РАÇÇЕЙРИ ВОЛОНТЕР ÇУЛТАЛĂКНЕ ТАТА ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧИ ИВАН ЯКОВЛЕВ ÇУЛТАЛĂКНЕ ХАЛАЛЛАНĂ ЧĂВАШ ЧĔЛХИПЕ ЛИТЕРАТУРИ ВУНĂКУНЛĂХĔ
Раççейре 2018-мĕш çула волонтер çулталăкӗ, Чăваш Республикинче И. Я. Яковлев çÿлталăкĕ тесе палăртнă.Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 28-мĕшĕччен Шупашкарти 1-мĕш гимназире чăваш чĕлхи вунăкунлăхĕ иртрĕ. Планпа килĕшÿллĕн чăваш чĕлхи вунăкунлăхĕнче тĕрлĕ мероприятисем иртĕç. Гимназире вĕренекенсемпе вĕрентекенсем кашни ĕçе тĕплĕн хатĕрленчĕç.
Шкулти библиотекăра И.Я.Яковлева халалласа выставка йĕркелерĕç. Выставкăра вĕренекенсем чăваш халăхĕн мухтавлă çыннин, И.Я.Яковлевăн пултаруллăхĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма пултарчĕç.
АКА УЙĂХĔН 19-МĔШĔ – ХАЛĂХСЕН ТУСЛĂХĔН КУНĔ
Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарти 1-мĕш гимназире Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен туслăхне халалланă «Туслăхпа тăванлăх ‒ пирĕн пуянлăх» этнофестиваль-конкурс иртрĕ. Фестиваль И. Я. Яковлев çулталăкне халалласа хулари шкул ачисем хушшинче пулчĕ. Тӗрлӗ шкултан пуҫтарӑннӑ ачасем хайсен пултарулӑхӗпе, пӗлӗвӗпе ӑмӑртма сцена ҫине тухрӗҫ. Чӑваш, вырӑс, тутар, якут, инди, эрмен, таджик, украин тумӗпе тухнӑскерсем, презентацисемпе, наци апачӗсемпе, юрри-ташшипе, сӑввипе паллаштарчӗҫ. Уйрӑм станцири кӑсӑклӑ ыйтусене хуравласси те вӗсемшӗн йывӑрлӑх пулмарӗ.
Конкурсантсем чӑннипех те тӑрӑшса хатӗрленни палӑрчӗ. Чӑваш эстрадин юрӑҫи Валентина Телей, жюри йышӗнче пулнӑ май, ачасене хавхалантарса пычӗ. Вӑл шӑратнӑ «Уголок России» юрра пӗтӗм зал тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗ. 1-мӗш гимнази, 1, 41, 49, 55, 54-мӗш вӑтам шкулсен чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем мероприятие ҫӳллӗ шайра ирттерес тесе нумай вӑй хуни каламасӑрах паллӑ.
Чӑваш Наци Конгресӗн пресс службин ертӳҫи Зоя Аркадьевна Яковлева уява хутшӑннисене пурне те ӑшшӑн саламларӗ, тав турӗ, Хисеп хучӗсемпе чысларӗ. Малашне те иксӗлми хастарлӑх сунчӗ. Пирӗн вӑй туслӑхпа пӗрлӗхре пулнине палӑртрӗ.
Леонтьева Н. Г. - чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ
АКА УЙĂХĔН 20-МĔШĔ – ТЕАТР КУНĔ
Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 5-6 классем хушшинче «Театр ‒ культура тĕкĕрĕ» станцисем тăрăх вăйă иртрĕ. «Шевле» (5-мĕш «Е» класс), «Актёр туссем» (5-мĕш «Г» класс), «Асамат кĕперĕ» (5-мĕш «Д» класс), «Нарспи» (5-мĕш «В» класс+6-мĕш «Ж» класс), «Маска» (5-мĕш «А» класс), «Туслăх» (5-мĕш «Б» класс), «Асамат БЭМС» (6-мĕш «Ж» класс) ушкăнсем хушшинче хĕрÿллĕ ăмăрту пулчĕ. Ушкăнсем 6 стаци витĕр тухрĕç: «Чăваш драма театрĕ» станцире ачасем Чӑваш академи драма театрӗн актриси Вера Кузьмина çинчен ыйтусем çине хуравларĕç, «Вырăс драма театрĕ» станцинче вĕсем Корней Чуковский çырнă «Айболит» сăвва илемлĕ вуласа пачĕç, «Оперăпа балет театрĕ» станцинче ушкăнсем чăвашла тата вырăсла юрлама пĕлнине кăтартрĕç. «Сатирăпа кулăш театрĕ» станцинче сатирăпа кулăш артисчĕсем пулчĕç, кулăшла рольсене выляса кăтартрĕç. «Çамрăксен театрĕ» станцире «Сармантейĕн сар чăххи» юмаха лартрĕç. «Пуканесен театрĕ» станцире театр репертуарне чухларĕç. Вăйă пурне те килĕшрĕ. «Нарспи» ушкăн 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, «Асамат кĕперĕ» тата «Актёр туссем» ушкăнсем 2-мĕш вырăн йышăнчĕç. «Асамат БЭМС» тата «Шевле» ушкăнсем 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. Маттурсем! Саламлатпăр!
Вакку М. И. - чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ
АКА УЙĂХĔН 23-МĔШĔ – ЮРĂ-ТАШĂ КУНĔ
Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче гимназие юратнă чăваш эстрада юрăçисем: Алексей Московский тата Типшĕм Сашук чăваш эстрада юрăçисем «Çурхи салам» концертпа килчĕç. Концерт питĕ чаплă иртрĕ. Ачасем те вĕрентекенсем те артистсене хавхалантарса тăвăллăн алă çупрĕç. Вĕсемпе пĕрле юрларĕç, ташларĕç. Концерт вĕçленсен асăнмалăх сăнÿкерчĕк тума та манмарĕç.
Вакку М. И. - чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ
АКА УЙĂХĔН 24-МĔШĔ – ПОЭЗИ КУНĔ
Гимназире «Вăрçă ахрăмĕ ‒ çĕнтерÿ сасси» ятлă сăвă вулакансен тата çамрăк сăвăçсен конкурсĕсем иртрĕç. Конкурссенче 5-10 класс ачисем хутшăнчĕç.
Сăвă вулакансен пĕтĕмлетĕвĕ çапла пулчĕ.
«Чăвашла сăвă вуласси» номинаци:
1 вырăн - Милютин Максим - 8 «Е» класс (Вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);
2 вырăн - Германова Злата - 8 «А» класс (Вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.);
3 вырăн - Якимова Екатерина - 5 «А» класс (Вĕрентекенĕ Вакку М.И.).
«Вырăсла сăвă вуласси» номинаци:
1 вырăн - Каринкина София, Анисимова Мария - 5 «Е» класс (Вĕрентекенĕ Иванова Л.А.);
2 вырăн - Ливанова Мария - 5 «В» класс (Вĕрентекенĕ Вакку М.И.);
3 вырăн - Макарова Дарья, Мороз Юлия - 7 «Е» класс (Вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.).
Ванюшкина З.А. - чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ
Çак кунах Чăваш Республикинче тата унăн тулашĕнче «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2018» акци иртрӗ. Пирĕн гимназире ĕçлекен чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем ҁак акцие хастар хутшӑнчӗҁ. Вӗсем хӑйсен пӗлӗвне, чӑвашла йӑнӑшсӑр ҁырассине, чарӑну паллисене тĕрĕс лартассине тӗрӗслерӗç.
Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче гимназире И.Я.Яковлев хайлавĕсем тǎрăх хатĕрленĕ ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Чăваш чĕлхи вунăкунлăхĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем уроксенче, класс тулашĕнчи сехетсенче аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев çинчен тĕплĕнрех чарăнса тăчĕç. Гимназире вĕренекенсем аслă вĕрентекенĕмĕр çырнă юмахсемпе паллашрĕç, унти сӑнарсене ÿкерчĕҫ. Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче çак ÿкерчĕксен конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Конкурса 50 ытла ĕç тăратнă. Ытларах ачасем «Автан», «Лаша шырани», «Чакак», «Тилӗпе тӑрна», «Уçăлма тухнă шăши» калавсем тăрăх ÿкерчĕксем тунă. Пĕтĕмлетÿ тума гимназире нумай çул ĕçлекен ИЗО тата черчении вĕрентекенĕ Анатолий Николаевич Головинский пулăшрĕ.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ:
5 классем хушшинче:
1-мĕш вырăн:
1) Васильева Я., 5 «Д» класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.);
2) Беляева Е., 5 «Г» класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.);
3) Забродина Д., 5 «Г» класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.);
4) Никифорова В., 5 «А» класс (вĕрентекенĕ Вакку М.И.).
2-мĕш вырăн:
1) Семенова И., 5 «Г» класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.);
2) Уваров К., 5 «А» класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.).
3-мĕш вырăн:
1) Басыров С., 5 «Г» класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.);
2) Хамбикова А., 5 «Г» класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.);
3) Иванов А., 5 «Д» класс (вĕрентекенĕ Ванюшкина З.А.);
4) Сидоров Н., 5 «Г» класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.);
5) Титарчук А. , 5 «Е» класс (вĕрентекенĕ Иванова Л.А.).
6 классем хушшинче:
1-мĕш вырăн: Орлова К., 6 «В» класс (вĕрентекенĕ Ванюшкина З.А.);
2 -мĕш вырăн: Манянина Ю., 6 «Е» класс (вĕрентекенĕ Вакку М.И.).
7 классем хушшинче:
1-мĕш вырăн: Маркелова Я., 7 «В» класс (вĕрентекенĕ Федорова Л.М.);
2-мĕш вырăн: Геращенко К., 7 «В» класс (вĕрентекенĕ Федорова Л.М.);
3-мĕш вырăн: Степанова С., 7 «Ж» класс (вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.).
9 классем хушшинче:
1-мĕш вырăн: Малышева С., 9 «Д» класс (вĕрентекенĕ Вакку М.И.);
2-мĕш вырăн: Сурикова Д., 9 «В» класс (вĕрентекенĕ Ванюшкина З.А.).
Иванова Л.А. - чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ
Регионсен хушшинчи ача-пӑча пултарулӑхĕн «Асамлă тĕрĕ тĕнчи - 2018» конкурсра çĕнтернисен чыславĕ Шупашкарти Наци библиотекинче иртрĕ. Тăххăрмĕш çул ăна «Паха тĕрĕ» фирма тата «Бичурин тата паянхи самана» музей йĕркелесе пыраççĕ. Вĕсене çак пархатарлă ĕçре пулăшса пыракансем – Чăваш наци конгресĕ тата «Чăваш Енри хĕрарăмсен» пĕрлешĕвĕ. Юлашки çулсенче Чӑваш наци конгресĕ пулӑшнипе ку конкурса Чӑваш Республикин нумай районĕсенчен кăна мар, Раççей регионĕсенчи чăваш ачисем те хутшăнаççĕ. Конкурс çĕнтерÿçисене Хисеп Хучĕсемпе, дипломсемпе чысларĕç. Регионсем хушшинче ирттернĕ «Асамлă тĕрĕ тĕнчи – 2018" конкурсра çĕнтернисен чыславĕнче пирĕн гимназире вĕренекен Волков Никитăпа (1-мĕш вырăн) Сидорова Екатерина (3-мĕш вырăн) хăйсен вĕрентекенĕпе Вакку Марина Ивановнăпа хутшăнчĕç. Тĕплĕрех: http://tavanen.ru/завтра-выставка-фабрики-паха-тере-о/
Леонтьева Н. Г. - чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче гимназире чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче вĕрентекенсем «Пуринчен малтан эпě сире чěнсе калатăп…» историпе краеведени сехечĕсем ирттерчĕç. Ку сехете вĕсем чăваш халăхне çутта кăларнă Аслă Вĕрентекенĕмĕре, Иван Яковлевич Яковлева халалларĕç. Ачасене унăн пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕç. Çавăн пекех Вĕрентекенĕмĕрĕн Чăваш халăхне панă халалĕпе паллаштарчĕç.
И. Я. Яковлев халалĕ – ÿсекен ăрăва каланă пехил. Пехил вăл – чăваш çынни хăй вилес умĕн пурлăхне, еткерлĕхне тăванĕсене халалласа хăварни, ытлăх-çитлĕх пурăнма, тĕрĕс-тĕкел ĕмĕтленме, сывлăхлă пулма пиллени. Анчах та И. Я. Яковлев хăйĕн ывăл-хĕрне мар, пĕтĕм чăваш халăхне халал парса хăварнă. Халăхпа халăх, çынпа çын тан пулмалла, вĕсен пĕр-пĕринпе хирĕçмесĕр пурăнмалла, пĕри теприн умĕнче хăйне асла е мĕскĕне хумалла мар, мĕншĕн тесен вĕсем пурте çынсем. Çавăнпа та çынсен пурин те сăпайлă пулмалла тата пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнмалла. Çак шухăшсене эпир Яковлев чăваш халăхне панă халалĕнче куратпăр. Чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлевăн халалĕнчи шухӑшсем кашни ача чунне, чĕрине пырса тивессе шанас килет.
Паян Шупашкарта Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш чĕлхи кунĕ тата тăванхалăха ҫутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнăранпа 170 ҫул ҫитнĕ ятпа торжествăлла мероприяти иртнĕ. Уява чылай хăна пуҫтарăннă.
Мероприятинче ҫакăн пекех Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Николай Угаслов, Чăваш Республикинчи халăхсен Ассамблейĕн Председателĕ Лев Кураков пулнă.
Леонтьева Н. Г. - чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ
АКА УЙĂХĔН 26-МĔШĔ – НАУКА КУНĔ
Чӑваш чӗлхи урокĕсенче ачасем тĕрлĕ проектсем тăваççĕ. Çакăн пек проект ĕçĕсене усă курса гимназире вӗренекенсем хушшинче «2018-мĕш çулхи юбилярсем» стена хаҫачӗсен конкурсӗ иртрӗ. Ку мероприятие И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул, Чӗмпӗрти чӑваш шкул уҫни 150 ҫул, чӑвашсен паллӑ поэчӗ Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академии драма театрӗ никӗсленнӗренпе 100 ҫул, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх Ҫамрӑксен театрӗ никӗсленнӗренпе 85 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ачасем кӑсӑкланса та хавхаланса ӗҫлерӗҫ. Хӑйӗн ӗҫҫсенче конкурс темине анлӑ уҫса пама тӑрӑшрӗҫ.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ:
1-мĕш вырӑн: 1) «Пӗрремӗш шкул», Петрова Д., Кожанова С., 7 «Г» класс (вĕрентекенĕ Иванова Л.А.); 2) «Вера Кузьмина», 8 «В» класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.); 3) «Митта Ваçлейĕ», 8 «Б» класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.).
2-мĕш вырӑн: 1) Иван Яковлев - чăваш просветителĕ», 8 «А» класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.); 2) «Театр актёрӗсем», 6 «Д» класс (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.).
3-мĕш вырăн: 1) «Ҫамрӑксен театрӗ», 6 «Д» класс, (вĕрентекенĕ Прохорова Н.В.); 2) «И.Я.Яковлев ӗҫӗ-хӗлӗ», Киреева М., Табакова Э., Кашаева С., 7 «Г» класс (вĕрентекенĕ Иванова Л.А.); 3) «Яковлев ӑрӑвӗ», Ракипова К., Крылова Т., 6 «В» класс (вĕрентекенĕ Ванюшкина З.А.).
Прохорова Н.В. - чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ
Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче пирĕн гимназире вĕренекенсем регионсем хушшинче иртнĕ «Акпарс вулавĕсем» ачасен тĕпчев ĕçĕсен конференцийĕнче хутшăннă. Ку конференцие Мари Эл Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви хушнипе йĕркеленĕ. Козьмодемьянск, Йошкар-Ола, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен, Мари Эл тата Чăваш Республикисен районĕсенчен килнĕ ачасем хăйсен тĕпчев тата творчество ĕçĕсемпе паллаштарнă. Пирĕн гимназире 6-мĕш класра вĕренекен Львова Софья хăйĕн тĕпчев ĕçĕпе 1-мĕш вырăн йышăннă (вĕрентекенĕ Вакку М. И.). Саламлатпăр! Малалла та çитĕнÿсем тума сунатпăр!
Леонтьева Н. Г. - чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ
АКА УЙĂХĔН 27-МĔШĔ ‒ ЛИТЕРАТУРА КУНĔ
Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче çамрăк сăвăçсен конкурсĕ иртрĕ. Ачасем сăвă хайласа ăмăртрĕç. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ:
6-мĕш классем хушшинче:
1 вырăн Кириллова Ева - 6 «Б» класс (Вĕрентекенĕ Федорова Л.М.);
2 вырăн - Рогулев Денис - 6 «В» класс (Вĕрентекенĕ Ванюшкина З.А.);
3 вырăн - Григорьева Мария - 6 «Ж» класс (Вĕрентекенĕ Вакку М.И.).
7-мĕш классем хушшинче:
1 вырăн Госькова Ульяна - 7 «Г» класс (Вĕрентекенĕ Леонтьева Н.Г.);
2 вырăн - Кулькова Александра - 7 «В» класс (Вĕрентекенĕ Федорова Л.М.);
8-мĕш классем хушшинче:
1 вырăн - Фирсова Варвара, Долинская Анастасия - 8 «Г» класс (Вĕрентекенĕ Федорова Л.М.);
2 вырăн - Федорова Юлия - 8 «Г» класс (Вĕрентекенĕ Федорова Л.М.).
10-мĕш классем хушшинче:
1 вырăн - Козлова Софья - 10 «Б» класс (Вĕрентекенĕ Ванюшкина З.А.).
Федорова Л.М. - чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ
АКА УЙĂХĔН 28-МĔШĔ ‒ ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН
ПАТШАЛĂХ СИМВОЛĔСЕН КУНĔ
Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче гимнази вĕрентекенĕсем уроксенче тата класс сехечĕсенче ачасемпе «Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен пĕлтерĕшĕ» темăпа калаçу йĕркелерĕç. Çавăн пекех çак кун «Чăваш Республикин гербĕ, гимнĕ тата ялавĕ» истори урокĕсем иртрĕç.
Тĕнчери кашни çĕршывăн хăйĕн гербĕ, ялавĕ, гимнĕ. Патшалăх символĕсем пирки Раççей Конституцийĕнче те каланă. Вĕсене паллă тумалли куна палăртнă. 1992 çулта ЧР Аслă Канашĕн культура ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕ конкурс йĕркелесе унта сĕннĕ вун-вун вариантран Э.Юрьевăн ĕçĕсене ‒ ялавпа герба ‒ тата И.Тукташ сăввипе Г.Лебедев кĕвĕленĕ «Тăван çĕршыв» юрра суйласа илсе патшалăх символĕсем туса хунă. 1997 çулта вĕсене саккунпах çирĕплетнĕ.
Республика гербĕн, гимнĕн, ялавĕн хăйĕн пĕлтерĕшĕ. Вĕсем ‒ чăваш халăх историйĕн, несĕлĕсен йăли-йĕркин, малашлăха ăнтăлакан çутă ĕмĕтсен палли. Чăваш Енĕн ялавĕ, гербĕ, гимнĕ - пĕр тăрăхра пурăнакан çынсене пĕтĕçтерекен символсем. Вĕсенче ĕмĕрсене çыхăнтарса тăракан чăваш наци колоричĕ туллин палăрать. Чăваш Республикин ялавĕ тесен кашнин умĕнчех çутă сарăпа йĕпкĕн хĕрлĕ тĕслĕ вĕлтĕртетекен пысăках мар "тăваткал" сăнарланать. Çак тĕссене суйласа илни ахальтен мар. Сарă ‒ хĕвел, çĕр çинчи пур чĕрĕ чуна та, ÿсен-тăрана та пурнăç парнелекен тĕс. Геральдика тĕлĕшĕнчен тишкерсен вăл пуянлăха, тĕрĕслĕхе, ĕненĕве, вăй-хала пĕлтерет. Йĕпкĕн хĕрлĕ тĕс ‒ чăваш халăх эрешĕнче чи анлă сарăлнă тĕссенчен пĕри, вăй-хăвата, хастарлăха сăнарлать. Ялаври сарă пай хĕвел айĕнчи анлăша, йĕпкĕн хĕрли вара чăваш çĕрне ăнлантарать. Варринче авалхи чăвашсен эмблемисенчен, «Пурнăç йывăççинчен» тата «Виçĕ хĕвелтен» тăракан композици вырнаçнă. Унти 8 кĕтеслĕ çăлтăр хитрелĕхе пĕлтерет.
Леонтьева Н. Г. - чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ