Чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕ. И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн Историпе филологи факультечĕнче "Тĕрлĕ культура условийĕнчи наци чĕлхисемпе литературисем" Раççей шайĕнчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Пирĕн гимназире ĕçлекен Любовь Михайловна Фёдоровăпа Наталия Васильевна Прохорова вĕрентекенсем те хăйсен ĕçĕсемпе "Тăван чĕлхепе литературăна ФГОС-а вăя кĕртнĕ тапхăрта вĕрентесси" ятлă секцинче ĕçлерĕç. Çак конференцие педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕн Валентина Ивановна Игнатьевăн юбилейне халаланă. Валентина Ивановна вырăс шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентмелли меслет кăтартăвĕсен авторĕ, шкул ачисем валли нумай вĕренÿ кĕнеки пичетлесе кăларать, çав вăхăтрах Чăваш патшалăх педагогика университечĕн Историпе филологи факультечĕнче "Чăваш чĕлхипе литература" уйрăмĕнче ăс пухакан студентсене вĕрентет. Валентина Ивановнăна эпир те, Шупашкарти 1-мĕш гимназире чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем, саламлатпăр. Ăна ырлăх-сывлăх, пархатарлă ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.