Чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕ. Паян пирĕн гимназири 5-6 классенче вĕренекенсен ушкăнĕ хула шайĕнче ирттернĕ «Маттур ачасем» квест-вăйăра хутшăнчĕ. Ку вăййа Шупашкарти чăваш чĕлхипе литература вĕренекенĕсен ассоциаци пĕрлешĕвĕн «Вĕренÿри çĕнĕлĕхшĕн» ушкăнĕ тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 4-мĕш гимназире ĕçлекен чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем йĕркеленĕ. Тĕрлĕ шкулсенче вĕренекенсем пĕр-пĕринпе тупăшса çăмăл мар, кăсăклă ĕçсем пурнăçланă. Квест-вăйă «Килти ĕç» пайран пуçланнă. Кунта шкулсем хăйсен ушкăнĕсемпе паллаштарнă: команда ятне, девизне каланă, кашни ача хăй мĕн ятлине, мĕнпе кăсăкланнине, мĕн юратнине пĕлтернĕ. Çавăн пекех командăсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Пĕрисем ташласа, теприсем юрласа, виççĕмĕшĕсем сăвă каласа панă. Пирĕн гимназире вĕренекен Саша Егоров хуткупăспа илемлĕ чăваш кĕвви каланă, Вика Леонтьева «Атăл атте çĕр-шывĕ» сăвăпа паллаштарнă. Çавăн пекех командăсем «Ваттисен сăмахĕсен, тупмалли юмахсен тĕнчи» станцире пулнă, «Пултаруллă ачасем» станцире чăвашла сăвăсем каланă, «Чăваш çăлтăрĕсем» станцире Чăваш Республикин паллă çыннисене, «Вăрманта çырлара...» станцире чăваш вăрманĕсенчи йывăç-курăксене, кайăксене, чĕр-чунсене аса илнĕ, «Пулăра» станцире «пулă тытса» тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланă, «Ман тăван хулам» станцире юратнă хула çинчен панă ыйтусем çине хуравланă.
Вăйă ачасене питĕ килĕшнĕ. Пирĕн гимназире вĕренекенсен ушкăнĕ 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Маттурсем!
Конкурса хутшăнакансем: Смирнова Оля, Иванова Юля, Иванов Рома, Егоров Саша тата Леонтьева Вика.