904 etnofest2

1904 etnofest3

РАÇÇЕЙРИ ЭКОЛОГИ ÇУЛТАЛĂКНЕ ТАТА ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧИ АШШĔПЕ АМĂШĔН ÇУЛТАЛĂКНЕ ХАЛАЛЛАНĂ «ЧЕЧЕКЛЕНТĔР ЧĂВАШ ЕНĔМ, СЫВĂ ПУЛ, АТТЕ-АННЕ!» ЧĂВАШ ЧĔЛХИПЕ ЛИТЕРАТУРИ ЭРНИ

nedel chuv1 

Чăваш чĕлхине вĕрентес, аталантарас тата сыхласа хăварас тесе, çитĕнекен ăрăва чăваш йăли-йĕркисемпе, культурипе паллаштарас тесе пирĕн гимназире нумай ĕç туса ирттереççĕ. 2017-мĕш çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 29-мĕшĕччен Раççейри Экологи çулталăкне тата Чăваш Республикинче иртекен Ашшĕпе Амăшĕн çулталăкне халалланă «Чечеклентĕр Чăваш Енĕм, сывă пул, атте-анне!» ятлă чăваш чĕлхипе литератури эрни иртрĕ. Чăваш Республикин патшалăх символĕсене йышăннăранпа 25 çул çитнине халалланă мероприятисем те чылай иртрĕç ку эрнере.

Гимназире вĕренекенсемпе вĕрентекенсем кашни ĕçе тĕплĕн хатĕрленчĕç.

Мĕнрен пуçланчĕ-ха эрне?

АКА УЙĂХĔН 24-МĔШĔ – ЧĂВАШ ЮРРИ КУНĔ

ЧĂВАШ ЭСТРАДА ЮРĂÇИСЕН «ЧĂВАШ ЮРРИ – ЧУН УÇÇИ» КОНЦЕРЧĔ

Çак куна ачасем те аслисем те чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Мĕнле-ха кĕтмĕн? Паян гимназие юратнă чăваш эстрада юрăçисем: Алексей Московский, Григорий Вакку тата Кристина Софронова концертпа килмелле-çке. Концерт питĕ чаплă иртрĕ. Ачасем те вĕрентекенсем те артистсене хавхалантарса тăвăллăн алă çупрĕç. Вĕсемпе пĕрле юрларĕç, ташларĕç. Концерт вĕçленсен асăнмалăх сăнÿкерчĕк тума та манмарĕç.

nedel chuv2

«ПĔТĔМ ЧĂВАШ ДИКТАНЧĔ – 2017» АКЦИ

Çак кунах Чăваш Республикинче тата унăн тулашĕнче «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2017» акци пулса иртрӗ. Пирĕн гимназире ĕçлекен чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем ҁак акцие хастар хутшӑнчӗҁ. Вӗсем хӑйсен пӗлӗвне, чӑвашла йӑнӑшсӑр ҁырассине, чарӑну паллисене лартассине тӗрӗслерӗҁ.

АКА УЙĂХĔН 25-МĔШĔ – ЧĂВАШ ЧĔЛХИ КУНĔ

«ПУРИНЧЕН МАЛТАН ЭПĚ СИРЕ ЧĚНСЕ КАЛАТĂП…» ИСТОРИПЕ КРАЕВЕДЕНИИ СЕХЕЧĔ

Чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче вĕрентекенсем «Пуринчен малтан эпě сире чěнсе калатăп…» историпе краеведени сехечĕсем  ирттерчĕç. Ку сехете вĕсем чăваш халăхне çутта кăларнă Аслă Вĕрентекенĕмĕре, Иван Яковлевич Яковлева халалларĕç. Ачасене унăн пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕçинчен каласа пачĕç. Çавăн пекех Вĕрентекенĕмĕрĕн Чăваш халăхне панă халалĕпе паллаштарчĕç.

И. Я. Яковлев халалĕ – ÿсекен ăрăва каланă пехил. Пехил вăл – чăваш çынни хăй вилес умĕн пурлăхне, еткерлĕхне тăванĕсене халалласа хăварни, ытлăх-çитлĕх пурăнма, тĕрĕс-тĕкел ĕмĕтленме, сывлăхлă пулма пиллени. Анчах та И. Я. Яковлев хăйĕн ывăл-хĕрне мар, пĕтĕм чăваш халăхне халал парса хăварнă. Халăхпа халăх, çынпа çын тан пулмалла, вĕсен пĕр-пĕринпе хирĕçмесĕр пурăнмалла, пĕри теприн умĕнче хăйне асла е мĕскĕне хумалла мар, мĕншĕн тесен вĕсем пурте çынсем. Çавăнпа та çынсен пурин те сăпайлă пулмалла тата пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнмалла. Çак шухăшсене эпир Яковлев чăваш халăхне панă халалĕнче куратпăр.

 «МАНĂН ТĂВАН ÇĔРШЫВ – ЧĂВАШ ЕН» ВĂЙĂ

8-мĕш классенче вĕренекенсем  «Манăн Тăван çĕршыв – Чăваш Ен» вăйăра хутшăнчĕç. Вăййа Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Республикин патшалăх символĕсене йышăннăранпа 25 çул çитнине халалланă. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе 8-мĕш В класс ачисем 1-мĕш вырăна тухрĕç, 8-мĕш А класс 2-мĕш вырăн йышăнчĕ, 8-мĕш Б класс ушкăнĕ 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Маттурсем! Саламлатпăр!

К. В. ИВАНОВ ЯЧĔЛЛĔ МУЗЕЙ ИРТТЕРНĔ «ТУРККĂ ЧĔЛХИН ТĔНЧИНЕ ÇŸЛÇŸРЕВЕ» ЗАНЯТИ

Паян 6-7-мĕш классенче вĕренекенсемпе К. В. Иванов ячĕллĕ музейран килнĕ Дарья Константиновна Липатова экскурсовод турккă чĕлхин тĕнчине çулçÿреве тухрĕ. Чи малтан вăл хальхи вăхăтра турккă чĕлхипе 75 миллион çына яхăн калаçни çинчен пĕлтерчĕ. Ку чĕлхе тĕнчере чи анлă сарăлнă чĕлхесен шутне кĕрет иккен. Чăваш чĕлхи пекех турккă чĕлхи тĕрĕк чĕлхе ушкăнне кĕнипе вĕсем çывăх. Сăмахсен нумайăшĕ пĕр тымарлă. Ӗлĕк тĕрĕк чĕлхи мĕнле пулни пирки тĕпчевçĕсем паян кун та тавлашаççĕ. Апла пулин те хăш-пĕрисем чăваш чĕлхи ĕлĕк тĕрĕк чĕлхине чи çывăх иккенне пĕлтереççĕ.

Вĕренекенсем турккă чĕлхин алфавитне тишкерчĕç, унпа усă курса турккăлла вулама хăнăхрĕç. Турккă чĕлхин алфавитĕнче 29 саспалли иккен, чĕлхен 74 диалект пур.

Экскурсовод ачасене турккăсен культурипе, халăх тумĕпе, апат-çимĕçĕпе те паллаштарчĕ.

Вĕренекенсем турккăлла пĕр-пĕрне саламлама, сывпуллашма вĕренчĕç. Заняти вĕçленсен Дарья Константиновнăна кăсăклă информацишĕн тав турĕç.

nedel chuv3

 

ŸКЕРЧĔКСЕН ТАТА АЛĂПА ТУНĂ ЯПАЛАСЕН  «ИЛЕМЛĔ ЧĂВАШ ТĔНЧИ»

КОНКУРСĔН ПĔТĔМЛЕТĔВĔ

Раççейри Экологи çулталăкне, Чăваш Республикинче иртекен Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Чăваш Республикин патшалăх символĕсене йышăннăранпа 25 çул çитнине халалланă ÿкерчĕксен тата алăпа тунă япаласен  «Илемлĕ чăваш тĕнчи» конкурсне пĕтĕмлетрĕç.

«Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ» номинаци ÿкерчĕкĕсем

1 вырăн  

Сурикова  Дарья - 8В класс (вĕрентекенĕ Ванюшкина З.А.);

Малышева  Софья - 8Д класс (вĕрентекенĕ Вакку М.И.).

                  

2 вырăн     

Толстова Ариана - 5Г класс (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);

Федорова Анастасия - 9Б класс (вĕрентекенĕ Ванюшкина З.А.).

                   

3 вырăн   

Степанова Софья - 6Ж класс (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);

Гоголина Александра - 7Е  класс (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.).

Конкурс лауреачĕсем:

Харитонов Дмитрий - 6Е класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.);

Кавказова Диана - 6Д класс (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);

Манянина Юлия - 5Е класс (вĕрентекенĕ Вакку М.И.).

nedel chuv4

«Раççейри Экологи çулталăкĕ» номинаци ÿкерчĕкĕсем

1 вырăн 

Адюкова Мария - 6Г класс  (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);        

Кочеткова Евгения - 6А класс  (вĕрентекенĕ Иванова Л.А.);                 

Беспалова Екатерина - 6А класс (вĕрентекенĕ Иванова Л.А.);                 

Егорова Екатерина - 6Е класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.).

2 вырăн  

Трофимова Татьяна - 6Г класс (вĕрентекенĕ Иванова Л.А.);                 

Спиридонова Екатерина - 5Ж (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.).

    

3 вырăн   

Сидорова Екатерина - 5Ж класс (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);                 

Димитриева Екатерина - 7Е класс (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);                

Ефремова Елизавета - 6Е класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.);                 

Малова Юлия - 5В класс (вĕрентекенĕ Иванова Л.А.);                 

Колсанов Ярослав - 6А класс (вĕрентекенĕ Иванова Л.А.);                 

Чернова Екатерина - 5В класс (вĕрентекенĕ Иванова Л.А.).

Конкурс лауреачĕсем:

Таранова Екатерина - 6Ж класс (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);

Васильева Софья -  6А класс (вĕрентекенĕ Иванова Л.А.).

nedel chuv5

«Чăваш Республикин символĕсем» номинаци ÿкерчĕкĕсем

1 вырăн   

Сурикова Дарья - 8В класс (вĕрентекенĕ Ванюшкина З.А.).

2 вырăн   

Федорова Софья - 7Б класс (вĕрентекенĕ Вакку М.И.).

3 вырăн   

Янушкина Елена - 5Ж класс (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);                

Александрин Евгений - 6Д класс (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.).

nedel chuv6

Алăпа тунă япаласем номинацири çĕнтерÿçĕсем:

  • Кавказова Диана - 6Д класс, «Хĕвеллĕ Урхамах», çемçе тетте (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);
  • Поверная  Анна - 5Ж класс, «Чăваш ялавĕ», магнит сувенирĕ  (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);
  • Васильева Ирина - 6Д класс, «Хĕвел ачисем»,  пусмаран тунă пуканесем (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);
  • Полякова Анастасия - 8Д класс, «Асанне»,  пукане (вĕрентекенĕ Вакку М.И.);
  • Скороходов Кирилл - 7Г класс, «Чăваш сувенирĕ», йывăçран тунă ĕç (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.);
  • Шильдякова Анна - 7Д класс, «Асанне», пусмаран тунă пукане (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.);
  • Бромбин Андрей - 7Б класс, «Кашăк», йывăçран касса кăларнă кашăк(вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.).

И.Я.ЯКОВЛЕВ ПАЛĂКĔ УМĔНЧЕ АСЛĂ ВĔРЕНТЕКĔНĔМĔРЕ АСĂНСА,

ЧĂВАШ ЧĔЛХИНЕ МУХТАСА МИТИНГ ИРТРĔ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕм чăваш тĕнчи хамăр чĕлхен пĕлтерĕшне пысăка хурса хакласа, ăна сума суса уявсем ирттерчĕ. Чăваш наци библиотеки умĕнчи И.Я.Яковлев палăкĕ умĕнче те Аслă Вĕрентекĕнĕмĕре асăнса, чăваш чĕлхине мухтаса митинг иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕ: "Чăваш Республикинчи профессиллĕ çыравçăсен пĕрлĕхĕ" обществăлла организаци. Митингăн официаллă пайĕнче Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ тата Шупашкар хулин Хисеплĕ çынни Николай Федорович Угаслов, Хыпар" издательсто Çурчĕн тĕп редакторĕ тата директорĕ Татьяна Геннадьевна Вашуркина, Чăваш Республикинчи профессиллĕ писательсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Геннадий Аркадьевич Максимов, чăваш халăх поэчĕ Юрий Семенович Сементер тата ыттисем те тухса саламларĕç. Пухăннисем И.Я.Яковлевăн Халалне тепĕр хут итлерĕç, Аслă патриархăмăра асăнса, сума суса унăн палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Юлашкинчен митинг-концерта пухăннисем пурте пĕрле вăйă карти туса çаврăнчĕç.

Митингра пирĕн гимназире ĕçлекен чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем Л. М. Федоровăпа М. И. Вакку та пулчĕç. Вĕсем Иван Яковлевич Яковлев палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç. 

nedel chuv7

«ЧĂВАШ ЧĔЛХИ – АТТЕ-АННЕ ЧĔЛХИ» ПОЭЗИ КĂШĂЛĔ

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш кӗнеки фестивалӗ иртрӗ. Уявӑн программи ҫав тери пуян та кӑсӑклӑ пулчĕ. Чи малтан республикӑри «Литературӑллӑ Чӑваш ен: ҫулталӑкри чи нумай вуланакан кӗнеке» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларĕç. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе конкурс пӗтӗмлетӗвӗнче чи хастар вулакансене те палӑртрӗҫ.

Фестивалӗн тепӗр паллӑ пулӑмӗ поэзие кӑмӑллакансене пӗр ҫӗре пуҫтарчӗ. Чӑваш чӗлхи кунне тата Чӑваш енри Амӑшӗпе АшшӗҪулталӑкне халалласа Чӑваш Республикин профессионал писательсен пӗрлӗхӗ пуҫарнипе илӗртӳллӗ, пултаруллӑ, черчен чунлӑҫичӗ хӗрарӑм-сӑвӑҫ: Марина Карягина, Лидия Филиппова, Светлана Гордеева, Любовь Фёдорова, Елена Светлая, Раиса Сарби и Светлана Азамат «Чӑваш чӗлхи – атте-анне чӗлхи» поэзи кӑшӑлне ҫыхрӗҫ, хӑнасене хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ.

nedel chuv8

АКА УЙĂХĔН 26-МĔШĔ ЭКОЛОГИ КУНĔ

РАÇÇЕЙРИ ЭКОЛОГИ ÇУЛТАЛĂКНЕ ХАЛАЛЛАНĂ УÇĂ УРОКСЕМ

Паян гимназире ĕçлекен чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем пĕр-пĕрне хăйсен вĕрентÿ ĕçĕнчи ăсталăхĕпе  паллаштарчĕç, Раççейри Экологи çулталăкне халалланă уçă уроксем ирттерчĕç. 

  • Прохорова Н. В. 5-мĕш Е класра «Шыв – пурнăç тĕрекĕ» темăпа;
  • Иванова Л. А. 9-мĕш В класра «П. Хусанкай пултарулăхĕнчи çут çанталăк» темăпа;
  • Ванюшкина З. А. 8-мĕш Б класра «Çурхи вăрман илемĕ» темăпа;
  • Федорова Л. М. 6-мĕш Д класра «Чечеклентĕр пур уй-хирĕм, хаклă Чăваш ен» темăпа.

Вĕрентÿ ĕçĕнчи ăсталăх кунĕ тухăçлă иртрĕ. Ачасем те вĕрентекенсем те тăрăшса хăйсем мĕн пĕлнине кăтартрĕç, уроксенче хастар та маттур пулчĕç.

«ИСТОРИЯ ВЕЛИКОГО НАРОДА» ДОКУМЕНТЛĂ КИНОФИЛЬМ КУРНИ

Паян гимназири акт залĕнче ачасемпе вĕренекенсем «История великого народа» документлă кинофильм пăхнă. Камсем эпир? Мĕнле йăхран эпир? Тăван халăх пуян историне, шел пулин те, чăвашсем пĕлсех каймаççĕ. Çавнашкал пĕтĕмлетÿ тунă ыйтăм ирттернĕ хыççăн «История великого народа» документлă кинофильм авторĕсем. Вĕсем чăваш халăхĕ тĕрлĕ ĕмĕрте мĕнле аталаннине кăтартма тĕллев лартнă çак фильмра

nedel chuv9

РЕГИОНСЕМ ХУШШИНЧЕ ИРТНĔ «АКПАРС ВУЛАВĔСЕМ» АЧАСЕН ТĔПЧЕВ ĔÇĔСЕН КОНФЕРЕНЦИЙĔНЧИ ÇĔНТЕРŸ

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче пирĕн гимназире вĕренекенсем регионсем хушшинче иртнĕ «Акпарс вулавĕсем» ачасен тĕпчев ĕçĕсен конференцийĕнче хутшăннă. Ку конференцие Мари Эл Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви хушнипе йĕркеленĕ. Козьмодемьянск, Йошкар-Ола, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен, Мари Эл тата Чăваш Республикисен районĕсенчен килнĕ ачасем хăйсен тĕпчев тата творчество ĕçĕсемпе паллаштарнă. Пирĕн гимназире 6-мĕш класра вĕренекен Николаев Егорпа Леонтьева Виктория хăйсен «Певец родной природы» темăпа çырнă тĕпчев ĕçĕпе 1-мĕш вырăн йышăннă (Ертÿçисем: Николаева Е. В., Леонтьева Н. Г.). 5-мĕш класра вĕренекен Львова Софья «Необычайная тайна начала творчества чувашской писательницы Ангелины Павловской» ятлă ĕçĕпе 3 вырăна тухнă (Ертÿçи Вакку М. И.). Саламлатпăр! Малалла та çитĕнÿсем тума сунатпăр!

nedel chuv10

АКА УЙĂХĔН 27-МĔШĔ ‒ ПОЭЗИ КУНĔ

 «АТТЕ-АННЕ ‒ КИЛ ĂШШИ» СĂВĂ ВУЛАКАНСЕН

ТАТА ÇАМРĂК СĂВĂÇСЕН КОНКУРСĔ

Гимназире «Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне» халалланă "Атте анне кил ăшши" ятлă сăвă вулакансен тата çамрăк сăвăçсен конкурсĕсем иртрĕç.

Конкурссенче 5-8 класс ачисем хутшăнчĕç.

 

Сăвă вулакансен пĕтĕмлетĕвĕ:

1 вырăн  

Терентьева Тайби - 6В класс (Вĕрентекенĕ Ванюшкина З.А.);

Ксенофонтова Юлия - 5В класс (Вĕрентекенĕ Иванова Л.А.);

Вязова Софья - 5Д класс (Вĕрентекенĕ Вакку М. И.).

2 вырăн

Ракипова Карина - 5В класс (Вĕрентекенĕ Иванова Л.А.);

Смирнова Ольга - 5Е класс (Вĕрентекенĕ Вакку М.И.).

3 вырăн

Анисимова Александра - 6Г класс (Вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);

Иванова Ангелина - 6Г класс (Вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);

Данилова Ксения - 5Д класс (Вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.);

Муравьева Анна - 5Д класс (Вĕрентекенĕ Вакку М.И.);

Егорова Наталия - 7А класс (Вĕрентекенĕ Вакку М.И.).

nedel chuv11

Çамрăк сăвăçсен конкурсĕ:

1 вырăн 

Кириллова Ева - 5Б класс (Вĕрентекенĕ Федорова Л.М.);

Леонтьева Виктория - 6Ж класс  (Вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.).

2 вырăн   

Данилова Ксения - 5Д класс (Вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.);

Мартынова Милена - 6Ж класс  (Вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г).

«Автор сăвви» номинаци çĕнтерÿçи

Григорьева Арина - 8Б класс (Вĕрентекенĕ Ванюшкина З.А.)

ЧĂВАШ ТĔРРИ УЯВĔ ‒ РЕГИОНСЕН ХУШШИНЧИ АЧА-ПĂЧА ПУЛТАРУЛĂХĔН «АСАМЛĂ ТĔРĔ ТĔНЧИ - 2017» КОНКУРСРА ÇĔНТЕРНИСЕН ЧЫСЛАВĔ

Регионсен хушшинчи ача-пӑча пултарулӑхĕн «Асамлă тĕрĕ тĕнчи - 2017» конкурсра çĕнтернисен чыславĕ Кÿкеçри Культура керменĕнче иртрĕ. Саккăрмĕш çул ăна «Паха тĕрĕ» фирма тата «Бичурин тата паянхи самана» музей йĕркелесе пыраççĕ. Вĕсене çак пархатарлă ĕçре пулăшса пыракансем – Чăваш наци конгресĕ тата «Чăваш Енри хĕрарăмсен» пĕрлешĕвĕ. Юлашки çулсенче Чӑваш наци конгресĕ пулӑшнипе ку конкурса Чӑваш Республикин нумай районĕсенчен кăна мар, Раççей регионĕсенчи чăваш ачисем те хутшăнаççĕ. Кăçал тăватă номинаципе 113 ĕç çитрĕç, вĕсенчен 108 конкурс условийĕсемпе килĕшсе тăраççĕ. Конкурс çĕнтерÿçисене Шупашкар район администрацийĕ, Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ тата ыттисем те Хисеп Хучĕсемпе, дипломсемпе чысларĕç. Чăваш наци конгресĕн президиумĕн пайташĕ Елена Османова, пресс-служба ертÿçи Зоя Яковлева та саламлама çитрĕç. Регионсем хушшинче ирттернĕ «Асамлă тĕрĕ тĕнчи – 2017" конкурсра çĕнтернисен чыславĕнче пирĕн гимназире вĕренекен Юлия Ивановăпа Наташа Егорова хăйсен вĕрентекенĕпе Вакку Марина Ивановнăпа хутшăнчĕç. Тĕплĕрех: http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=748&type=news&id=3555875

nedel chuv12

РЕСПУБЛИКĂРА ИРТТЕРНĔ «ВУЛАВĂШ ДИКТАНЧĔ» АКЦИ

Пирĕн вĕрентекенсемпе вĕренекенсем Чăваш Республикин патшалăх символĕсене йышăннăранпа 25 çул çитнине халалланă  «Вулавăш диктанчĕ» республика шайĕнчи акцие хутшăнчĕç. Диктанта Шупашкарти Наци вулавăшĕ йĕркелерĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ Чăваш Республикин патшалăх символĕсене йышăннин историне, вăл ĕçе хутшăннă çынсене пĕлме пулăшасси.

nedel chuv13

АКА УЙĂХĔН 28-МĔШĔ ‒ ÇЕМЬЕ КУНĔ

 

ХУЛАШКУЛĔСЕНЧЕ ĔÇЛЕКЕН БИБЛИОТЕКАРЬСЕН «ШКУЛ АЧИСЕНЕ ЧĂВАШ ХАЛĂХ  ЙĂЛИ-ЙĚРКИ УРЛĂ ВОСПИТАНИ ПАРАССИ» СЕМИНАРĔ. «ЧĂВАШ ЕН ‒ МАН ТĂВАН ЕН» ЛИТЕРАТУРĂПА МУЗЫКА КОМПОЗИЦИЙĔ

Чăваш чĕлхи эрни вĕçленсе пынă май ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче гимназире хулашкулĕсенче ĕçлекен библиотекарьсен семинарĕ иртрĕ. Унăн теми «Шкул ачисене чăваш халăх  йăли-йěрки урлă воспитани парасси» пулчĕ.

Семинара Шупашкарти мониторингпа  вĕренӳ аталанӑвĕн центрĕн методисчĕ И.И.Муськина уçрĕ. Гимнази пурнăçĕ çинчен пирĕн директор Л.И.Аллабергенова каласа пачĕ. Е.В.Николаева аслă вожатăй гимнази ачисем «JuniorSkills» ятлă професси ăсталăхĕн чемпионатĕнче хутшăнни çинчен калаçрĕ. И.В.Агальцова билиотекарь гимназире вĕренекен ачасемпе тата вĕрентекенсемпе хăнасем валли «Чăваш Ен ‒ ман тăван ен» литературăпа музыка композицийĕ лартрĕ. Ачасем чăваш сăввисене вуларĕç, юррисене юрларĕç, ташшисене ташларĕç, çемьери йăласем, ашшĕ-амăшĕсен профессийĕсем çинчен каласа пачĕç. Шкулти вĕрентекенсем вара  Раççейри Экологи çулталăкне халалланă «Эпир мар пулсан кам?» агитациллĕ программа кăтартрĕç.

Шупашкарти мониторингпа  вĕренӳ аталанӑвĕн центрĕн методисчĕ И.И.Муськина «Ачасене чăваш халăх йăли-йĕркине тĕпе хурса воспитани памалли тĕслĕхĕсемпе меслетсем» темăпа калаçрĕ.

Гимназие килнĕ хăнасем семинар пысăк шайра иртнине палăртса хăварчĕç.

nedel chuv14

nedel chuv15

 «НИКОЛАЕВ МАНĂН ПАТТĂР!» ЭССЕСЕН КОНКУРСĔ

Гимназире хулари «Николаев манăн паттăр!» эссесен конкурсĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ. Конкурса Андриян Николаев космоса вĕçни 55 çул çитнине халалланă.

Конкурс çĕнтерÿçисем:

  • Васильева Ирина - 6Д класс (Вĕрентекенĕ Леонтьева Н. Г.);
  • Константинов Ярослав - 6Д класс (Вĕрентекенĕ Леонтьева Н. Г.);
  • Анисимова Елена - 9В класс (Вĕрентекенĕ Иванова Л. А.);

Маттурсем, саламлатпăр! Çĕнтерÿçĕсен ĕçĕсем хула конкурсĕнче хутшăнĕç.

 «МАНĂН ЧĂВАШ СУВЕНИРĔ» КОНКУРС

Гимназире «Манӑн чӑваш сувенирӗ» ятлӑ конкурс иртрĕ. Ачасем конкурса тăрăшса хатĕрленчĕç.

Конкурс çĕнтерÿçисем:

  • Кавказова Диана - 6Д класс (Вĕрентекенĕ Леонтьева Н. Г.);
  • Васильева Ирина - 6Д класс (Вĕрентекенĕ Леонтьева Н. Г.);
  • Полякова Анастасия - 8Д класс (Вĕрентекенĕ Вакку М.И.);
  • Шильдякова Анна - 7Д класс (Вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.);
  • Бромбин Андрей - 7Б класс (Вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.).

Çĕнтерÿçĕсен ĕçĕсем республика конкурсĕнче хутшăнĕç.

nedel chuv16

«ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ПАТШАЛĂХ СИМВОЛĔСЕН ПĔЛТЕРĔШĔ»

ТЕМĂПА  КАЛАÇУ»

Чăваш Республикин патшалăх символĕсене йышăннăранпа 25 çул çитнине халалласа чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем урокĕсенче ачасемпе «Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен пĕлтерĕшĕ» темăпа  калаçу ирттернĕ.

Тĕнчери кашни çĕршывăн хăйĕн гербĕ, ялавĕ, гимнĕ. Патшалăх символĕсем пирки Раççей Конституцийĕнче те каланă. Вĕсене паллă тумалли куна палăртнă. 1992 çулта ЧР Аслă Канашĕн культура ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕ конкурс йĕркелесе унта сĕннĕ вун-вун вариантран Э.Юрьевăн ĕçĕсене ‒ ялавпа герба ‒ тата И.Тукташ сăввипе Г.Лебедев кĕвĕленĕ "Тăван çĕршыв" юрра суйласа илсе патшалăх символĕсем туса хунă. 1997 çулта вĕсене саккунпах çирĕплетнĕ.

Республика гербĕн, гимнĕн, ялавĕн хăйĕн пĕлтерĕшĕ. Вĕсем - чăваш халăх историйĕн, несĕлĕсен йăли-йĕркин, малашлăха ăнтăлакан çутă ĕмĕтсен палли. Чăваш Енĕн ялавĕ, гербĕ, гимнĕ - пĕр тăрăхра пурăнакан çынсене пĕтĕçтерекен символсем. Вĕсенче ĕмĕрсене çыхăнтарса тăракан чăваш наци колоричĕ туллин палăрать. Чăваш Республикин ялавĕ тесен кашнин умĕнчех çутă сарăпа йĕпкĕн хĕрлĕ тĕслĕ вĕлтĕртетекен пысăках мар "тăваткал" сăнарланать. Çак тĕссене суйласа илни ахальтен мар. Сарă - хĕвел, çĕр çинчи пур чĕрĕ чуна та, ỹсен-тăрана та пурнăç парнелекен тĕс. Геральдика тĕлĕшĕнчен тишкерсен вăл пуянлăха, тĕрĕслĕхе, ĕненĕве, вăй-хала пĕлтерет. Йĕпкĕн хĕрлĕ тĕс ‒ чăваш халăх эрешĕнче чи анлă сарăлнă тĕссенчен пĕри, вăй-хăвата, хастарлăха сăнарлать. Ялаври сарă пай хĕвел айĕнчи анлăша, йĕпкĕн хĕрли вара чăваш çĕрне ăнлантарать. Варринче авалхи чăвашсен эмблемисенчен, "Пурнăç йывăççинчен" тата "Виçĕ хĕвелтен" тăракан композици вырнаçнă. Унти 8 кĕтеслĕ çăлтăр хитрелĕхе пĕлтерет.

 

АКА УЙĂХĔН 29-МĔШĔ ‒ ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ПАТШАЛĂХ СИМВОЛĔСЕН КУНĔ

nedel chuv17

«ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ГЕРБĔ, ГИМНĔ ТАТА ЯЛАВĔ» УРОКСЕМ

Паян Чăваш Республикин патшалăх символĕсене йышăннăранпа 25 çул çитнине халалласа  «Чăваш Республикин гербĕ, гимнĕ тата ялавĕ» истори урокĕсем иртрĕç.

 

ГИМНАЗИРЕ ЧĂВАШ ЧĔЛХИПЕ ЛИТЕРАТУРА ЭРНИНЕ ПĔТĔМЛЕТНĔ

nedel chuv18

chuv suv

Чăваш наци библиотекинче "Манăн чăваш сувенирĕ" конкурс çĕнтерÿçисене чысларĕç. Конкурса Чӑваш Енре пурăнакан 200 яхăн ача хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.  Ачасене ӳсӗмне кура тӑватӑ категорие уйӑрнӑ: 7 ҫул тултарманнисем, 8-11 ҫултисем, 12-14 ҫултисем, 15-17 ҫултисем. Ачасен ӗҫсене аслисем пулӑшмасӑрах хатӗрлемелле пулнă. Тӗслӗхрен, тӗрлемелле, йывӑҫран касса кӑлармалла, ÿкермелле, пукане е çемçе тетте тумалла.
Пирĕн гимназире вĕренекенсем иккĕмĕш хут çак конкурсра хастаррăн хутшăнаççĕ. 
12-14 ҫултисем хушшинче:
* Кавказова Диана – 1-мĕш вырăн йышăннă (вĕрентекенĕ: Леонтьева Н. Г.);
* Васильева Ирина – 2-мĕш вырăн йышăннă (вĕрентекенĕ: Леонтьева Н. Г. ). 
15-17 çулхисем хушшинче Сурикова Дашăн ÿкечĕкĕ "Куракансене кăмăла кайнă чи лайăх ĕç" номинацире çĕнтернĕ (вĕрентекенĕ: Ванюшкина З. А.).
Маттурсем! Саламлатпăр!

Тĕплĕнрех

chuv suv 1

chuv suv 2

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 55-мĕш шкулта хула шайĕнчи «Шкул пики ‒ 2017» конкурс иртрĕ. Конкурса Шупашкарти педагогика ĕçченĕсен "XXI-мĕш ĕмĕр" ассоциацийĕн "Вĕрентÿри çĕнĕ технологисем" пултарулăх лабораторийĕ йĕркелерĕ.

20aprelyavmbou3Конкурс тĕллевĕсем те пĕлтерĕшлĕ: çитĕнекен ăрăва тăван культурăна, унăн йăли-йĕркине туйма, хаклама вĕрентесси, чăваш чĕлхипе литературинче çитĕнÿсем тăвакан çамрăксене палăртасси, вĕсен пултарулăхне аталантарма пулăшасси.

Ăмăртăва 5-7-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Малтанах вĕсем «Паллашар» пайра хăйсем çинчен каласа пачĕç. Ун хыççăн «Пирĕн пултарулăх», «Апачĕ тутлă пултăр», «Тавçăруллă пике», «Ĕçченпи», «Ӳнерпи», «Кǎмǎл-сипет» пайсенче тупăшрĕç.

Пикесем чылай конкурс, тĕрĕслев витĕр тухса хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн кăтартрĕç. Чăваш халăх юррине юрласа, ташшине ташласа, тăван халăх йăли-йĕркипе çыхăннă ыйтусене тĕрĕс те туллин хуравласа, ал-ĕç пурнăçласа та тупăшрĕç, Мăнкун çăмартисене тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа илемлетрĕç. Чăваш  апат-çимĕçне мĕнле хатĕрлемеллине каласа кăтартрĕç. Хĕр ачасем кăмăл-сипет ыйтăвĕсем çине те хуравларĕç. Пĕри тепринчен хастартарах та тăрăшуллăрах пулчĕ.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе пирĕн гимназире вĕренекен Вика Леонтьева 3-мĕш вырăна тухрĕ,  «Тавçăруллă пике номинацире çĕнтерчĕ. Маттур, саламлатпăр!