Каникулы в "Березке"
Весенние каникулы в "Берёзке"
Во время весенних каникулах нам, ученикам 5ж класса Орлову Максиму, Прейсс Елизавете и Григорьевой Марии, посчастливилось отдохнуть в МБОУДО "ДОЛ "Березка". На весенней - профильной смене у нас были занятия и много разных мероприятий. Занятия разделялись на 3 профиля: «Био-профиль», «Язык успеха» и «Робототехника». На «Био-профиле» к нам приходили учителя географии, биологии, ОБЖ. На занятиях мы изучали материки и страны, учились измерять давление, делать кардиограмму и оказывать первую помощь.На «Языке успеха» мы изучали английский язык, этикет и особенности этого языка. Там было интересно. А вот ребята на «Робототехнике» ездили в Кванториум и делали роботов. Наше утро всегда начиналось с зарядки! А вечерами у нас были весёлые и зажигательные дискотеки или просмотры хороших фильмов...Проводились веселые и увлекательные конкурсы... А ещё работали творческие мастерские...Мы очень рады, что провели весенние каникулы в "Берёзке"!!!
Прейсс Е., Григорьева М.
Весенние каникулы
План работы на весенние каникулы
25 марта 2017 года учащиеся 6Г класса вместе с классным руководителем Мошковой О.Б. совершили увлекательную поездку в ФОЦ "Росинка". В программу поездки входили: экскурсия по территории лагеря, забавы на свежем воздухе, посещение бассейна, игры по тимбилдингу. Вожатые, проводившие мероприятия с шестиклассниками были очень профессиональные и доброжелательные. Ребята остались очень довольны поездкой.
Каникулы уже начались, но это не говорит о том, что нужно бездельничать, ведь самый лучший отдых – это активный отдых! Поэтому 24 марта ученики 5Г класса пришли в гимназию и приняли участие в соревнованиях по волейболу. Победу одержали ученики 5Б класса, но 5Г класс не расстроился, наоборот, для них это была всего лишь разминка перед запланированным походом в Ледовый дворец «Чебоксары-Арена». Учащиеся провели полтора часа на катке в сопровождении классного руководителя Ульяновой Анны Николаевны. Дети играли в догонялки, демонстрировали другу различные элементы фигурного катания. Были и те, кто встали на коньки впервые, и очень переживали по этому поводу, но одноклассники оказывали поддержку, не бросали новичков. Как результат, дети отлично и с пользой провели время. Ученики 5Г заверили, что это было не последнее посещение Ледового дворца в период весенних каникул, и обещали прийти сюда снова в ближайшее время, но уже с родителями.
"Туслăхпа тăванлăх ‒ пирĕн пуянлăх" этнофестиваль-конкурс
Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарти 1-мĕш гимназире Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен туслăхне халалланă «Туслăхпа тăванлăх ‒ пирĕн пуянлăх» этнофестиваль-конкурс иртрĕ. Фестиваль И. Я. Яковлев çулталăкне халалласа хулари шкул ачисем хушшинче пулчĕ. Çак конкурсра вĕренекенсем пĕр-пĕрне тĕрлĕ халăх чĕлхипе, йăли-йĕркипе, культурипе паллаштарчĕç.
49-мĕш шкулта вĕренекен Аня Громова Украина çинчен каласа пачĕ, украин чĕлхипе юрă юрласа савăнтарчĕ, 41-мĕш шкулта вĕренекен Алсу Блинова тутар халăхĕпе паллаштарчĕ, тутар ташшипе тĕлĕнтерчĕ, 54-мĕш шкулта вĕренекен Кузнецова Диана Инди çĕршывĕ çинчен каласа пачĕ, çак халăхăн ташшине ташласа пачĕ, 1-мĕш гимназире вĕренекен Мамиконян Степан Армени çинчен пĕлтерчĕ, эрмен чĕлхипе илемлĕ сăвă вуласа пачĕ. 55-мĕш шкулта вĕренекен Хикоят Каримова Таджикистан çинчен каласа кăтартрĕ таджик чĕлхипе сăвă вуласа тĕлĕнтерчĕ. Шупашкарти 1-мĕш шкулта вĕренекен Софья Сниткина вара пĕччен килмен, хăйпе пĕрле вĕренекен ачасемпе пĕрле вăл питĕ илемлĕ якут ташши ташласа пачĕ. Саха-Якути çинчен те вĕсемпе пĕрлех каласа кăтартрĕ. Конкурса ертсе пыракан Анита Павловăпа Виктория Леонтьева вырăс тата чăваш халăхĕсен уйрăмлăхĕсене танлаштарчĕç, юрри-ташшине кăтартрĕç.
Фестиваль-конкурса хутшăнакансем куракансене тĕрлĕ халăх тумтирĕпе паллаштарчĕç, наци апачĕпе хăналарĕç, ăна мĕнле пĕçермеллине ăнлантарчĕç. Туслăх çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç. Ыйтусем çине хуравласа харпăр хăй ăсĕпе тĕлĕнтерчĕç.
Фестиваль-конкурс пурне те килĕшрĕ. Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн членĕ, пресс-служба ертÿçи Зоя Аркадьевна Яковлева конкурса пĕтĕмлетсе çапла каларĕ: «Çакăн пек конкурссем ачасене халăхсен уйрăмлăхне пăхмасăр пĕр-пĕрне хисеплесе, ăнланса, килĕштерсе, туслă пурăнмаллине туйса илме май параççĕ». Чăваш эстрада артисчĕ Валентина Телей ачасене яланах туслă пулма, пĕр-пĕрне ăнланса пулăшма, хисеплеме сунчĕ. Шăпах вĕсем конкурса хутшăнакансене хаклакансем пулчĕç.
Фестиваль-конкурс пĕтĕмлетĕвĕ:
- Шупашкарти 1-мĕш шкулта вĕренекен Сниткина Софья 1-мĕш вырăн йышăнчĕ;
- Шупашкарти 1-мĕш гимназире вĕренекен Мамиконян Степан 2-мĕш вырăн йышăнчĕ;
- Шупашкарти 49-мĕш шкулта вĕренекен Аня Громова 3-мĕш вырăн йышăнчĕ;
- 54-мĕш шкулта вĕренекен Кузнецова Диана 3-мĕш вырăн йышăнчĕ.
"Манăн чăваш сувенирĕ" конкурс çĕнтерÿçисем
Чăваш наци библиотекинче "Манăн чăваш сувенирĕ" конкурс çĕнтерÿçисене чысларĕç. Конкурса Чӑваш Енре пурăнакан 200 яхăн ача хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Ачасене ӳсӗмне кура тӑватӑ категорие уйӑрнӑ: 7 ҫул тултарманнисем, 8-11 ҫултисем, 12-14 ҫултисем, 15-17 ҫултисем. Ачасен ӗҫсене аслисем пулӑшмасӑрах хатӗрлемелле пулнă. Тӗслӗхрен, тӗрлемелле, йывӑҫран касса кӑлармалла, ÿкермелле, пукане е çемçе тетте тумалла.
Пирĕн гимназире вĕренекенсем иккĕмĕш хут çак конкурсра хастаррăн хутшăнаççĕ.
12-14 ҫултисем хушшинче:
* Кавказова Диана – 1-мĕш вырăн йышăннă (вĕрентекенĕ: Леонтьева Н. Г.);
* Васильева Ирина – 2-мĕш вырăн йышăннă (вĕрентекенĕ: Леонтьева Н. Г. ).
15-17 çулхисем хушшинче Сурикова Дашăн ÿкечĕкĕ "Куракансене кăмăла кайнă чи лайăх ĕç" номинацире çĕнтернĕ (вĕрентекенĕ: Ванюшкина З. А.).
Маттурсем! Саламлатпăр!
Тĕплĕнрех
«Çăлтăрчăк» вăйă конкурс
Ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 6-мĕш шкулта «Çăлтăрчăк» вăйă конкурсĕ хула шайĕнче иртрĕ. Ку конкурса чăваш чĕлхипе тăван ен культурине чун-чĕререн юратса вĕренекен, ăслă та анлă тавра курăмлă, сăвă калама ăста, юрлама тата ташлама юратакан чи пултаруллă ачасем хутшăнаççĕ.Вĕсем хушшинче пирĕн шкулти ачасем те пулчĕç, хăйсен çитĕнĕвĕпе пурне те савăнтарчĕç.
«Çăлтăрчăк» вăйă конкурса хутшăнакансем пилĕк станци витĕр тухрĕç :
- «Чĕлхе - халăх мулĕ» (чăваш чĕлхи вăрттăнлăхĕсем);
- «Çут çанталăка сыхласа çын хăйне сыхлать» (Раççей Федерацийĕнче иртекен Экологи çулталăкне халалланă станци);
- «Тăван кил ăшши - атте - анне ăшши» (Чăваш Республикинче иртекен Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă станци);
- «Илемлĕх тĕнчи» (Чăваш литературин классикĕсен хайлавĕсене чăвашла вуласси);
- «Пирĕн пултарулăх» (Ачасен юрлас-ташлас, сăвă хайлас пултарулăхне тĕрĕслени).
Конкурсра 6-мĕш класра вĕренекен Виктория Леонтьева (Вĕрентекенĕ: Леонтьева Н. Г.) призер ятне тивĕçрĕ.
Маттур! Малашне те пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр!
«Асамлă тĕрĕ тĕнчи – 2017» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ
«Бичурин тата паянхи самана» музейпа «Паха тĕрĕ» фирма Чăваш наци конгресĕ пулăшса пынипе çулсерен иртекен регионсен хушшинчи «Асамлă тĕрĕ тĕнчи – 2017» конкурса ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче пĕтĕмлетрĕç. Кăçалхи çул Чаваш республикинче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнипе жюри пайташĕсем конкурсăн темине «арçын тата хĕрарăм çи пуçĕ» тесе йышăнчĕç. Конкурса йĕркелеме кăçал «Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ» обществăлла организаци те пулăшрĕ .
Пирĕн гимназире вĕренекенсем çак конкурсра çулсерен хутшăнаççĕ.
"Сăвă хайласси" номинацире:
- Юлия Иванова 2-мĕш вырăн йышăннă (вĕрентекенĕ: Вакку М. И.);
- Наталья Егорова 2-мĕш вырăн йышăннă (вĕрентекенĕ: Вакку М. И.).
"Ÿкерчĕк" номинацире:
- Дарья Сурикова 2-мĕш вырăн йышăннă (вĕрентекенĕ: Ванюшкина З. А.).
Саламлатпăр! Малалла та çитĕнÿсем тума сунатпăр!
Чăваш литературин тĕнчине çÿлçÿреве...
Ака уйăхĕнче çулсерен пирĕн республикăра чăваш чĕлхи уйăхлăхĕ иртет. Ăна кашни шкултах тĕрлĕ енлĕ, пуян, интереслĕ ирттерме тăрăшаççĕ. Çак уйăхлăхпа тата "Чĕрĕ уроксем» проектпа килĕшÿллĕн 7 "Е" класра вĕренекенсем К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче пулчĕç. Унта экскурсовод ачасене Чăваш Республикин паллă çыравçисемпе сăвăçисем çинчен каласа пачĕ, музейри экспонатсемпе паллаштарчĕ. Вĕренекенсем чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен тимлĕ итлерĕç. Экскурсовод калаçса пĕтерсен ачасене виçĕ ушкăна пайланма сĕнчĕ. Ачасем "Хĕр ачасем", "Альфа-хĕвел", "Чăваш уписем" ятлă ушкăнсене пайланчĕç. Кашни ушкăн чăваш литературин тĕнчине çулçÿреве тухрĕ. Ачасем квест ыйтăвĕсене экскурсовод каласа панă информаципе усă курса тата кăтартнă экпонатсем патне таврăнса хуравларĕç. Ыйтусене хуравланă хыççăн ачасен Петĕр Хусанкай каланă "Эпир пулнă, пур, пулатпăр!" йĕркесем тупăнчĕç. Квестра "Хĕр ачасем" ушкăн çĕнтерчĕ. "Чăваш литературин тĕнчине çÿлçÿреве..." квест ачасене питĕ килĕшрĕ.
Чĕлхе уççи ‒ сăмах тĕшши
Шупашкарти педагогика ĕçченĕсен "XXI-мĕш ĕмĕр" ассоциацийĕн "Вĕрентÿри çĕнĕ технологисем" ушкăнне кĕрекен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем пуш уйăхĕн вĕçĕнче професси конкурсне хутшăнчĕç. Конкурса йĕркелесе ертсе пырассине 54-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕсем хăйсем çине илчĕç.
"Чĕлхе уççи ‒ сăмах тĕшши" конкурсра "вăй виçме" хулари гимназисенче тата вăтам шкулсен че ĕçлекен 15 вĕрентекен кăмăл турĕ. Конкурс тăхăр тапхăртан пулчĕ. Кунта тĕрлĕ шкулсенче ĕçлекен чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем пĕр-пĕринпе тупăшса çăмăл мар, кăсăклă ĕçсем пурнăçларĕç: литературăпа чĕлхе ыйтăвĕсене, ваттисен сăмахĕсемпе тупмалли юмахсене, фразеологизмсемпе тĕрлĕ логикăна аталантаракан ыйтусене шĕкĕлчерĕç.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе чи пултаруллисене, маттуррисене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Вĕсен шутĕнче ‒ Елена Матвеевна Яндрова (41-мĕш шкул) çĕнтерÿçĕ, Оксана Петровна Егорова (4-мĕш гимнази), Татьяна Валериановна Ильина (55-мĕш шкул), Зоя Ефимовна Ананьева (2-мĕш гимнази) призёрсем. Пирĕн гимназире ĕçлекен Лариса Алексеевна Иванова, Марина Ивановна Вакку тата Нина Геннадьевна Леонтьева призерсенчен 1-2 балл сахалрах пухса конкурс лауреачĕсем пулса тăчĕç.
Хулари 3-мĕш лицейре нумай çул ĕçлекен А. В. Ласточкина педагог, жюри членĕ пулнă май, ĕçтешĕсене чунтан саламларĕ. Ассоциацин "Верентÿри çĕнĕ технологисем" ушкăнне кĕрекен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем хула шайĕнче уйрăмах тăрăшса ĕçленине асăнса хăварчĕ. "Ачасем, аслисем валли конкурссем тăтăшах ирттерни эсир яланах шыравра пулнине кăтартса парать", ‒ терĕ вăл.
Конкурс вĕçленсен "Вĕрентÿри çĕнĕ технологисем" лаборатори ертÿçи, пирĕн гимназире ĕçлекен Нина Геннадьевна Леонтьева, çитес вăхăтра тумалли ĕçсен планĕпе паллаштарчĕ.
6-мĕш «Е» класра вĕренекенĕсем, хамăрăн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕпе К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче пулса куртăмăр
Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче эпир, 6-мĕш «Е» класра вĕренекенĕсем, хамăрăн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕпе К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче пулса куртăмăр. Эксурсовод музейри экспоначĕсемпе паллаштарчĕ, чăвашсен паллă писатĕлĕсемпе поэчĕсем çинчен каласа пачĕ. Уйрăмах пире И.Я. Яковлев тата Чĕмпĕр чăваш шкулĕ çинчен каласа пани тыткăнларĕ. Кунта чăваш алфавитне, пĕрремĕш чăваш букварьне, чăвашла вуламалли пĕрремĕш кĕнекине, И.Яковлевпа И.Н. Ульянов пĕр-пĕрин патне çÿретнĕ çырусене курма пулать. Музейра пире питĕ килĕшрĕ.
Любовь Федоровăн пултарулăх каçĕ
2017-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче Шупашкарти 1-мĕш гимназире чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕн Любовь Михайловна Федорова поэтăн 65 çул тултарнине халалланă пултарулăх каçĕ иртрĕ.
Асăннă каçра чăваш çыравçисемпе сăвăçисем, артистсемпе юрăçăсем, вĕрентекенсемпе ачасем тата Любовь Михайловнăн тăванĕсем хутшăнчĕç.
Пултарулăх каçне Литература музейĕн наука ĕçченĕ Галина Георгиевна Еливанова уçрĕ. Вăл хăнасене Любовь Федоровăн пÿрнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех Любовь Федорова вĕрентекен çеç мар, Раççей Федерацийĕн Писательсен союзĕн членĕ пулнине те палăртса хăварчĕ.
Любовь Фёдорова сăввисемпе хайланă юрăсем янрарĕç, тĕпчевçĕсем пултарулăх ыйтăвĕсене сӳтсе яврĕç. Валери Туркай чăваш халăх поэчĕ сăвăçа профессилле çыравçăсен союзĕн ячĕпе саламларĕ.
Çавăн пекех Любовь Федоровăна Светлана Асамат Лидия Сарине, Нина Пăрчăкан сăвăçсем саламларĕç. Чăваш халăх артисчĕ Иван Христофоров, Чăваш халăх çыравçи Анатолий Кипеч юрласа пачĕç. Юрий Кудаков композитор юбилярăн «Кайрăм аслă вăрмана» сăввипе хывнă юрра итлеттерчĕ.
Любовь Фёдорована саламлакансем хушшинче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем уйрăмах йышлă пулчĕç. Çыравçăна ĕçре усă курма юрăхлă кĕнекесем кăларнăшăн тав турĕç. Шупашкарти 1-мĕш гимназире пĕрле вăй хуракан ĕçтешĕсем те сцена çине тухса юрласа савăнтарчĕç поэта. Хăнасене «Шуçăм» юрăпа ташă халăх ансамблěн илемлĕ юрри-кĕвви те тыткăна илчĕ.
Çамрăк куçаруçăсем
Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче пирĕн гимназири 5-6 классенче вĕренекенсен ушкăнĕ хула шайĕнче ирттернĕ «Çамрăк куçаруçă» конкурсра хутшăнчĕ. Ку вăййа Шупашкарти чăваш чĕлхипе литература вĕренекенĕсен ассоциаци пĕрлешĕвĕн «Вĕренÿри çĕнĕлĕхшĕн» ушкăнĕ тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш гимназире ĕçлекен чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем йĕркеленĕ. Тĕрлĕ шкулсенче вĕренекенсем пĕр-пĕринпе тупăшса çăмăл мар, кăсăклă ĕçсем пурнăçланă. Командăсем «Ваттисен сăмахĕсемпе фразеологизмсем», «Пукане», «Аудировани» тата «Сăвă» станцисенче пулса курнă.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх пирĕн гимназире вĕренекенсен ушкăнĕн пĕлĕвĕ çÿллĕ шайра пулни палăрчĕ. Тĕрлĕ ĕçсене хăвăрт та тĕрĕс пурнăçлама тăрăшрĕç çамрăк тăлмачăсем. Анчах та хăшпĕр ĕçсене пурнăçланă чÿх тарăн шухăшлама та тиврĕ гимназистсен. Çакнашкал конкурссенче хутшăнни чăваш лексикипе грамматикине лайăхрах пĕлессине çеç мар, ачасен пултарулăхне те аталантарма пулăшать.
Вăйă ачасене питĕ килĕшнĕ. Пирĕн гимназире вĕренекенсен ушкăнĕ 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Маттурсем!
Конкурса хутшăнакансем: Иванов Рома, Максимова Диана тата Леонтьева Вика.
Шкул ачисен наукăпа практика конференцийĕ
Пирĕн гимназире пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Наука кунне халалланă шкул ачисен «Ăслăлăхри пĕрремĕш утăмсем» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Конференцире «Чăваш чĕлхипе литература» секцире мала тухнă çĕнтерӳçĕсем:
- I вырăн – Федорова Т., 6 класс, (ертÿçи – Иванова Л. А.);
- I вырăн – Николаев Е., Леонтьева В., 6 класс (ертÿçисем – Николаева Е. В., Леонтьева Н. Г.);
- II вырăн – Егорова Н., 7 класс (ертÿçи – Вакку М. И.);
- II вырăн – Базилевская М., 5-мĕш класс (ертÿçи – Прохорова Н. В.);
- III вырăн – Алексеева С., 5-мĕш класс (ертÿçи – Прохорова Н. В.).
Саламлатпăр! Малалла та çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Гимнази ачисем «Çĕр улми - 2017» куравра пулса курчĕç
Пуш уйăхĕн иккĕмĕшĕнче улттăмĕш класс ачисем Регионсем хушшинче иртекен „Çĕр улми - 2017“ ятлă куравра пулса курчĕç. Курава Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ. Вăл 6 „Е“ класра вĕренекенсемпе калаçма кăмăл турĕ. Михаил Васильевич ачасемпе çĕр улми, шкулти апат çинчен калаçрĕ. Гимназистсем иккĕмĕш çăкăр çинчен сахал мар пĕлнипе савăнчĕ.
Курав ачасемшĕн усăллă пулчĕ. Тĕпчевçĕсем паян тĕрлĕ чир-чĕре парăнман çĕр улми сорчĕсене кăларассипе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Пухса кĕртнĕ çимĕçе кирлĕ пек упрасси те халĕ чылай çĕр ĕçченне шухăшлаттарать. Куравра ачасем çĕр улминчен хатĕрленĕ апат-çимĕçе тутанса пăхма та пултарчĕç.
«Пĕр чĕлхе – пĕр ăс, икĕ чĕлхе – икĕ ăс»
«Пĕр чĕлхе – пĕр ăс, икĕ чĕлхе – икĕ ăс», – тенĕ ваттисем. «…Чăвашла ан ман, вырăсла пĕл, ун çумне тата пĕр-ик чĕлхе хуш. Вара хăвăнне, кÿршĕнне, ютăнне хаклама вĕренĕн», – тенĕ М. Р. Федотов чĕлхеçĕ. Пирĕн гимназире вĕренекенсем çакна ăнланаççĕ. Чăваш чĕлхине те, вырăс чĕлхине те, акăлчан чĕлхине те юратсах вĕренеççĕ.
Нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче 7"Б" класс вĕренекенĕсем И. Н. Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университечĕн профессорĕпе, ют чĕлхе кафедрин ертÿçипе Иванов Владимир Александровичпа тĕл пулчĕç. Ку тĕл пулăва кунта ĕçлекен чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем Вакку М. И. тата Прохорова Н. В. йĕркелерĕç. Владимир Александрович пирĕн гимназин хисеплĕ те кĕтнĕ хăни. Вăл кунта тăтăшах килсе çÿреме кăмăллать. Асăннă тĕлпулура вăл ачасене патриотла воспитани парас ыйтупа калаçрĕ. Хамăр тăван шкултан, хуларан, çĕршывран хакли нимĕн те çуккине тĕрлĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетсе каласа хăварчĕ. Çавăн пекех чăваш чĕлхине тата ют чĕлхесене вĕренме ачасене сĕнсе хăварчĕ. Тĕл пулу тăватă чĕлхепе иртрĕ: вырăсла, чăвашла, нимĕçле, акăлчанла. Çиччĕмĕш класс ачисене тĕл пулу питĕ килĕшрĕ.
«Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ»
Паян Раççейри пĕтĕм чăваш шкулĕсенче «Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» вăйă конкурс иртрĕ. Йăлана кĕнĕ ăмăртăва гимназири 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.
Чĕлхе пĕлĕвĕ чылай шкул ачишĕн кичем те тунсăх йĕрке пек туйăнать. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – вĕренекенсен чылай йышне чăваш чĕлхипе интереслентересси, «кичем те йывăр» ăслăлăх умĕнхи йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентесси, ачасене чĕлхе ăслăлăхĕн илемне, чĕлхе техĕмне туйса илме хăнăхтарасси. Вăйă конкурсăн ыйтăвĕсемпе ĕçĕсем пĕтĕмĕшле кăсăклă, вĕсене «ăслă» ачасем çеç мар, чылай шкул ачи шĕкĕлчеме пултарать.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене ачасем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
«Манăн çăлтăр тÿпере…» çавра сĕтел хушшинче
Чăваш халăх поэчӗ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа кăрлач уйăхĕн 22-мӗшӗнче 110 çул çитрĕ. Çак паллă пулăма халалласа чăваш тĕнчинче тĕрлĕ тĕл пулусемпе куравсем, литература каçĕсемпе çавра сĕтелсем иртеççĕ.Çавăн пекех кăрлачăн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче Петĕр Хусанкайăн çавра çулне халалланă «Манăн çăлтăр тÿпере…» çавра сĕтел иртрĕ. Поэтăмăра аса илме, унăн пултарулăхне хак пама пĕр сĕтел хушшинче паллă чăваш тĕпчевçисем, çыравçисем, культура ĕçченĕсем, тăван литературăпа интересленекенсем пухăнчĕç. Çавра сĕтел хушшинче пирĕн гимназире чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, сăвăçă Любовь Михайловна Федорова та пулчĕ.
Страница 195 из 267