Шупашкарти 1-мĕш гимназире хула шайĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика семинарĕ иртрĕ. Семинар «Класс тулашĕнчи ĕçсем ‒ ачасене чăваш халăх культурине юратма хăнăхтармалли мелсем» темăпа иртрĕ. Асăннă семинара Шупашкарти чăваш чĕлхипе литература вĕренекенĕсен «21-мĕш ĕмĕр» ассоциаци пĕрлешĕвĕн «Вĕренÿри çĕнĕлĕхшĕн» пултарулăх лабараторийĕ (Ертÿçи Н.Г. Леонтьева) йӗркеленӗ.
Семинара Шупашкарти пĕтĕмĕшле пӗлӳ паракан 1-мӗш гимназин директорĕ Л.И. Аллабергенова уçрĕ. Çавăн пекех семинара килнĕ вĕрентекенсене саламласа 1-мĕш гимназири директорăн вӗренӳпе воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Л.А. Воробьева, мониторингпа вĕренӳ аталанӑвĕн центрĕн методисчĕ
Н.Ю. Гордеева тухса калаçрĕç.
Семинар программи питĕ кăсăклă та тулли пулчĕ. Вăл темиçе пайа пайланчĕ. Кашни пайра «Вĕренÿри çĕнĕлĕхшĕн» пултарулăх лабараторийĕнче тăрăшса ĕçлекенсем хăйсен шкулĕсенче хула шайĕнче ирттернĕ класс тулашĕнчи ĕçсемпе паллаштарчĕç:
1) «4-мĕш гимназире хула шайĕнче ирттернĕ класс тулашĕнчи мероприятисем», Егорова О. П., 4-мĕш гимназири вĕрентекен;
2) «Чăваш чĕлхипе вырăс шкулĕсенче информаципе хутшăну технологийĕсемпе усă курса класс тулашĕнчи ĕçсем ирттересси», Иванова Т.В., Данилова Е.Д., Куракова В.В., Семенова Г.Д., 49-мĕш шкулти вĕрентекенсем;
3) «Ан юлăр кун-çул уттинчен…», Трифонова В.А., Дегтярёва И.В., Михайлова Л.А., Федорова Т.Н., 54-мĕш шкулти вĕрентекенсем;
4) «Компьютерпа усă курса ирттермелли вăйăсем», Ананьева З. Е., 2-мĕш гимназири вĕрентекен;
5) «Тăван ен культурине, ăс-хакăлне ăша хывма пулăшакан класс тулашĕнчи ĕçсем», Большова С.В., Ильина Т.В., Мокрова В.С., Кабуркина И.С., Трофимова И.Г., 55-мĕш шкулти вĕрентекенсем;
6) «Чăваш пулнишĕн мухтанатпăр, чăваш чĕлхине юрататпăр!», Леонтьева Н.Г., Вакку М.И., Иванова Л.А., Ванюшкина З.А., Прохорова Н.В., Федорова Л. М., 2-мĕш гимназири вĕрентекенсем;
7) «Проблемы сохранения и популяризации детского музыкального фольклора на современном этапе», Тяхмусова С. В., 43-мĕш шкулти вĕрентекен, «Чăваш юрри-кĕввин илемĕ» пултарулăх лаççин ертÿçи.
Çавăн пекех семинарăн кашни пайĕнче килнĕ хăнасем ачасен пултарулăхĕпе паллашрĕç:
- 1-мĕш гимназири 6-мĕш класс ачисем Лидия Сарине çырнă «Вăрманти уяв» юмаха лартса пачĕç;
- 8-мĕш класра вĕренекен Аня Порфирьева «Ĕмĕтлен» юрра шăрантарчĕ;
- 6-мĕш класра вĕренекен Вика Леонтьева «Атăл атте çĕршывĕ» сăвăпа паллаштарчĕ;
- 10-мĕш класра вĕренекен Настя Андреева «Мухтав юрри» юрласа савăнтарчĕ;
- 54-мĕш шкулта вĕренекен ачасем «Тÿнкки-тÿнкки» ташша ташларĕç.
Килнĕ хăнасем ачасене хавхалантарса тăвăллăн алă çупрĕç. Ачасен кашни пулталулăх номерне сумлă экспертсем хакларĕç: Раççей тата Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, режиссер
Н.Т. Панина, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, режиссер В.Н. Григорьев, "Сарпике" халăх ансамблĕн балетмейстерĕ А.А. Лукина, «Асамат&Шевле» журналăн тĕп редакторĕ, çыравçă-журналист В.Д. Николаев, «Чăваш юрри-кĕввин илемĕ» пултарулăх лаççин ертÿçи С. В. Тяхмусова.
Вĕсем ачасен пултарулăхне анчах мар, семинара килнĕ вĕрентекенсем валли йĕркеленĕ «Хавал пулсан»интерактивлă конкурса та хакларĕç. Ку конкурсăн ĕçĕсемпе ыйтăвĕсене семинарăн кашни пайĕнче каласа пычĕç. Хулари тĕрлĕ шкулсенче ĕçлекен чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем тĕрлĕ ĕçсем пурнăçларĕç: сăвă йĕркисем хайларĕç, чăвашла кăткăс сăмахсене куçарчĕç, тупмалли юмахсен тупсăмне тупрĕç, чăваш чĕлхине вĕренме чĕнекен реклама шутласа тупрĕç, «семинар» сăмахпа акросăвă çырчĕç. Шкул ачисен вырăнĕнче те пулчĕç: юлташĕсене, вĕрентекенĕсене, ашшĕ-амăшне Çĕнĕ çул ячĕпе саламларĕç. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх 47-мĕш шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекен А. Г. Петрова çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ, 40-мĕш шкулта ĕçлекен Г. А. Гавриловăпа 10-мĕш шкулта ĕçлекен М. И. Архипова 2-мĕш вырăнсем йышăнчĕç, 7-мĕш шкулта ĕçлекен Т. И. Антонова 3-мĕш вырăна тивĕçлĕ пулчĕ. Çак вĕрентекенсене семинар вĕçĕнче дипломсемпе чыслани вара вĕсемшĕн пачах кĕтмен парне пулчĕ.
Семинара хутшăнакансем мероприяти ăнăçлă иртнине палăртрĕç. Вĕсем пурте кашни ĕçех питĕ хастар хутшăнчĕç, панă ыйтусене хавхаланса хуравларĕç, хăйсем те ыйтусем пачĕç, чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри проблемăллă лару-тăрăва сÿтсе яврĕç, пĕр-пĕрне кирлĕ сенÿсем пачĕç. Мониторингпа вĕренӳ аталанӑвĕн центрĕн методисчĕ Н. Ю. Гордеева семинар усăллă иртнине палăртрĕ.