«Çăлтăрчăк» вăйă конкурс
Ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 6-мĕш шкулта «Çăлтăрчăк» вăйă конкурсĕ хула шайĕнче иртрĕ. Ку конкурса чăваш чĕлхипе тăван ен культурине чун-чĕререн юратса вĕренекен, ăслă та анлă тавра курăмлă, сăвă калама ăста, юрлама тата ташлама юратакан чи пултаруллă ачасем хутшăнаççĕ.Вĕсем хушшинче пирĕн шкулти ачасем те пулчĕç, хăйсен çитĕнĕвĕпе пурне те савăнтарчĕç.
«Çăлтăрчăк» вăйă конкурса хутшăнакансем пилĕк станци витĕр тухрĕç :
- «Чĕлхе - халăх мулĕ» (чăваш чĕлхи вăрттăнлăхĕсем);
- «Çут çанталăка сыхласа çын хăйне сыхлать» (Раççей Федерацийĕнче иртекен Экологи çулталăкне халалланă станци);
- «Тăван кил ăшши - атте - анне ăшши» (Чăваш Республикинче иртекен Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă станци);
- «Илемлĕх тĕнчи» (Чăваш литературин классикĕсен хайлавĕсене чăвашла вуласси);
- «Пирĕн пултарулăх» (Ачасен юрлас-ташлас, сăвă хайлас пултарулăхне тĕрĕслени).
Конкурсра 6-мĕш класра вĕренекен Виктория Леонтьева (Вĕрентекенĕ: Леонтьева Н. Г.) призер ятне тивĕçрĕ.
Маттур! Малашне те пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр!
«Асамлă тĕрĕ тĕнчи – 2017» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ
«Бичурин тата паянхи самана» музейпа «Паха тĕрĕ» фирма Чăваш наци конгресĕ пулăшса пынипе çулсерен иртекен регионсен хушшинчи «Асамлă тĕрĕ тĕнчи – 2017» конкурса ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче пĕтĕмлетрĕç. Кăçалхи çул Чаваш республикинче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнипе жюри пайташĕсем конкурсăн темине «арçын тата хĕрарăм çи пуçĕ» тесе йышăнчĕç. Конкурса йĕркелеме кăçал «Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ» обществăлла организаци те пулăшрĕ .
Пирĕн гимназире вĕренекенсем çак конкурсра çулсерен хутшăнаççĕ.
"Сăвă хайласси" номинацире:
- Юлия Иванова 2-мĕш вырăн йышăннă (вĕрентекенĕ: Вакку М. И.);
- Наталья Егорова 2-мĕш вырăн йышăннă (вĕрентекенĕ: Вакку М. И.).
"Ÿкерчĕк" номинацире:
- Дарья Сурикова 2-мĕш вырăн йышăннă (вĕрентекенĕ: Ванюшкина З. А.).
Саламлатпăр! Малалла та çитĕнÿсем тума сунатпăр!
Чăваш литературин тĕнчине çÿлçÿреве...
Ака уйăхĕнче çулсерен пирĕн республикăра чăваш чĕлхи уйăхлăхĕ иртет. Ăна кашни шкултах тĕрлĕ енлĕ, пуян, интереслĕ ирттерме тăрăшаççĕ. Çак уйăхлăхпа тата "Чĕрĕ уроксем» проектпа килĕшÿллĕн 7 "Е" класра вĕренекенсем К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче пулчĕç. Унта экскурсовод ачасене Чăваш Республикин паллă çыравçисемпе сăвăçисем çинчен каласа пачĕ, музейри экспонатсемпе паллаштарчĕ. Вĕренекенсем чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен тимлĕ итлерĕç. Экскурсовод калаçса пĕтерсен ачасене виçĕ ушкăна пайланма сĕнчĕ. Ачасем "Хĕр ачасем", "Альфа-хĕвел", "Чăваш уписем" ятлă ушкăнсене пайланчĕç. Кашни ушкăн чăваш литературин тĕнчине çулçÿреве тухрĕ. Ачасем квест ыйтăвĕсене экскурсовод каласа панă информаципе усă курса тата кăтартнă экпонатсем патне таврăнса хуравларĕç. Ыйтусене хуравланă хыççăн ачасен Петĕр Хусанкай каланă "Эпир пулнă, пур, пулатпăр!" йĕркесем тупăнчĕç. Квестра "Хĕр ачасем" ушкăн çĕнтерчĕ. "Чăваш литературин тĕнчине çÿлçÿреве..." квест ачасене питĕ килĕшрĕ.
Чĕлхе уççи ‒ сăмах тĕшши
Шупашкарти педагогика ĕçченĕсен "XXI-мĕш ĕмĕр" ассоциацийĕн "Вĕрентÿри çĕнĕ технологисем" ушкăнне кĕрекен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем пуш уйăхĕн вĕçĕнче професси конкурсне хутшăнчĕç. Конкурса йĕркелесе ертсе пырассине 54-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕсем хăйсем çине илчĕç.
"Чĕлхе уççи ‒ сăмах тĕшши" конкурсра "вăй виçме" хулари гимназисенче тата вăтам шкулсен че ĕçлекен 15 вĕрентекен кăмăл турĕ. Конкурс тăхăр тапхăртан пулчĕ. Кунта тĕрлĕ шкулсенче ĕçлекен чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем пĕр-пĕринпе тупăшса çăмăл мар, кăсăклă ĕçсем пурнăçларĕç: литературăпа чĕлхе ыйтăвĕсене, ваттисен сăмахĕсемпе тупмалли юмахсене, фразеологизмсемпе тĕрлĕ логикăна аталантаракан ыйтусене шĕкĕлчерĕç.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе чи пултаруллисене, маттуррисене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Вĕсен шутĕнче ‒ Елена Матвеевна Яндрова (41-мĕш шкул) çĕнтерÿçĕ, Оксана Петровна Егорова (4-мĕш гимнази), Татьяна Валериановна Ильина (55-мĕш шкул), Зоя Ефимовна Ананьева (2-мĕш гимнази) призёрсем. Пирĕн гимназире ĕçлекен Лариса Алексеевна Иванова, Марина Ивановна Вакку тата Нина Геннадьевна Леонтьева призерсенчен 1-2 балл сахалрах пухса конкурс лауреачĕсем пулса тăчĕç.
Хулари 3-мĕш лицейре нумай çул ĕçлекен А. В. Ласточкина педагог, жюри членĕ пулнă май, ĕçтешĕсене чунтан саламларĕ. Ассоциацин "Верентÿри çĕнĕ технологисем" ушкăнне кĕрекен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем хула шайĕнче уйрăмах тăрăшса ĕçленине асăнса хăварчĕ. "Ачасем, аслисем валли конкурссем тăтăшах ирттерни эсир яланах шыравра пулнине кăтартса парать", ‒ терĕ вăл.
Конкурс вĕçленсен "Вĕрентÿри çĕнĕ технологисем" лаборатори ертÿçи, пирĕн гимназире ĕçлекен Нина Геннадьевна Леонтьева, çитес вăхăтра тумалли ĕçсен планĕпе паллаштарчĕ.
6-мĕш «Е» класра вĕренекенĕсем, хамăрăн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕпе К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче пулса куртăмăр
Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче эпир, 6-мĕш «Е» класра вĕренекенĕсем, хамăрăн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕпе К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче пулса куртăмăр. Эксурсовод музейри экспоначĕсемпе паллаштарчĕ, чăвашсен паллă писатĕлĕсемпе поэчĕсем çинчен каласа пачĕ. Уйрăмах пире И.Я. Яковлев тата Чĕмпĕр чăваш шкулĕ çинчен каласа пани тыткăнларĕ. Кунта чăваш алфавитне, пĕрремĕш чăваш букварьне, чăвашла вуламалли пĕрремĕш кĕнекине, И.Яковлевпа И.Н. Ульянов пĕр-пĕрин патне çÿретнĕ çырусене курма пулать. Музейра пире питĕ килĕшрĕ.
Любовь Федоровăн пултарулăх каçĕ
2017-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче Шупашкарти 1-мĕш гимназире чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕн Любовь Михайловна Федорова поэтăн 65 çул тултарнине халалланă пултарулăх каçĕ иртрĕ.
Асăннă каçра чăваш çыравçисемпе сăвăçисем, артистсемпе юрăçăсем, вĕрентекенсемпе ачасем тата Любовь Михайловнăн тăванĕсем хутшăнчĕç.
Пултарулăх каçне Литература музейĕн наука ĕçченĕ Галина Георгиевна Еливанова уçрĕ. Вăл хăнасене Любовь Федоровăн пÿрнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех Любовь Федорова вĕрентекен çеç мар, Раççей Федерацийĕн Писательсен союзĕн членĕ пулнине те палăртса хăварчĕ.
Любовь Фёдорова сăввисемпе хайланă юрăсем янрарĕç, тĕпчевçĕсем пултарулăх ыйтăвĕсене сӳтсе яврĕç. Валери Туркай чăваш халăх поэчĕ сăвăçа профессилле çыравçăсен союзĕн ячĕпе саламларĕ.
Çавăн пекех Любовь Федоровăна Светлана Асамат Лидия Сарине, Нина Пăрчăкан сăвăçсем саламларĕç. Чăваш халăх артисчĕ Иван Христофоров, Чăваш халăх çыравçи Анатолий Кипеч юрласа пачĕç. Юрий Кудаков композитор юбилярăн «Кайрăм аслă вăрмана» сăввипе хывнă юрра итлеттерчĕ.
Любовь Фёдорована саламлакансем хушшинче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем уйрăмах йышлă пулчĕç. Çыравçăна ĕçре усă курма юрăхлă кĕнекесем кăларнăшăн тав турĕç. Шупашкарти 1-мĕш гимназире пĕрле вăй хуракан ĕçтешĕсем те сцена çине тухса юрласа савăнтарчĕç поэта. Хăнасене «Шуçăм» юрăпа ташă халăх ансамблěн илемлĕ юрри-кĕвви те тыткăна илчĕ.
Çамрăк куçаруçăсем
Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче пирĕн гимназири 5-6 классенче вĕренекенсен ушкăнĕ хула шайĕнче ирттернĕ «Çамрăк куçаруçă» конкурсра хутшăнчĕ. Ку вăййа Шупашкарти чăваш чĕлхипе литература вĕренекенĕсен ассоциаци пĕрлешĕвĕн «Вĕренÿри çĕнĕлĕхшĕн» ушкăнĕ тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш гимназире ĕçлекен чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем йĕркеленĕ. Тĕрлĕ шкулсенче вĕренекенсем пĕр-пĕринпе тупăшса çăмăл мар, кăсăклă ĕçсем пурнăçланă. Командăсем «Ваттисен сăмахĕсемпе фразеологизмсем», «Пукане», «Аудировани» тата «Сăвă» станцисенче пулса курнă.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх пирĕн гимназире вĕренекенсен ушкăнĕн пĕлĕвĕ çÿллĕ шайра пулни палăрчĕ. Тĕрлĕ ĕçсене хăвăрт та тĕрĕс пурнăçлама тăрăшрĕç çамрăк тăлмачăсем. Анчах та хăшпĕр ĕçсене пурнăçланă чÿх тарăн шухăшлама та тиврĕ гимназистсен. Çакнашкал конкурссенче хутшăнни чăваш лексикипе грамматикине лайăхрах пĕлессине çеç мар, ачасен пултарулăхне те аталантарма пулăшать.
Вăйă ачасене питĕ килĕшнĕ. Пирĕн гимназире вĕренекенсен ушкăнĕ 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Маттурсем!
Конкурса хутшăнакансем: Иванов Рома, Максимова Диана тата Леонтьева Вика.
Шкул ачисен наукăпа практика конференцийĕ
Пирĕн гимназире пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Наука кунне халалланă шкул ачисен «Ăслăлăхри пĕрремĕш утăмсем» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Конференцире «Чăваш чĕлхипе литература» секцире мала тухнă çĕнтерӳçĕсем:
- I вырăн – Федорова Т., 6 класс, (ертÿçи – Иванова Л. А.);
- I вырăн – Николаев Е., Леонтьева В., 6 класс (ертÿçисем – Николаева Е. В., Леонтьева Н. Г.);
- II вырăн – Егорова Н., 7 класс (ертÿçи – Вакку М. И.);
- II вырăн – Базилевская М., 5-мĕш класс (ертÿçи – Прохорова Н. В.);
- III вырăн – Алексеева С., 5-мĕш класс (ертÿçи – Прохорова Н. В.).
Саламлатпăр! Малалла та çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Гимнази ачисем «Çĕр улми - 2017» куравра пулса курчĕç
Пуш уйăхĕн иккĕмĕшĕнче улттăмĕш класс ачисем Регионсем хушшинче иртекен „Çĕр улми - 2017“ ятлă куравра пулса курчĕç. Курава Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ. Вăл 6 „Е“ класра вĕренекенсемпе калаçма кăмăл турĕ. Михаил Васильевич ачасемпе çĕр улми, шкулти апат çинчен калаçрĕ. Гимназистсем иккĕмĕш çăкăр çинчен сахал мар пĕлнипе савăнчĕ.
Курав ачасемшĕн усăллă пулчĕ. Тĕпчевçĕсем паян тĕрлĕ чир-чĕре парăнман çĕр улми сорчĕсене кăларассипе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Пухса кĕртнĕ çимĕçе кирлĕ пек упрасси те халĕ чылай çĕр ĕçченне шухăшлаттарать. Куравра ачасем çĕр улминчен хатĕрленĕ апат-çимĕçе тутанса пăхма та пултарчĕç.
«Пĕр чĕлхе – пĕр ăс, икĕ чĕлхе – икĕ ăс»
«Пĕр чĕлхе – пĕр ăс, икĕ чĕлхе – икĕ ăс», – тенĕ ваттисем. «…Чăвашла ан ман, вырăсла пĕл, ун çумне тата пĕр-ик чĕлхе хуш. Вара хăвăнне, кÿршĕнне, ютăнне хаклама вĕренĕн», – тенĕ М. Р. Федотов чĕлхеçĕ. Пирĕн гимназире вĕренекенсем çакна ăнланаççĕ. Чăваш чĕлхине те, вырăс чĕлхине те, акăлчан чĕлхине те юратсах вĕренеççĕ.Нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче 7"Б" класс вĕренекенĕсем И. Н. Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университечĕн профессорĕпе, ют чĕлхе кафедрин ертÿçипе Иванов Владимир Александровичпа тĕл пулчĕç. Ку тĕл пулăва кунта ĕçлекен чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем Вакку М. И. тата Прохорова Н. В. йĕркелерĕç. Владимир Александрович пирĕн гимназин хисеплĕ те кĕтнĕ хăни. Вăл кунта тăтăшах килсе çÿреме кăмăллать. Асăннă тĕлпулура вăл ачасене патриотла воспитани парас ыйтупа калаçрĕ. Хамăр тăван шкултан, хуларан, çĕршывран хакли нимĕн те çуккине тĕрлĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетсе каласа хăварчĕ. Çавăн пекех чăваш чĕлхине тата ют чĕлхесене вĕренме ачасене сĕнсе хăварчĕ. Тĕл пулу тăватă чĕлхепе иртрĕ: вырăсла, чăвашла, нимĕçле, акăлчанла. Çиччĕмĕш класс ачисене тĕл пулу питĕ килĕшрĕ.
«Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ»
Паян Раççейри пĕтĕм чăваш шкулĕсенче «Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» вăйă конкурс иртрĕ. Йăлана кĕнĕ ăмăртăва гимназири 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.
Чĕлхе пĕлĕвĕ чылай шкул ачишĕн кичем те тунсăх йĕрке пек туйăнать. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – вĕренекенсен чылай йышне чăваш чĕлхипе интереслентересси, «кичем те йывăр» ăслăлăх умĕнхи йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентесси, ачасене чĕлхе ăслăлăхĕн илемне, чĕлхе техĕмне туйса илме хăнăхтарасси. Вăйă конкурсăн ыйтăвĕсемпе ĕçĕсем пĕтĕмĕшле кăсăклă, вĕсене «ăслă» ачасем çеç мар, чылай шкул ачи шĕкĕлчеме пултарать.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене ачасем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
«Манăн çăлтăр тÿпере…» çавра сĕтел хушшинче
Чăваш халăх поэчӗ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа кăрлач уйăхĕн 22-мӗшӗнче 110 çул çитрĕ. Çак паллă пулăма халалласа чăваш тĕнчинче тĕрлĕ тĕл пулусемпе куравсем, литература каçĕсемпе çавра сĕтелсем иртеççĕ.Çавăн пекех кăрлачăн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче Петĕр Хусанкайăн çавра çулне халалланă «Манăн çăлтăр тÿпере…» çавра сĕтел иртрĕ. Поэтăмăра аса илме, унăн пултарулăхне хак пама пĕр сĕтел хушшинче паллă чăваш тĕпчевçисем, çыравçисем, культура ĕçченĕсем, тăван литературăпа интересленекенсем пухăнчĕç. Çавра сĕтел хушшинче пирĕн гимназире чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, сăвăçă Любовь Михайловна Федорова та пулчĕ.
«Ĕç çынна илем кÿрет» сочиненисен конкурсĕ вĕçленчĕ
2016 çула Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртнăччĕ. Çавна май пирĕн республикăра шкул ачисем валли çак темăпа тĕрлĕ конкурссем, викторинăсем ирттерчĕç.
Раштав уйăхĕн 1-20-мĕшĕсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ Ĕç çыннин çулталăкĕ вĕçленнине халалласа 9-11 классенче вĕренекен шкул ачисем тата техникум-колледжсем, И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕсем валли "Ĕç çынна илем кÿрет» сочиненисен конкурсне йĕркелерĕ. Конкурса пурĕ республикăран 96 сочинени тăратнă.
Пирĕн гимназире вĕренекен Жаров Дима çак конкурсра 3-мĕш вырăн йышăнчĕ (вĕрентекенĕ Иванова Л.А.). Саламлатпăр, малалла та ăнăçÿсем тума сунатпăр!
Çĕнĕ çул тата Раштав ячĕпе, туссем!
Çĕнĕ çул тата Раштав ячĕпе, туссем! 2017-мĕш çул пурнăçа иксĕлми телей, хĕрÿ юратупа ăнăçу илсе килтĕр! Пуриншĕн те асамлă, ырă та савăк асаилÿсемпе пуян пултăр! Кашни кун çутă йăл кулăпа савăнăç парнелетĕр! Эпир Сире пурне те уяв ячĕпе саламлатпăр, çывăх çынсен юратăвне, чун ăшшине туйса тепĕр çула та çирĕп сывлăхпа ирттерме сунатпăр!
«Класс тулашĕнчи ĕçсем ‒ ачасене чăваш халăх культурине юратма хăнăхтармалли мелсем» чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика семинарĕ
Шупашкарти 1-мĕш гимназире хула шайĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика семинарĕ иртрĕ. Семинар «Класс тулашĕнчи ĕçсем ‒ ачасене чăваш халăх культурине юратма хăнăхтармалли мелсем» темăпа иртрĕ. Асăннă семинара Шупашкарти чăваш чĕлхипе литература вĕренекенĕсен «21-мĕш ĕмĕр» ассоциаци пĕрлешĕвĕн «Вĕренÿри çĕнĕлĕхшĕн» пултарулăх лабараторийĕ (Ертÿçи Н.Г. Леонтьева) йӗркеленӗ.
Семинара Шупашкарти пĕтĕмĕшле пӗлӳ паракан 1-мӗш гимназин директорĕ Л.И. Аллабергенова уçрĕ. Çавăн пекех семинара килнĕ вĕрентекенсене саламласа 1-мĕш гимназири директорăн вӗренӳпе воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Л.А. Воробьева, мониторингпа вĕренӳ аталанӑвĕн центрĕн методисчĕ
Н.Ю. Гордеева тухса калаçрĕç.
Семинар программи питĕ кăсăклă та тулли пулчĕ. Вăл темиçе пайа пайланчĕ. Кашни пайра «Вĕренÿри çĕнĕлĕхшĕн» пултарулăх лабараторийĕнче тăрăшса ĕçлекенсем хăйсен шкулĕсенче хула шайĕнче ирттернĕ класс тулашĕнчи ĕçсемпе паллаштарчĕç:
1) «4-мĕш гимназире хула шайĕнче ирттернĕ класс тулашĕнчи мероприятисем», Егорова О. П., 4-мĕш гимназири вĕрентекен;
2) «Чăваш чĕлхипе вырăс шкулĕсенче информаципе хутшăну технологийĕсемпе усă курса класс тулашĕнчи ĕçсем ирттересси», Иванова Т.В., Данилова Е.Д., Куракова В.В., Семенова Г.Д., 49-мĕш шкулти вĕрентекенсем;
3) «Ан юлăр кун-çул уттинчен…», Трифонова В.А., Дегтярёва И.В., Михайлова Л.А., Федорова Т.Н., 54-мĕш шкулти вĕрентекенсем;
4) «Компьютерпа усă курса ирттермелли вăйăсем», Ананьева З. Е., 2-мĕш гимназири вĕрентекен;
5) «Тăван ен культурине, ăс-хакăлне ăша хывма пулăшакан класс тулашĕнчи ĕçсем», Большова С.В., Ильина Т.В., Мокрова В.С., Кабуркина И.С., Трофимова И.Г., 55-мĕш шкулти вĕрентекенсем;
6) «Чăваш пулнишĕн мухтанатпăр, чăваш чĕлхине юрататпăр!», Леонтьева Н.Г., Вакку М.И., Иванова Л.А., Ванюшкина З.А., Прохорова Н.В., Федорова Л. М., 2-мĕш гимназири вĕрентекенсем;
7) «Проблемы сохранения и популяризации детского музыкального фольклора на современном этапе», Тяхмусова С. В., 43-мĕш шкулти вĕрентекен, «Чăваш юрри-кĕввин илемĕ» пултарулăх лаççин ертÿçи.
Çавăн пекех семинарăн кашни пайĕнче килнĕ хăнасем ачасен пултарулăхĕпе паллашрĕç:
- 1-мĕш гимназири 6-мĕш класс ачисем Лидия Сарине çырнă «Вăрманти уяв» юмаха лартса пачĕç;
- 8-мĕш класра вĕренекен Аня Порфирьева «Ĕмĕтлен» юрра шăрантарчĕ;
- 6-мĕш класра вĕренекен Вика Леонтьева «Атăл атте çĕршывĕ» сăвăпа паллаштарчĕ;
- 10-мĕш класра вĕренекен Настя Андреева «Мухтав юрри» юрласа савăнтарчĕ;
- 54-мĕш шкулта вĕренекен ачасем «Тÿнкки-тÿнкки» ташша ташларĕç.
Килнĕ хăнасем ачасене хавхалантарса тăвăллăн алă çупрĕç. Ачасен кашни пулталулăх номерне сумлă экспертсем хакларĕç: Раççей тата Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, режиссер
Н.Т. Панина, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, режиссер В.Н. Григорьев, "Сарпике" халăх ансамблĕн балетмейстерĕ А.А. Лукина, «Асамат&Шевле» журналăн тĕп редакторĕ, çыравçă-журналист В.Д. Николаев, «Чăваш юрри-кĕввин илемĕ» пултарулăх лаççин ертÿçи С. В. Тяхмусова.
Вĕсем ачасен пултарулăхне анчах мар, семинара килнĕ вĕрентекенсем валли йĕркеленĕ «Хавал пулсан»интерактивлă конкурса та хакларĕç. Ку конкурсăн ĕçĕсемпе ыйтăвĕсене семинарăн кашни пайĕнче каласа пычĕç. Хулари тĕрлĕ шкулсенче ĕçлекен чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем тĕрлĕ ĕçсем пурнăçларĕç: сăвă йĕркисем хайларĕç, чăвашла кăткăс сăмахсене куçарчĕç, тупмалли юмахсен тупсăмне тупрĕç, чăваш чĕлхине вĕренме чĕнекен реклама шутласа тупрĕç, «семинар» сăмахпа акросăвă çырчĕç. Шкул ачисен вырăнĕнче те пулчĕç: юлташĕсене, вĕрентекенĕсене, ашшĕ-амăшне Çĕнĕ çул ячĕпе саламларĕç. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх 47-мĕш шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекен А. Г. Петрова çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ, 40-мĕш шкулта ĕçлекен Г. А. Гавриловăпа 10-мĕш шкулта ĕçлекен М. И. Архипова 2-мĕш вырăнсем йышăнчĕç, 7-мĕш шкулта ĕçлекен Т. И. Антонова 3-мĕш вырăна тивĕçлĕ пулчĕ. Çак вĕрентекенсене семинар вĕçĕнче дипломсемпе чыслани вара вĕсемшĕн пачах кĕтмен парне пулчĕ.
Семинара хутшăнакансем мероприяти ăнăçлă иртнине палăртрĕç. Вĕсем пурте кашни ĕçех питĕ хастар хутшăнчĕç, панă ыйтусене хавхаланса хуравларĕç, хăйсем те ыйтусем пачĕç, чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри проблемăллă лару-тăрăва сÿтсе яврĕç, пĕр-пĕрне кирлĕ сенÿсем пачĕç. Мониторингпа вĕренӳ аталанӑвĕн центрĕн методисчĕ Н. Ю. Гордеева семинар усăллă иртнине палăртрĕ.
"Код сехечĕ" акци
Республикăри шкулсем пĕтĕм Раççейре иртекен акцийе хутшăнчĕç. Кашни вĕренÿ учрежденийĕнче ятарлă информатика урокĕсем иртрĕç. Ачасене компьютер валли программăсем çырма вĕрентрĕç.
Ку вăййа ятарласа ăс-тăна аталантарма шутласа кăларнă. Шкул ачисем компьютер программисемпе ĕçлеме хăнăхаççĕ. Лев Батьков 1-мĕш гимназире вĕренкен кун пек вăйăсем çивĕчлĕхпе тавçăрулăха аталантарни çинчен калать.
– Йывăрлăхсем пур, – тет вăл, – çавах та вĕсене çĕнтерме пулать. Вăхăтра программăна тĕрĕслесе малалла куçмалла çеç.
– Ку хăйне евĕлĕ çĕнĕлĕх, – тет шкул директорĕн вӗренӳпе воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Татьяна Владимировна Кирий. – Ачасем тренажера вăйă вырăнне хурса, кăсăкланса ĕçлеççĕ. Вĕсем кристалл çутатнине, хĕçпе корона тухнине кураççĕ, мул шыраççĕ. Вĕренекенсен вăйă азарчĕ çуралать.
Пирĕн çĕршывра ку акци виççĕмĕш хут иртет. Ытти çулпа танлаштарсан кăçалхи хăнăхтарусене урăхла йĕркеленĕ, кĕçĕн классем валли çăмăллатнă, аслисем валли вара кăткăслатнă. Шкул ачисем программăсем çырса та хăйсен вăйне тĕрĕслеме пултараççĕ.
– Ку акци чи малтан пĕтĕм тĕнчере аталанакан информаци технологийĕсене пурне те ăнланмалла тума, вĕренекенсене хамăр çĕршыври технологисене аталантармалли çинчен пĕлтерме кирлĕ, – тет Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăлла коммуникацисен министерствинче ĕçлекен Информаци технологийĕсен центрĕн пуçлăхĕ Михаил Анисимов. – Акци ачасене пулас профессие суйлама та пулăшать.
Акцие йĕркелекенсем каланă тăрăх: вăййа хутшăнакан шкул ачисен йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Кăçал унта Раççĕйĕпе пурĕ 10 миллиона яхăн вĕренекен хутшăнмалла. Компьютер валли программа хатĕрлекенсен тĕнчине пурте çитме пултараççĕ. Кун валли «часкода.рф» сайтра регистрациленмелле анчах.
«Çавал» фольклорпа эстрада ансамблĕ
Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ. Паян пирĕн гимназире Чăваш патшалăх филармонийĕн «Çавал» фольклорпа эстрада ансамблĕ пулчĕ. Вăл куракансене чаплă та илемлĕ концертпа савăнтарчĕ. Ушкăн солисчĕсем чăваш, тутар, вырăс халăх юррисене илемлĕн шăрантарчĕç. Ансамблĕн ташăçисем те питĕ килĕшÿллĕ ташларĕç. Ачасем те вĕрентекенсем те артистсене хавхалантарса тăвăллăн алă çупрĕç. Концерт вĕçленсен пĕтĕм зал ура çине тăрса «Таватапуç», - тесе виçĕ хут каларĕ.
Ансамбль пирĕн шкула килессе татах та чăтăмсăррăн кĕтетпĕр.
Посетили музей чувашской вышивки
Что скрывается под водами залива? Кто такой Киреметь? Как сшить платье из крапивы? Кто попадает в будущее? Почему у Чапаева оба сапога левые? Лучший способ узнать ответы на вопросы ‒ это побывать в музеях нашего города.
17 декабря обучающиеся 5Д класса в рамках проекта «Живые уроки» посетили музей чувашской вышивки. Ведь жить в крае ста тысяч вышивок и не знать о чем идёт речь, как-то совсем неправильно. В Музее вышивки как раз есть на что посмотреть. А с помощью экскурсовода есть возможность и узнать много интересного. Например: сколько видов головных уборов у чувашей (кроме хушпу и масмак); почему, в основном, узоры вышивали на рукавах платья, груди и плечах; для чего чуваши использовали раковины каури?
Ребята не только узнали ответы на все эти вопросы, но и сами поучаствовали в одном из этапов городского музейного квеста «Тайны 9 музеев».
Экскурсия ребятам очень понравилась. Многие решили побывать вместе с родителями и учителями и в остальных музеях города.
Урок родного чувашского языка в музее Яковлева
25 октября урок чувашского языка в 6-ых классах прошёл в Чувашском государственном педагогическом университете им. И. Я. Яковлева. Нас добродушно встретила заведующим музеем И.Я. Яковлева - Илларионова Маргарита Васильевна. Она повела нас в один из первых музеев педагогического университета, который был открыт ещё в ноябре 1968 г. В этом году большие даты - это 150-летие Симбирской чувашской учительской школы и 170-летие со дня рождения ее основателя - выдающегося чувашского педагога-просветителя И.Я. Яковлева.
Ребятам очень понравилась личная библиотека Ивана Яковлевича, насчитывающая 1904 книги, среди которых несколько изданий "Букваря для чуваш с присоединением русской азбуки", переводы на чувашский язык русской и иностранной классической литературы, осуществленные под руководством И.Я. Яковлева. Маргарита Васильевна обучающимся помогла воссоздать ярко и убедительно события прошлого.
Иван Яковлевич Яковлев (1848-1930) – педагог, просветитель чувашского народа, создатель современной чувашской письменности. Обучаясь в Симбирской гимназии, открыл в Симбирске частную школу, ставшую в последующем первой национальной школой, первым профессиональным учебным заведением чувашского народа – Симбирской чувашской учительской школой, семинарией, затем первым вузом – институтом народного образования. Созданные И.Я. Яковлевым книги для чтения составлены на основе рассказов из народного быта и образцов устного народного творчества, собирателем которого он был; его переводы классиков русской художественной литературы (А.С. Пушкина, И.А. Крылова, Л.Н. Толстого, Н.А. Некрасова и др.), а также изданные им научно-популярные книги способствовали формированию чувашского литературного языка и становлению национальной литературы, сближению их с передовой русской культурой.
Урок прошёл на одном дыхании. Дети были в восторге от этого занятия в музее.
Н.В. Прохорова, учитель чувашского языка и литературы
Экскурсия в Казань
Царица рек в торжественном теченье
К далеким Каспия обширного водам.
Ты уклоняешься к Казани на свиданье
С сей древней матерью татарским городам!..
Ее со всех сторон, как друга, обнимаешь,
И трепетной струей приветствуешь луга,
И тихо с голубых рамен дары слагаешь
На оживленные Булака берега…
Николай Лобачевский
Чтобы увидеть всю красоту, описанную в стихотворении Н. Лобачевского, 18 октября учащиеся 6Б класса отправились в столицу Татарстана Казань. Сначала было решено посетить “Дом Занимательной Науки и Техники”, экспозиция которого насчитывает более 50 интерактивных экспонатов, каждый из которых – готовый стенд для проведения экспериментов. Здесь ребята стали непосредственными участниками познавательного процесса и погрузились в мир оптики, магнетизма, электричества, механики, техники, иллюзий и многого другого.
После этого экскурсовод Татьяна Анатольевна пригласила всех в Старо-Татарскую слободу - историческую часть центра Казани с уникальным архитектурным ансамблем. Каждое здание здесь связано с выдающими именами в татарской культуре и истории. Затем мы оказались в комплексе «Туган авылым», состоящем из нескольких деревянных домов в татарском стиле. На открытом воздухе располагается игровая площадка для детей и пересеченный мостами пруд.Национальный комплекс «Туган Авылым» (с татарского «родная деревня») открылся в честь тысячелетия Казани в 2005 году и находится в самом центре любимого города.
Конечно же, никто не может уехать из Казани, не посетив Казанский Кремль - культурный ансамбль и главный археологический комплекс Казани, где размещаются исторические памятники XII-XX вв. На территории Кремля гармонично переплелись восточная и западная культура – купола мечети отлично сочетаются с колокольнями православного храма, тюркская башня соседствует с особняками, выстроенными в классической европейской манере.
В Кремле также располагается резиденция главы республики и ее правительства. Осталась незабываемой экскурсия по главной прогулочной аллее города, куда приводят все туристические маршруты. Она превратилась в пешеходную улицу в 1986 году. Аллея начинается у Казанского Кремля и тянется сквозь городской центр на 4 км. Во времена господства Золотой Орды в этом месте пролегала Ногайская дорога. На улице Баумана находится множество исторических строений, монументов, музеи, театр, бесчисленные кафе и сувенирные магазины. После покупки подарков для родных, которые с нетерпением ждали дома, все уютно устроились в комфортабельном автобусе и отправились в обратный путь. До новых встреч, Казань!
Классный руководитель 6б А.Г. Щеглова
Страница 231 из 303