Республикăри шкулсем пĕтĕм Раççейре иртекен акцийе хутшăнчĕç. Кашни вĕренÿ учрежденийĕнче ятарлă информатика урокĕсем иртрĕç. Ачасене компьютер валли программăсем çырма вĕрентрĕç.
Ку вăййа ятарласа ăс-тăна аталантарма шутласа кăларнă. Шкул ачисем компьютер программисемпе ĕçлеме хăнăхаççĕ. Лев Батьков 1-мĕш гимназире вĕренкен кун пек вăйăсем çивĕчлĕхпе тавçăрулăха аталантарни çинчен калать.
– Йывăрлăхсем пур, – тет вăл, – çавах та вĕсене çĕнтерме пулать. Вăхăтра программăна тĕрĕслесе малалла куçмалла çеç.
– Ку хăйне евĕлĕ çĕнĕлĕх, – тет шкул директорĕн вӗренӳпе воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Татьяна Владимировна Кирий. – Ачасем  тренажера вăйă вырăнне хурса, кăсăкланса ĕçлеççĕ. Вĕсем кристалл çутатнине, хĕçпе корона тухнине кураççĕ, мул шыраççĕ. Вĕренекенсен вăйă азарчĕ çуралать.
Пирĕн çĕршывра ку акци виççĕмĕш хут иртет. Ытти çулпа танлаштарсан кăçалхи хăнăхтарусене урăхла йĕркеленĕ, кĕçĕн классем валли çăмăллатнă, аслисем валли вара кăткăслатнă. Шкул ачисем программăсем çырса та хăйсен вăйне тĕрĕслеме пултараççĕ.
– Ку акци чи малтан пĕтĕм тĕнчере аталанакан информаци технологийĕсене пурне те ăнланмалла тума, вĕренекенсене хамăр çĕршыври технологисене аталантармалли çинчен пĕлтерме кирлĕ, – тет Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăлла коммуникацисен министерствинче ĕçлекен Информаци технологийĕсен центрĕн пуçлăхĕ Михаил Анисимов. – Акци ачасене пулас профессие суйлама та пулăшать.
Акцие йĕркелекенсем каланă тăрăх: вăййа хутшăнакан шкул ачисен йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Кăçал унта Раççĕйĕпе пурĕ 10 миллиона яхăн вĕренекен хутшăнмалла. Компьютер валли программа хатĕрлекенсен тĕнчине пурте çитме пултараççĕ. Кун валли «часкода.рф» сайтра регистрациленмелле анчах.

image221270230