«Пĕр чĕлхе – пĕр ăс, икĕ чĕлхе – икĕ ăс», – тенĕ ваттисем. «…Чăвашла ан ман, вырăсла пĕл, ун çумне тата пĕр-ик чĕлхе хуш. Вара хăвăнне, кÿршĕнне, ютăнне хаклама вĕренĕн», – тенĕ М. Р. Федотов чĕлхеçĕ. Пирĕн гимназире вĕренекенсем çакна ăнланаççĕ. Чăваш чĕлхине те, вырăс чĕлхине те, акăлчан чĕлхине те юратсах вĕренеççĕ.
Нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче 7"Б" класс вĕренекенĕсем И. Н. Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университечĕн профессорĕпе, ют чĕлхе кафедрин ертÿçипе Иванов Владимир Александровичпа тĕл пулчĕç. Ку тĕл пулăва кунта ĕçлекен чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем Вакку М. И. тата Прохорова Н. В. йĕркелерĕç. Владимир Александрович пирĕн гимназин хисеплĕ те кĕтнĕ хăни. Вăл кунта тăтăшах килсе çÿреме кăмăллать. Асăннă тĕлпулура вăл ачасене патриотла воспитани парас ыйтупа калаçрĕ. Хамăр тăван шкултан, хуларан, çĕршывран хакли нимĕн те çуккине тĕрлĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетсе каласа хăварчĕ. Çавăн пекех чăваш чĕлхине тата ют чĕлхесене вĕренме ачасене сĕнсе хăварчĕ. Тĕл пулу тăватă чĕлхепе иртрĕ: вырăсла, чăвашла, нимĕçле, акăлчанла. Çиччĕмĕш класс ачисене тĕл пулу питĕ килĕшрĕ.