Çĕнĕ çул тата Раштав ячĕпе, туссем! 2017-мĕш çул пурнăçа иксĕлми телей, хĕрÿ юратупа ăнăçу илсе килтĕр! Пуриншĕн те асамлă, ырă та савăк асаилÿсемпе пуян пултăр! Кашни кун çутă йăл кулăпа савăнăç парнелетĕр! Эпир Сире пурне те уяв ячĕпе саламлатпăр, çывăх çынсен юратăвне, чун ăшшине туйса тепĕр çула та çирĕп сывлăхпа ирттерме сунатпăр!
Акă ҫитрĕ Ҫĕнĕ ҫул,
Пирĕншĕн телей вăл – кур!
Ку уявра савăн, кул,
Савăнма сăлтавĕ пур.
Хĕл Мучипе Юр пике
Илсе килчĕҫ парнесем:
Сывлăх, телей, юрату,
Çĕр çинчи ыр туйăмсем!
Аннесемпе аттесем,
Аппасемпе пиччесем,
Ачасем, учительсем,
Лайăх иртччĕр уявсем!
Уяв ячĕпе сире,
Саламлатпăр чĕререн
Ырлăх, сывлăх та телей,
Халь сунатпăр пурне те!