2019 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци иртрĕ.

Диктант çырма пухăннă вĕрентекенсене, шкул ачисемпе колледжсен студенчĕсене, тĕрлĕ организаципе учреждени ĕçченĕсене Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев, этнокультура вĕрентĕвĕ кафедрин ертÿçи Анна Егорова, диктант тексчĕн авторĕ Владислав Николаев саламларĕç. Диктант çыракансем чăваш театрĕпе кино актрисине, чăваш çыравçине, чăваш халăх культурин паллă ĕçченне – Тани Юна – халалланă текст кăсăклă пулнине палăртрĕç.ccvdfrr

Вĕренÿ институтĕнче пĕтĕмпе 81 çын диктант çырчĕ. Вĕсем хушшинче диктант çырма пирĕн гимназирен тăххăрмĕш класс ачисем хăйĕн вĕрентекенĕпе кăмăл турĕç. Пиллĕк балпа Пудейкин Дима тата Наталия Васльевна таврăнчĕç. Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе пурне те чĕререн саламлатпăр!

Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ, Прохорова Н.В.

http://chrio.cap.ru/Info.aspx?type=news&id=4073564