Раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарти 48-мĕш тата 54-мĕш шкулсенче чăваш чĕлхипе тата литературипе хула шайĕнче олимпиада иртрĕ. Олимпиадăна хулари 7-11-мĕш класс вĕренекенĕсем пуçтарăнчĕç. Пирĕн гимназире вĕренекенсем çитĕнÿсемпе таврăнчĕç:
* Григорьева Аринăпа Андреева Виктория çĕнтерÿçĕсен ятне тивĕçрĕç (вĕрентекенĕсем Ванюшкина З. А., Иванова Л. А.).
* Егорова Наталья, Якимов Станислав (вĕрентекенĕ Вакку М. И.), Ванеев Леонид, Миронова Карина (вĕрентекенĕ Ванюшкина З. А.), Анисимова Елена (вĕрентекенĕ Иванова Л. А.) призерсен шутне кĕчĕç. Саламлатпăр!