РАÇÇЕЙРИ ЭКОЛОГИ ÇУЛТАЛĂКНЕ ТАТА ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧИ АШШĔПЕ АМĂШĔН ÇУЛТАЛĂКНЕ ХАЛАЛЛАНĂ «ЧЕЧЕКЛЕНТĔР ЧĂВАШ ЕНĔМ, СЫВĂ ПУЛ, АТТЕ-АННЕ!» ЧĂВАШ ЧĔЛХИПЕ ЛИТЕРАТУРИ ЭРНИ

nedel chuv1 

Чăваш чĕлхине вĕрентес, аталантарас тата сыхласа хăварас тесе, çитĕнекен ăрăва чăваш йăли-йĕркисемпе, культурипе паллаштарас тесе пирĕн гимназире нумай ĕç туса ирттереççĕ. 2017-мĕш çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 29-мĕшĕччен Раççейри Экологи çулталăкне тата Чăваш Республикинче иртекен Ашшĕпе Амăшĕн çулталăкне халалланă «Чечеклентĕр Чăваш Енĕм, сывă пул, атте-анне!» ятлă чăваш чĕлхипе литератури эрни иртрĕ. Чăваш Республикин патшалăх символĕсене йышăннăранпа 25 çул çитнине халалланă мероприятисем те чылай иртрĕç ку эрнере.

Гимназире вĕренекенсемпе вĕрентекенсем кашни ĕçе тĕплĕн хатĕрленчĕç.

Мĕнрен пуçланчĕ-ха эрне?

АКА УЙĂХĔН 24-МĔШĔ – ЧĂВАШ ЮРРИ КУНĔ

ЧĂВАШ ЭСТРАДА ЮРĂÇИСЕН «ЧĂВАШ ЮРРИ – ЧУН УÇÇИ» КОНЦЕРЧĔ

Çак куна ачасем те аслисем те чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Мĕнле-ха кĕтмĕн? Паян гимназие юратнă чăваш эстрада юрăçисем: Алексей Московский, Григорий Вакку тата Кристина Софронова концертпа килмелле-çке. Концерт питĕ чаплă иртрĕ. Ачасем те вĕрентекенсем те артистсене хавхалантарса тăвăллăн алă çупрĕç. Вĕсемпе пĕрле юрларĕç, ташларĕç. Концерт вĕçленсен асăнмалăх сăнÿкерчĕк тума та манмарĕç.

nedel chuv2

«ПĔТĔМ ЧĂВАШ ДИКТАНЧĔ – 2017» АКЦИ

Çак кунах Чăваш Республикинче тата унăн тулашĕнче «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2017» акци пулса иртрӗ. Пирĕн гимназире ĕçлекен чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем ҁак акцие хастар хутшӑнчӗҁ. Вӗсем хӑйсен пӗлӗвне, чӑвашла йӑнӑшсӑр ҁырассине, чарӑну паллисене лартассине тӗрӗслерӗҁ.

АКА УЙĂХĔН 25-МĔШĔ – ЧĂВАШ ЧĔЛХИ КУНĔ

«ПУРИНЧЕН МАЛТАН ЭПĚ СИРЕ ЧĚНСЕ КАЛАТĂП…» ИСТОРИПЕ КРАЕВЕДЕНИИ СЕХЕЧĔ

Чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче вĕрентекенсем «Пуринчен малтан эпě сире чěнсе калатăп…» историпе краеведени сехечĕсем  ирттерчĕç. Ку сехете вĕсем чăваш халăхне çутта кăларнă Аслă Вĕрентекенĕмĕре, Иван Яковлевич Яковлева халалларĕç. Ачасене унăн пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕçинчен каласа пачĕç. Çавăн пекех Вĕрентекенĕмĕрĕн Чăваш халăхне панă халалĕпе паллаштарчĕç.

И. Я. Яковлев халалĕ – ÿсекен ăрăва каланă пехил. Пехил вăл – чăваш çынни хăй вилес умĕн пурлăхне, еткерлĕхне тăванĕсене халалласа хăварни, ытлăх-çитлĕх пурăнма, тĕрĕс-тĕкел ĕмĕтленме, сывлăхлă пулма пиллени. Анчах та И. Я. Яковлев хăйĕн ывăл-хĕрне мар, пĕтĕм чăваш халăхне халал парса хăварнă. Халăхпа халăх, çынпа çын тан пулмалла, вĕсен пĕр-пĕринпе хирĕçмесĕр пурăнмалла, пĕри теприн умĕнче хăйне асла е мĕскĕне хумалла мар, мĕншĕн тесен вĕсем пурте çынсем. Çавăнпа та çынсен пурин те сăпайлă пулмалла тата пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнмалла. Çак шухăшсене эпир Яковлев чăваш халăхне панă халалĕнче куратпăр.

 «МАНĂН ТĂВАН ÇĔРШЫВ – ЧĂВАШ ЕН» ВĂЙĂ

8-мĕш классенче вĕренекенсем  «Манăн Тăван çĕршыв – Чăваш Ен» вăйăра хутшăнчĕç. Вăййа Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Республикин патшалăх символĕсене йышăннăранпа 25 çул çитнине халалланă. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе 8-мĕш В класс ачисем 1-мĕш вырăна тухрĕç, 8-мĕш А класс 2-мĕш вырăн йышăнчĕ, 8-мĕш Б класс ушкăнĕ 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Маттурсем! Саламлатпăр!

К. В. ИВАНОВ ЯЧĔЛЛĔ МУЗЕЙ ИРТТЕРНĔ «ТУРККĂ ЧĔЛХИН ТĔНЧИНЕ ÇŸЛÇŸРЕВЕ» ЗАНЯТИ

Паян 6-7-мĕш классенче вĕренекенсемпе К. В. Иванов ячĕллĕ музейран килнĕ Дарья Константиновна Липатова экскурсовод турккă чĕлхин тĕнчине çулçÿреве тухрĕ. Чи малтан вăл хальхи вăхăтра турккă чĕлхипе 75 миллион çына яхăн калаçни çинчен пĕлтерчĕ. Ку чĕлхе тĕнчере чи анлă сарăлнă чĕлхесен шутне кĕрет иккен. Чăваш чĕлхи пекех турккă чĕлхи тĕрĕк чĕлхе ушкăнне кĕнипе вĕсем çывăх. Сăмахсен нумайăшĕ пĕр тымарлă. Ӗлĕк тĕрĕк чĕлхи мĕнле пулни пирки тĕпчевçĕсем паян кун та тавлашаççĕ. Апла пулин те хăш-пĕрисем чăваш чĕлхи ĕлĕк тĕрĕк чĕлхине чи çывăх иккенне пĕлтереççĕ.

Вĕренекенсем турккă чĕлхин алфавитне тишкерчĕç, унпа усă курса турккăлла вулама хăнăхрĕç. Турккă чĕлхин алфавитĕнче 29 саспалли иккен, чĕлхен 74 диалект пур.

Экскурсовод ачасене турккăсен культурипе, халăх тумĕпе, апат-çимĕçĕпе те паллаштарчĕ.

Вĕренекенсем турккăлла пĕр-пĕрне саламлама, сывпуллашма вĕренчĕç. Заняти вĕçленсен Дарья Константиновнăна кăсăклă информацишĕн тав турĕç.

nedel chuv3

 

ŸКЕРЧĔКСЕН ТАТА АЛĂПА ТУНĂ ЯПАЛАСЕН  «ИЛЕМЛĔ ЧĂВАШ ТĔНЧИ»

КОНКУРСĔН ПĔТĔМЛЕТĔВĔ

Раççейри Экологи çулталăкне, Чăваш Республикинче иртекен Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Чăваш Республикин патшалăх символĕсене йышăннăранпа 25 çул çитнине халалланă ÿкерчĕксен тата алăпа тунă япаласен  «Илемлĕ чăваш тĕнчи» конкурсне пĕтĕмлетрĕç.

«Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ» номинаци ÿкерчĕкĕсем

1 вырăн  

Сурикова  Дарья - 8В класс (вĕрентекенĕ Ванюшкина З.А.);

Малышева  Софья - 8Д класс (вĕрентекенĕ Вакку М.И.).

                  

2 вырăн     

Толстова Ариана - 5Г класс (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);

Федорова Анастасия - 9Б класс (вĕрентекенĕ Ванюшкина З.А.).

                   

3 вырăн   

Степанова Софья - 6Ж класс (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);

Гоголина Александра - 7Е  класс (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.).

Конкурс лауреачĕсем:

Харитонов Дмитрий - 6Е класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.);

Кавказова Диана - 6Д класс (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);

Манянина Юлия - 5Е класс (вĕрентекенĕ Вакку М.И.).

nedel chuv4

«Раççейри Экологи çулталăкĕ» номинаци ÿкерчĕкĕсем

1 вырăн 

Адюкова Мария - 6Г класс  (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);        

Кочеткова Евгения - 6А класс  (вĕрентекенĕ Иванова Л.А.);                 

Беспалова Екатерина - 6А класс (вĕрентекенĕ Иванова Л.А.);                 

Егорова Екатерина - 6Е класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.).

2 вырăн  

Трофимова Татьяна - 6Г класс (вĕрентекенĕ Иванова Л.А.);                 

Спиридонова Екатерина - 5Ж (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.).

    

3 вырăн   

Сидорова Екатерина - 5Ж класс (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);                 

Димитриева Екатерина - 7Е класс (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);                

Ефремова Елизавета - 6Е класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.);                 

Малова Юлия - 5В класс (вĕрентекенĕ Иванова Л.А.);                 

Колсанов Ярослав - 6А класс (вĕрентекенĕ Иванова Л.А.);                 

Чернова Екатерина - 5В класс (вĕрентекенĕ Иванова Л.А.).

Конкурс лауреачĕсем:

Таранова Екатерина - 6Ж класс (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);

Васильева Софья -  6А класс (вĕрентекенĕ Иванова Л.А.).

nedel chuv5

«Чăваш Республикин символĕсем» номинаци ÿкерчĕкĕсем

1 вырăн   

Сурикова Дарья - 8В класс (вĕрентекенĕ Ванюшкина З.А.).

2 вырăн   

Федорова Софья - 7Б класс (вĕрентекенĕ Вакку М.И.).

3 вырăн   

Янушкина Елена - 5Ж класс (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);                

Александрин Евгений - 6Д класс (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.).

nedel chuv6

Алăпа тунă япаласем номинацири çĕнтерÿçĕсем:

  • Кавказова Диана - 6Д класс, «Хĕвеллĕ Урхамах», çемçе тетте (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);
  • Поверная  Анна - 5Ж класс, «Чăваш ялавĕ», магнит сувенирĕ  (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);
  • Васильева Ирина - 6Д класс, «Хĕвел ачисем»,  пусмаран тунă пуканесем (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);
  • Полякова Анастасия - 8Д класс, «Асанне»,  пукане (вĕрентекенĕ Вакку М.И.);
  • Скороходов Кирилл - 7Г класс, «Чăваш сувенирĕ», йывăçран тунă ĕç (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.);
  • Шильдякова Анна - 7Д класс, «Асанне», пусмаран тунă пукане (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.);
  • Бромбин Андрей - 7Б класс, «Кашăк», йывăçран касса кăларнă кашăк(вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.).

И.Я.ЯКОВЛЕВ ПАЛĂКĔ УМĔНЧЕ АСЛĂ ВĔРЕНТЕКĔНĔМĔРЕ АСĂНСА,

ЧĂВАШ ЧĔЛХИНЕ МУХТАСА МИТИНГ ИРТРĔ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕм чăваш тĕнчи хамăр чĕлхен пĕлтерĕшне пысăка хурса хакласа, ăна сума суса уявсем ирттерчĕ. Чăваш наци библиотеки умĕнчи И.Я.Яковлев палăкĕ умĕнче те Аслă Вĕрентекĕнĕмĕре асăнса, чăваш чĕлхине мухтаса митинг иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕ: "Чăваш Республикинчи профессиллĕ çыравçăсен пĕрлĕхĕ" обществăлла организаци. Митингăн официаллă пайĕнче Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ тата Шупашкар хулин Хисеплĕ çынни Николай Федорович Угаслов, Хыпар" издательсто Çурчĕн тĕп редакторĕ тата директорĕ Татьяна Геннадьевна Вашуркина, Чăваш Республикинчи профессиллĕ писательсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Геннадий Аркадьевич Максимов, чăваш халăх поэчĕ Юрий Семенович Сементер тата ыттисем те тухса саламларĕç. Пухăннисем И.Я.Яковлевăн Халалне тепĕр хут итлерĕç, Аслă патриархăмăра асăнса, сума суса унăн палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Юлашкинчен митинг-концерта пухăннисем пурте пĕрле вăйă карти туса çаврăнчĕç.

Митингра пирĕн гимназире ĕçлекен чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем Л. М. Федоровăпа М. И. Вакку та пулчĕç. Вĕсем Иван Яковлевич Яковлев палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç. 

nedel chuv7

«ЧĂВАШ ЧĔЛХИ – АТТЕ-АННЕ ЧĔЛХИ» ПОЭЗИ КĂШĂЛĔ

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш кӗнеки фестивалӗ иртрӗ. Уявӑн программи ҫав тери пуян та кӑсӑклӑ пулчĕ. Чи малтан республикӑри «Литературӑллӑ Чӑваш ен: ҫулталӑкри чи нумай вуланакан кӗнеке» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларĕç. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе конкурс пӗтӗмлетӗвӗнче чи хастар вулакансене те палӑртрӗҫ.

Фестивалӗн тепӗр паллӑ пулӑмӗ поэзие кӑмӑллакансене пӗр ҫӗре пуҫтарчӗ. Чӑваш чӗлхи кунне тата Чӑваш енри Амӑшӗпе АшшӗҪулталӑкне халалласа Чӑваш Республикин профессионал писательсен пӗрлӗхӗ пуҫарнипе илӗртӳллӗ, пултаруллӑ, черчен чунлӑҫичӗ хӗрарӑм-сӑвӑҫ: Марина Карягина, Лидия Филиппова, Светлана Гордеева, Любовь Фёдорова, Елена Светлая, Раиса Сарби и Светлана Азамат «Чӑваш чӗлхи – атте-анне чӗлхи» поэзи кӑшӑлне ҫыхрӗҫ, хӑнасене хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ.

nedel chuv8

АКА УЙĂХĔН 26-МĔШĔ ЭКОЛОГИ КУНĔ

РАÇÇЕЙРИ ЭКОЛОГИ ÇУЛТАЛĂКНЕ ХАЛАЛЛАНĂ УÇĂ УРОКСЕМ

Паян гимназире ĕçлекен чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем пĕр-пĕрне хăйсен вĕрентÿ ĕçĕнчи ăсталăхĕпе  паллаштарчĕç, Раççейри Экологи çулталăкне халалланă уçă уроксем ирттерчĕç. 

  • Прохорова Н. В. 5-мĕш Е класра «Шыв – пурнăç тĕрекĕ» темăпа;
  • Иванова Л. А. 9-мĕш В класра «П. Хусанкай пултарулăхĕнчи çут çанталăк» темăпа;
  • Ванюшкина З. А. 8-мĕш Б класра «Çурхи вăрман илемĕ» темăпа;
  • Федорова Л. М. 6-мĕш Д класра «Чечеклентĕр пур уй-хирĕм, хаклă Чăваш ен» темăпа.

Вĕрентÿ ĕçĕнчи ăсталăх кунĕ тухăçлă иртрĕ. Ачасем те вĕрентекенсем те тăрăшса хăйсем мĕн пĕлнине кăтартрĕç, уроксенче хастар та маттур пулчĕç.

«ИСТОРИЯ ВЕЛИКОГО НАРОДА» ДОКУМЕНТЛĂ КИНОФИЛЬМ КУРНИ

Паян гимназири акт залĕнче ачасемпе вĕренекенсем «История великого народа» документлă кинофильм пăхнă. Камсем эпир? Мĕнле йăхран эпир? Тăван халăх пуян историне, шел пулин те, чăвашсем пĕлсех каймаççĕ. Çавнашкал пĕтĕмлетÿ тунă ыйтăм ирттернĕ хыççăн «История великого народа» документлă кинофильм авторĕсем. Вĕсем чăваш халăхĕ тĕрлĕ ĕмĕрте мĕнле аталаннине кăтартма тĕллев лартнă çак фильмра

nedel chuv9

РЕГИОНСЕМ ХУШШИНЧЕ ИРТНĔ «АКПАРС ВУЛАВĔСЕМ» АЧАСЕН ТĔПЧЕВ ĔÇĔСЕН КОНФЕРЕНЦИЙĔНЧИ ÇĔНТЕРŸ

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче пирĕн гимназире вĕренекенсем регионсем хушшинче иртнĕ «Акпарс вулавĕсем» ачасен тĕпчев ĕçĕсен конференцийĕнче хутшăннă. Ку конференцие Мари Эл Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви хушнипе йĕркеленĕ. Козьмодемьянск, Йошкар-Ола, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен, Мари Эл тата Чăваш Республикисен районĕсенчен килнĕ ачасем хăйсен тĕпчев тата творчество ĕçĕсемпе паллаштарнă. Пирĕн гимназире 6-мĕш класра вĕренекен Николаев Егорпа Леонтьева Виктория хăйсен «Певец родной природы» темăпа çырнă тĕпчев ĕçĕпе 1-мĕш вырăн йышăннă (Ертÿçисем: Николаева Е. В., Леонтьева Н. Г.). 5-мĕш класра вĕренекен Львова Софья «Необычайная тайна начала творчества чувашской писательницы Ангелины Павловской» ятлă ĕçĕпе 3 вырăна тухнă (Ертÿçи Вакку М. И.). Саламлатпăр! Малалла та çитĕнÿсем тума сунатпăр!

nedel chuv10

АКА УЙĂХĔН 27-МĔШĔ ‒ ПОЭЗИ КУНĔ

 «АТТЕ-АННЕ ‒ КИЛ ĂШШИ» СĂВĂ ВУЛАКАНСЕН

ТАТА ÇАМРĂК СĂВĂÇСЕН КОНКУРСĔ

Гимназире «Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне» халалланă "Атте анне кил ăшши" ятлă сăвă вулакансен тата çамрăк сăвăçсен конкурсĕсем иртрĕç.

Конкурссенче 5-8 класс ачисем хутшăнчĕç.

 

Сăвă вулакансен пĕтĕмлетĕвĕ:

1 вырăн  

Терентьева Тайби - 6В класс (Вĕрентекенĕ Ванюшкина З.А.);

Ксенофонтова Юлия - 5В класс (Вĕрентекенĕ Иванова Л.А.);

Вязова Софья - 5Д класс (Вĕрентекенĕ Вакку М. И.).

2 вырăн

Ракипова Карина - 5В класс (Вĕрентекенĕ Иванова Л.А.);

Смирнова Ольга - 5Е класс (Вĕрентекенĕ Вакку М.И.).

3 вырăн

Анисимова Александра - 6Г класс (Вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);

Иванова Ангелина - 6Г класс (Вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);

Данилова Ксения - 5Д класс (Вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.);

Муравьева Анна - 5Д класс (Вĕрентекенĕ Вакку М.И.);

Егорова Наталия - 7А класс (Вĕрентекенĕ Вакку М.И.).

nedel chuv11

Çамрăк сăвăçсен конкурсĕ:

1 вырăн 

Кириллова Ева - 5Б класс (Вĕрентекенĕ Федорова Л.М.);

Леонтьева Виктория - 6Ж класс  (Вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.).

2 вырăн   

Данилова Ксения - 5Д класс (Вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.);

Мартынова Милена - 6Ж класс  (Вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г).

«Автор сăвви» номинаци çĕнтерÿçи

Григорьева Арина - 8Б класс (Вĕрентекенĕ Ванюшкина З.А.)

ЧĂВАШ ТĔРРИ УЯВĔ ‒ РЕГИОНСЕН ХУШШИНЧИ АЧА-ПĂЧА ПУЛТАРУЛĂХĔН «АСАМЛĂ ТĔРĔ ТĔНЧИ - 2017» КОНКУРСРА ÇĔНТЕРНИСЕН ЧЫСЛАВĔ

Регионсен хушшинчи ача-пӑча пултарулӑхĕн «Асамлă тĕрĕ тĕнчи - 2017» конкурсра çĕнтернисен чыславĕ Кÿкеçри Культура керменĕнче иртрĕ. Саккăрмĕш çул ăна «Паха тĕрĕ» фирма тата «Бичурин тата паянхи самана» музей йĕркелесе пыраççĕ. Вĕсене çак пархатарлă ĕçре пулăшса пыракансем – Чăваш наци конгресĕ тата «Чăваш Енри хĕрарăмсен» пĕрлешĕвĕ. Юлашки çулсенче Чӑваш наци конгресĕ пулӑшнипе ку конкурса Чӑваш Республикин нумай районĕсенчен кăна мар, Раççей регионĕсенчи чăваш ачисем те хутшăнаççĕ. Кăçал тăватă номинаципе 113 ĕç çитрĕç, вĕсенчен 108 конкурс условийĕсемпе килĕшсе тăраççĕ. Конкурс çĕнтерÿçисене Шупашкар район администрацийĕ, Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ тата ыттисем те Хисеп Хучĕсемпе, дипломсемпе чысларĕç. Чăваш наци конгресĕн президиумĕн пайташĕ Елена Османова, пресс-служба ертÿçи Зоя Яковлева та саламлама çитрĕç. Регионсем хушшинче ирттернĕ «Асамлă тĕрĕ тĕнчи – 2017" конкурсра çĕнтернисен чыславĕнче пирĕн гимназире вĕренекен Юлия Ивановăпа Наташа Егорова хăйсен вĕрентекенĕпе Вакку Марина Ивановнăпа хутшăнчĕç. Тĕплĕрех: http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=748&type=news&id=3555875

nedel chuv12

РЕСПУБЛИКĂРА ИРТТЕРНĔ «ВУЛАВĂШ ДИКТАНЧĔ» АКЦИ

Пирĕн вĕрентекенсемпе вĕренекенсем Чăваш Республикин патшалăх символĕсене йышăннăранпа 25 çул çитнине халалланă  «Вулавăш диктанчĕ» республика шайĕнчи акцие хутшăнчĕç. Диктанта Шупашкарти Наци вулавăшĕ йĕркелерĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ Чăваш Республикин патшалăх символĕсене йышăннин историне, вăл ĕçе хутшăннă çынсене пĕлме пулăшасси.

nedel chuv13

АКА УЙĂХĔН 28-МĔШĔ ‒ ÇЕМЬЕ КУНĔ

 

ХУЛАШКУЛĔСЕНЧЕ ĔÇЛЕКЕН БИБЛИОТЕКАРЬСЕН «ШКУЛ АЧИСЕНЕ ЧĂВАШ ХАЛĂХ  ЙĂЛИ-ЙĚРКИ УРЛĂ ВОСПИТАНИ ПАРАССИ» СЕМИНАРĔ. «ЧĂВАШ ЕН ‒ МАН ТĂВАН ЕН» ЛИТЕРАТУРĂПА МУЗЫКА КОМПОЗИЦИЙĔ

Чăваш чĕлхи эрни вĕçленсе пынă май ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче гимназире хулашкулĕсенче ĕçлекен библиотекарьсен семинарĕ иртрĕ. Унăн теми «Шкул ачисене чăваш халăх  йăли-йěрки урлă воспитани парасси» пулчĕ.

Семинара Шупашкарти мониторингпа  вĕренӳ аталанӑвĕн центрĕн методисчĕ И.И.Муськина уçрĕ. Гимнази пурнăçĕ çинчен пирĕн директор Л.И.Аллабергенова каласа пачĕ. Е.В.Николаева аслă вожатăй гимнази ачисем «JuniorSkills» ятлă професси ăсталăхĕн чемпионатĕнче хутшăнни çинчен калаçрĕ. И.В.Агальцова билиотекарь гимназире вĕренекен ачасемпе тата вĕрентекенсемпе хăнасем валли «Чăваш Ен ‒ ман тăван ен» литературăпа музыка композицийĕ лартрĕ. Ачасем чăваш сăввисене вуларĕç, юррисене юрларĕç, ташшисене ташларĕç, çемьери йăласем, ашшĕ-амăшĕсен профессийĕсем çинчен каласа пачĕç. Шкулти вĕрентекенсем вара  Раççейри Экологи çулталăкне халалланă «Эпир мар пулсан кам?» агитациллĕ программа кăтартрĕç.

Шупашкарти мониторингпа  вĕренӳ аталанӑвĕн центрĕн методисчĕ И.И.Муськина «Ачасене чăваш халăх йăли-йĕркине тĕпе хурса воспитани памалли тĕслĕхĕсемпе меслетсем» темăпа калаçрĕ.

Гимназие килнĕ хăнасем семинар пысăк шайра иртнине палăртса хăварчĕç.

nedel chuv14

nedel chuv15

 «НИКОЛАЕВ МАНĂН ПАТТĂР!» ЭССЕСЕН КОНКУРСĔ

Гимназире хулари «Николаев манăн паттăр!» эссесен конкурсĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ. Конкурса Андриян Николаев космоса вĕçни 55 çул çитнине халалланă.

Конкурс çĕнтерÿçисем:

  • Васильева Ирина - 6Д класс (Вĕрентекенĕ Леонтьева Н. Г.);
  • Константинов Ярослав - 6Д класс (Вĕрентекенĕ Леонтьева Н. Г.);
  • Анисимова Елена - 9В класс (Вĕрентекенĕ Иванова Л. А.);

Маттурсем, саламлатпăр! Çĕнтерÿçĕсен ĕçĕсем хула конкурсĕнче хутшăнĕç.

 «МАНĂН ЧĂВАШ СУВЕНИРĔ» КОНКУРС

Гимназире «Манӑн чӑваш сувенирӗ» ятлӑ конкурс иртрĕ. Ачасем конкурса тăрăшса хатĕрленчĕç.

Конкурс çĕнтерÿçисем:

  • Кавказова Диана - 6Д класс (Вĕрентекенĕ Леонтьева Н. Г.);
  • Васильева Ирина - 6Д класс (Вĕрентекенĕ Леонтьева Н. Г.);
  • Полякова Анастасия - 8Д класс (Вĕрентекенĕ Вакку М.И.);
  • Шильдякова Анна - 7Д класс (Вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.);
  • Бромбин Андрей - 7Б класс (Вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.).

Çĕнтерÿçĕсен ĕçĕсем республика конкурсĕнче хутшăнĕç.

nedel chuv16

«ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ПАТШАЛĂХ СИМВОЛĔСЕН ПĔЛТЕРĔШĔ»

ТЕМĂПА  КАЛАÇУ»

Чăваш Республикин патшалăх символĕсене йышăннăранпа 25 çул çитнине халалласа чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем урокĕсенче ачасемпе «Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен пĕлтерĕшĕ» темăпа  калаçу ирттернĕ.

Тĕнчери кашни çĕршывăн хăйĕн гербĕ, ялавĕ, гимнĕ. Патшалăх символĕсем пирки Раççей Конституцийĕнче те каланă. Вĕсене паллă тумалли куна палăртнă. 1992 çулта ЧР Аслă Канашĕн культура ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕ конкурс йĕркелесе унта сĕннĕ вун-вун вариантран Э.Юрьевăн ĕçĕсене ‒ ялавпа герба ‒ тата И.Тукташ сăввипе Г.Лебедев кĕвĕленĕ "Тăван çĕршыв" юрра суйласа илсе патшалăх символĕсем туса хунă. 1997 çулта вĕсене саккунпах çирĕплетнĕ.

Республика гербĕн, гимнĕн, ялавĕн хăйĕн пĕлтерĕшĕ. Вĕсем - чăваш халăх историйĕн, несĕлĕсен йăли-йĕркин, малашлăха ăнтăлакан çутă ĕмĕтсен палли. Чăваш Енĕн ялавĕ, гербĕ, гимнĕ - пĕр тăрăхра пурăнакан çынсене пĕтĕçтерекен символсем. Вĕсенче ĕмĕрсене çыхăнтарса тăракан чăваш наци колоричĕ туллин палăрать. Чăваш Республикин ялавĕ тесен кашнин умĕнчех çутă сарăпа йĕпкĕн хĕрлĕ тĕслĕ вĕлтĕртетекен пысăках мар "тăваткал" сăнарланать. Çак тĕссене суйласа илни ахальтен мар. Сарă - хĕвел, çĕр çинчи пур чĕрĕ чуна та, ỹсен-тăрана та пурнăç парнелекен тĕс. Геральдика тĕлĕшĕнчен тишкерсен вăл пуянлăха, тĕрĕслĕхе, ĕненĕве, вăй-хала пĕлтерет. Йĕпкĕн хĕрлĕ тĕс ‒ чăваш халăх эрешĕнче чи анлă сарăлнă тĕссенчен пĕри, вăй-хăвата, хастарлăха сăнарлать. Ялаври сарă пай хĕвел айĕнчи анлăша, йĕпкĕн хĕрли вара чăваш çĕрне ăнлантарать. Варринче авалхи чăвашсен эмблемисенчен, "Пурнăç йывăççинчен" тата "Виçĕ хĕвелтен" тăракан композици вырнаçнă. Унти 8 кĕтеслĕ çăлтăр хитрелĕхе пĕлтерет.

 

АКА УЙĂХĔН 29-МĔШĔ ‒ ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ПАТШАЛĂХ СИМВОЛĔСЕН КУНĔ

nedel chuv17

«ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ГЕРБĔ, ГИМНĔ ТАТА ЯЛАВĔ» УРОКСЕМ

Паян Чăваш Республикин патшалăх символĕсене йышăннăранпа 25 çул çитнине халалласа  «Чăваш Республикин гербĕ, гимнĕ тата ялавĕ» истори урокĕсем иртрĕç.

 

ГИМНАЗИРЕ ЧĂВАШ ЧĔЛХИПЕ ЛИТЕРАТУРА ЭРНИНЕ ПĔТĔМЛЕТНĔ

nedel chuv18