💢 2024 çулхи ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче Муркаш муниципаллă округĕн Калайкасси шкулĕнче Раççей Федерацийĕнчи Çемье çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 8-мĕш фестиваль иртрĕ. Ку фестивальте пирĕн гимназире ĕçлекен вĕрентекенсем те хастаррăн хутшăнчĕç. Нина Геннадьевна Леонтьева вĕрентекен "Тăван кил-йышран хакли çук, тăван чĕлхерен асли çук" çара сĕтел хушшинче "Чăваш чĕлхи - чĕкеç чĕлхи" калаçу клубĕн ĕçĕ-хĕлĕ" темăпа калаçрĕ.
Марина Ивановна Вакку вĕрентекен вара "Вĕрентетпĕр чăвашла" ăмăртура "Раççей тăрăхĕнчи юхан шывсем" ятлă географи урокне 8-мĕш класра чăвашла ирттерччĕ. Вăл республикăри тĕрлĕ предмета вĕрентекенсем хушшинче 2-мĕш вырăна тухрĕ! Чун-чĕререн саламлатпăр тата нумай çитĕнÿ тума сунатпăр!
💥 6 апреля 2024 года в Калайкасинской СОШ Моргаушского муниципального округа состоялся республиканский фестиваль "Чӑваш ачи чӑвашах", посвящённый Году семьи в России и Году экологической культуры и бережного природопользования в Чувашии. Учителя нашей гимназии приняли активное участие в данном фестивале.
В рамках круглого стола "Тăван кил-йышран хакли çук, тăван чĕлхерен асли çук", Нина Геннадьевна Леонтьева рассказала о работе разговорного клуба "Чăваш чĕлхи - чĕкеç чĕлхи". А учитель географии Марина Ивановна Вакку приняла участие в конкурсе "Вĕрентетпĕр чăвашла". Она провела урок в 8 классе на тему "Реки России" на чувашском языке. Среди учителей республики, преподающих разные предметы, Марина Ивановна заняла 2 место! От души поздравляем и желаем дальнейших успехов!
Леонтьева Н.Г.